Чăвашлах калаçас килет
Виççĕмĕш класри Анна Лалаян - вĕренÿ отличникĕ. Пур предмета та пĕр пек юратаканскер ÿссен тухтăр пуласшăн.
Кукамăшĕпе тата кукашшĕпе пурăнать вăл. Ашшĕпе амăшĕ Мускавра ĕçлесе кун кунлаççĕ.
- Анне чăваш манăн, атте - эрмен. Асаттепе асанне патне пĕррехинче хăнана кайса курнăччĕ. Лайăх кĕтсе илчĕç ун чухне. Сĕтел тулли апат-çимĕç хатĕрленĕ пире кĕтсе. Питĕ килĕшрĕ, çапах та чун тăван енех туртăнчĕ. Манăн тăвансем эрменле калаçнă чух пĕр сăмахне те ăнланмарăм. Кирек мĕн каласан та мана чăвашлах пуплеме килĕшет. Пĕлетĕр-и, аттепе аннешĕн çав тери тунсăхлатăп эпĕ. Час-час шăнкăравласа калаçатпăр, скайппа та çыхăну тытатпăр пĕр-пĕр-инпе. Кашни уяврах килсе çÿреççĕ, кучченеçсемпе хавхалантарса хăвараççĕ. Вĕсене савăнтарас тесе вĕренÿре «5» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пыма тăрăшатăп, - тет Анна хăпартланса.
Мал ĕмĕтлĕ хĕр ача ташă кружокне хавасланса çÿрет. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса пĕрре мар çитĕнÿ тунăскер малашне те хастаррисен йышĕнчех пуласшăн.
- Ан тив, ман çитĕнÿсемшĕн кукаçипе кукамай, аттепе анне тата тус-юлташсем яланах савăнччăр. Арменире пурăнакан асаттепе асаннене хамăн çитĕнÿсем пирки тăтăшах пĕлтеретĕп, - тет хĕр ача шухăша путса. - Хăйсен хĕпĕртевĕ пирки мана çийĕнчех пĕлтереççĕ. Эпĕ вара татах та çунатланса та хăпартланса малалла талпăнатăп.
Элиза ВАЛАНС.
Елчĕк районĕ,
Аслă Елчĕк.
АВТОР сăн ÿкерчĕкĕ.