Комментировать

13 Янв, 2015

Штраф вырăнне - колони

Канаш районĕн сучĕ хăй вăхăтĕнче Канаш хула администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕре шута илекен тата валеçекен секторĕн заведующийĕ пулнă Любовь Михайлова тĕлĕшпе палăртнă айăплава - штрафа - ирĕклĕхсĕр хăварассипе улăштарнă.

Вăл 2011 çулхи июньте суд умне тăнăччĕ. Должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн тата взяткăшăн ăна 3 млн та 15 пин тенкĕлĕх штрафланăччĕ. Кайран судсен йышăнăвĕсемпе, чăн та, штраф виçине 2 млн та 515 пин тенкĕ таран пĕчĕклетнĕччĕ, штрафа тÿлессине 3 çуллăха каяраха хăварнăччĕ.

Анчах Михайлова айăплава пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пăрăннă - çак тапхăрта штраф шучĕпе пĕтĕмпе те 30 пин тенкĕ çеç тÿленĕ. Ăна хаяртарах айăплав пулма пултарасси çинчен те асăрхаттарнă - кăлăхах. Çавна май суд штрафа ирĕклĕхсĕр хăварассипе улăштарма, хĕрарăма 3 çул та 3 уйăхлăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннă.

Çак вердиктпа килĕшмесĕр Михайлова апелляци йĕркипе çăхав çырнă. Нумаях пулмасть ЧР Аслă сучĕн коллегийĕ пăнчă лартнă: район сучĕн йышăнăвне улăштармасăр хăварнă, вăл саккунлă вăя кĕнĕ.

Н.ДМИТРИЕВ

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.