Комментировать

23 Янв, 2014

Олимп факелĕ - Вăрмарта

Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç шкулĕн вун пĕрмĕш класĕнче вĕренекен Николай Васильев хăйĕн хĕресне амăшĕпе, Тĕнче ăмăртăвĕсенче çăмăл атлетикăра пĕрре мар çитĕнӳ тунă, хальхи вăхăтра Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри Тĕп управленийĕнче вăй хуракан Светлана Захаровăпа чĕререн мăнаçланать.

- Нумай пулмасть вăл пирĕн шкулта хăнара пулчĕ. Шупашкар урамĕпе йăтса чупнă Олимп факелĕпех çитрĕ. Пурте тытса куртăмăр икĕ килона яхăн таякан Олимп факелне. Асăнмалăх сăн ӳкерттерни те хăйне евĕр уяв пулса тăчĕ маншăн. Ара, çитменнине Светлана Владимировна - аттен аппăшĕ. Манăн çавăн пек хастар тăван пурришĕн мăнаçланатăп. Хĕресне анне манран çар çынни тăвасшăн. Хамăн вара, спорта чĕререн юрататăп та, физкультура вĕрентекенĕ пулас килет. Апла-и, капла-и, пурнăç кăтартĕ унта. Тен, чăнах та офицер пулса тăрăп-и/ Вара хĕресне анне çав тери савăнĕ. Халĕ умра - хĕрӳ тапхăр. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕ-сене çине тăрса хатĕрленетĕп, - тет мал ĕмĕтлĕ Коля.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

АВТОР сăн ӳкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.