2014 çул мĕнпе асра юлĕ?
Çулталăк палли шутланакан чĕрчунсенчен пĕр выльăха кăна «ăнман» - лашана кăна кÿлсе е утланса çÿремелле тунă. Çавна май ытти чĕрчунпа танлаштарсан унăн пурнăçĕ çăмăл мар. Чăннипех - ĕç выльăхĕ. Тен, çавăнпах-и - 2014 çул, Лаша çулталăкĕ, ансат пулчĕ тееймĕн. Çакна пурте йышăнаççĕ. Çапах йывăррипе пĕрлех ырри-лайăххи те пулчĕ вĕт. Чăваш Еншĕн, унăн хайхи лашаран пĕртте кая мар ĕçчен халăхĕшĕн иртнĕ çул мĕнпе асра юлнине çулталăк пуçламăшĕнчен тытăнса йĕрлеме хăтланса пăхар-ха.
Культура Çулталăкĕнчен - Литература Çулталăкне
Раççей Президенчĕ пуçарнипе 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Çавна май республикăра 2014 çул культурăпа çыхăннă нумай-нумай мероприятипе палăрса юлни куçкĕрет. Пурне те асăнас-тăк - хаçат страницин ытла та пысăк лаптăкĕ кирлĕ пулĕччĕ. Çапах хăшĕ-пĕри пирки каламаллах.
Чи сумлисенчен пĕри - йăлана кĕнĕскер, Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль. Хальхинче те Чăваш Енре пурăнакансем, республика хăнисем çĕнĕ чылай фильмпа паллашса вĕсене хаклама пултарчĕç. Чи пысăк пĕлтерĕшли вара - фестиваль кунĕсенче пирĕн патра кинон паллă ăстисем Шупашкара килни. Карен Шахназаров режиссер, Инна Чурикова, Глеб Панфилов, Александр Панкратов-Черный киноактерсем тата ыттисем. Вĕсене хамăр куçпа ăçта тата хăçан кураттăмăр-ха?
Çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен культура министрĕсем пухăнчĕç - пĕр-пĕрин культура сферинчи опычĕпе паллашас тĕллевлĕ конференци иртрĕ. Мероприятисен списокне малалла тăснă май Пĕтĕм чăваш диктанчĕ пирки те каласа хăвармалла. Унта пин-пин çын хутшăнчĕ, хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕ. Çак йыш пысăк пулни хăех - халăхăмăр хамăрăн тăван чĕлхене хакланин, хисепленин çирĕплетĕвĕ.
Республика кунĕ çулленех культурăпа çыхăннине хăнăхнă - кăçал та çаплах пулчĕ. Тĕп хуласăр пуçне кăçал çак уява Комсомольски районĕ йышăнчĕ - чăннипех сумлă праçник пулчĕ. Сăмах май, Республика кунĕн çитес çулхи адресĕ те паллă ĕнтĕ: уяв яланхи пекех Шупашкарта пулать. Тата - Канашра.
Çапах Культура çулталăкĕн пĕлтерĕшĕ йышлă мероприятире кăна мар. Ялсенчи 184 культурăпа кану учрежденине юсани мĕне тăрать! Нумайăшне çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, ĕçлекенсен шалăвне пысăклатма пултарнă, темиçе учреждение автомобильсем панă. Тен, çакă çителĕксĕр пуль, çапах - пулăшни пулăшманни мар.
Çитес çул вара - Литература çулталăкĕ. Культурăран литература анине куçни, килĕшсемĕр, питĕ çураçуллă. Сăмах май, Чăваш Ен 2015 çулта «Нарспи» авторĕн К.В.Ивановăн çулталăкне паллă тăвать.
Чăваш Ен - спорт çĕршывĕ
Культурăна халалланă çулталăк терĕмĕр-ха та, çапах Раççейшĕн, Чăваш Еншĕн 2014 çул спорт çулталăкĕ пулчĕ тесен те йăнăш мар-тăр. Сочири Олимпиадăна мĕнешкел хавхаланупа кĕтрĕмĕр! Чăннипех çÿллĕ шайра иртрĕ. Унта 88 çĕршыври 2,8 пине яхăн спортсмен тупăшрĕ. Наградăсен шучĕпе Раççей командине çитекен пулмарĕ.
Пĕтĕмĕшле çитĕнĕве Чăваш Ен те пысăк тÿпе хыврĕ тейĕттĕм. Ан тив, ăмăртусене пирĕн пĕр ентеш кăна хутшăннă пултăр. Елена Муратова фристайл ăмăртăвĕнче вăй виçрĕ. Çук, вăл призерсен пьедесталĕ çине хăпарайманни те кулянтармарĕ - Олимпиадăра хавшаккисем çук вĕт! Чăвашсен спортăн çак уявĕнчи тÿпи пирки калас тăк - мĕн, Олимп объекчĕсене çĕкленĕ çулсенче унта çĕр-çĕр чăваш ĕçлени пысăк хаклава тивĕç мар-им? Нуша хăваланипе инçете кайса тар тăкма тивет теме пулать, анчах ку - урăх калаçу...
Тепĕр тесен, ăмăртусенче те чи пысăк награда пулчĕ вĕт - ылтăн! Фигурăсем туса ярăнас енĕпе çамрăк Аделина Сотникова Чăваш Еншĕн тăван пулнине тÿрех пĕлменччĕ-ха. Вăл ылтăн медаль çĕнсе илнĕ хыççăн тепĕр кунне хыпар çитрĕ: Аделина пирĕн ентешĕн, Улатăрта çуралса çитĕннĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсемпе паттăррăн çапăçса Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ Александр Кочетов летчикăн мăнукĕн хĕрĕ иккен! Пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе тĕнчене тĕлĕнтернĕ Аделинăпа Чăваш Ен те паян тивĕçлипе мăнаçланать!
Спорт теми çакăнпа кăна та иксĕлмест-ха. Октябрьте Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕршывĕ» спорт форумĕ иртрĕ. Шупашкара Олимп комитечĕн президенчĕ, пĕрремĕш вице-премьер Александр Жуков, Аркадий Дворкович вице-премьер, спорт, вĕренÿ министрĕсем Виталий Мутко, Дмитрий Ливанов килчĕç. Олимп çĕнтерÿçисен, тĕнчипе паллă спортсменсен - шучĕ çук. Чăваш Енре харăсах пилĕк теçетке Олимп чемпионĕ пулчĕ, вĕсем ачасене, вĕсен тренерĕсене хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç, ăсталăх класĕсем ирттерчĕç. Александр Карелин, Олег Саитов, Александр Попов, Александр Сальников, Николай Валуев, Светлана Журова тата ыттисем. Кашни ят - çĕршывăмăр мухтавĕн уйрăм страници.
Владимир Путин Президент та килчĕ, форумăн «Спортри пĕрлĕхре - тĕнче тăнăçлăхĕ: пĕтĕм ĕçсен стратегийĕ» пĕрлехи ларăвне ирттерчĕ. Кăмăллă та усăллă калаçу пулчĕ. Форум Раççей спорчĕн аталанăвне çĕнĕ вăй парасси куçкĕрет. Паллах, Чăваш Ен спорчĕшĕн те курăмлă пулăшу пулать. Форум çÿллĕ шайра иртнине палăртаççĕ. Ăна шăпах Шупашкарта ирттерни ăнсăртран мар. Виталий Мутко министр Чăваш Енре пурăнакансен 36% спортпа туслине, физкультурăпа спортăн çĕнĕ объекчĕсем нумай хута кайнине пайăррăн палăртрĕ те, эппин, çакна çĕршыв ертÿçисем те тивĕçлипе хаклаççĕ. Хакламалăх пур-ха та. Форум кунĕсенче паллă спорт комментаторĕ Дмитрий Губерниев ертсе пынипе иртнĕ ирхи зарядкăна кăна 10 пине яхăн çын хутшăнчĕ.
Экономика - никĕс
Çапах спортпа кăна тутă пулайманни те паллă. Пурнăç шайне çĕклесси чи малтанах экономикăн кал-кал аталанăвĕнчен килет. Ку енĕпе иртнĕ çулталăк ансат мар пулнине кашниех пĕлетпĕр. Украинăри хирĕçтăру, Раççее хирĕç йышăннă санкцисем экономикăна япăх витĕм кÿни вăрттăнлăх мар. Анчах кунта, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев калашле, япăххипе пĕрле лайăххи те пур. Патшалăх импорта хамăр çĕршывра туса кăларакан продукципе улăштарас çул çине тăчĕ, çакă заводсемпе фабрикăсемшĕн çĕнĕ майсем уçать. Чылайăшĕ çакăнпа усă курать те ĕнтĕ.
Çакна çирĕплетекенни - Чăваш Енĕн макроэкономика кăтартăвĕсем. Промышленноçра, ялхуçалăхĕнче, строительствăра, ытти сферăра производство кăтартăвĕсем пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Строительство материалĕсем, электротехника туса кăларакан çĕнĕ предприятисем хута кайрĕç. Йывăрлăхсăр мар: «Промтрактор» АУО, авă, кредитпа çыхăннă парăмсен серепинчен йывăррăн тухать, çавна май унта Красноярскран куçарнă комбайнсен производстви те, шанăç кÿнĕскер, пысăк çитĕнÿсемпе тĕлĕнтереймерĕ-ха. Çапах пĕтĕмĕшле илсен промышленноç йывăрлăха пăхмасăр малалла талпăнни савăнтарать. Çĕнĕ Шупашкарта, авă, хĕвел модулĕсем туса кăларакан завод ăнăçлă ĕçлесе кайрĕ - 300 ытла çын вăй хурать.
Çитес çул валли те çĕнĕ инноваци производствисемпе çыхăннă тĕллевсем пур - пин-пин çын валли лайăх шалуллă хушма ĕç вырăнĕсем пулĕç. Пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕн пуласлăхĕ тĕлĕшпе уçăмлăх палăрма тытăнни те кăмăла çĕклет. Скептиксем паянхи условисенче çав проектăн малашлăх çук теме пăхатчĕç, нумаях пулмасть вара çĕршыв ертÿçисем тивĕçлĕ хушусем пани палăрчĕ - магистраль пулатех. Чăваш Ен урлă иртмеллискерĕн строительстви республика экономикине те çирĕп тĕрев парасса шанни сăлтавсăр мар.
Пĕтĕмпех кадрсем татса параççĕ
Кадрсемпе çыхăннă улшăну та чылай пулчĕ. Пĕрисем каяççĕ, теприсем килеççĕ - пурнăç тени çапларах ĕнтĕ вăл. Чăн та, тепĕр чух кайнисем те каялла килеççĕ. Константин Косачев, авă, хăй вăхăтĕнче Патшалăх Думинче Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлетчĕ, унтан кайса Россотрудничество тилхепине тытрĕ. Халь таврăнчĕ теме пулать: Галина Николаева сенатор ĕçĕнчен кайсан, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Косачева Чăваш Енрен Федераци Канашĕн членĕн полномочийĕсене шанса пачĕ. Вăл унта Халăхсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕн сумлă должноçне йышăннине кура республикăна та курăмлă пулăшу парас шанăç пур.
Министрсем те улшăнчĕç. Михаил Ноздряков Правительствăран кайсан вице-премьер - финанс министрĕн пуканне маларах пурлăх министрĕнче ĕçленĕ Светлана Енилина йышăнчĕ, пушаннă сумлă должноçа вара Анатолий Кузьмина çирĕплетрĕç. Михаил Янковский вырăнне транспорт министрĕн должноçне Владимир Филиппов, унччен тĕп хулари Ленин районĕн администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнăскер, килчĕ. Патшалăх ветеринари службин ертÿçин тилхепине Сергей Скворцов тытрĕ. Валентина Андреева та кайрĕ, Информполитика министрĕн должноçне Александр Иванов йышăнчĕ. Чăн та, вăл, маларах ЧР Пуçлăхĕн Администрацине ертсе пынăскер, вице-премьер статусне те упраса хăварчĕ. Администраци Ертÿçин пуканĕ çинче вара паян - Юрий Васильев.
Ытти улшăну пирки калас тăк - Патшалăх Канашĕнче Анатолий Князев вице-спикер, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци ертÿçин пуканне çухатни самай калаçтарчĕ. Хăйĕн ирĕкĕпе кайнă. Мĕншĕн - хăй те шарламасть. Аяларах шая анас тăк - Çĕмĕрле хулин мэрĕ улшăннине палăртмалла. Йывăр лава туртма хĕрарăм тытăнчĕ - Любовь Дмитриева. Çĕнĕ Шупашкарта вара Александр Сироткин мэра Олег Бирюков улăштарчĕ.
15 садик!
Фельдшерпа акушер пункчĕсем те тунă, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене те юсанă, çулсем те сарнă, çапах çынсен социаллă ыйтăвĕсене татса парасси пирки калаçнă май чи малтанах республикăра кăçал 15 ача сачĕ хута кайнине тулли кăмăлпа палăртас килет. Çавна май пин-пин ача валли воспитанипе аталанăвăн тивĕçлĕ условийĕсем пулĕç. Садиксем тенĕрен, кăçалхи июлĕн 24-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра çĕршыв ертÿçипе Владимир Путинпа тĕл пулса сÿтсе явнă ыйтусен шутĕнче те ача сачĕсен строительствин темине ахальтен мар çĕкленĕччĕ. Владимир Владимирович çавăн пекех çамрăк çемьесене пулăшмалли программăсем мĕнле пурнăçланнипе кăсăкланнă - республикăри ĕçсемпе кăмăллă пулнă.
Çынсене авари пулма пултаракан çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçармалли программа та республикăра ăнăçлă пурнăçланать. Ĕç калăпăшĕ вара чăннипех пысăк. 2013-2017 çулсем валли çирĕплетнĕ программăра нумай хваттерлĕ кивĕ 860 çурта пăсма палăртнă. Çав çуртсенче пурăнакансен шучĕ 13,2 пин çын е 5 пине яхăн çемье. Паянхи кун тĕлне 1,7 пин ытла çынна куçарнă. Программăн пĕрремĕш тапхăрне пурнăçласа Шупашкарта кăна 628 хваттер туяннă. Çак кунсенче пысăк ушкăна тĕп хулари Сад микрорайонĕнче çĕнĕ хваттерсен уççисене пачĕç те - пĕр хĕрарăм куççуль витĕр савăнса калани асран тухмасть: «Эпĕ 46 çул хваттер черетĕнче тăтăм. Тинех çĕнĕ çурта куçатпăр. Ĕненес те килмест!» Çапла вара пин-пин çыншăн вун-вун çул чи çивĕч шутланнă ыйту тинех татăлать.
Чылайранпа нумайăшне калаçтарнă тепĕр ыйту - «Ĕç ветеранĕ» ятпа çыхăннăскер. Республика ертÿçисем халăхпа курнăçнă май çынсем ăна час-часах çĕклетчĕç. ЧР пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен умĕнче те май пулсанах ыйтăва татса парăпăр тесе пĕрре кăна мар каланă. Сăмахне тытрĕ: Чăваш Республикин ĕç ветеранĕн ятне илмелли ĕç стажне 2,5 çул чакарма йышăнни нумайăшĕ чăннипех тахçантанпах кĕтнĕ утăм. Çапла вара çитес çулхи июньтен арçынсем - 42,5 çул, хĕрарăмсем 37,5 çул ĕç стажĕ пулсан «Ĕç ветеранĕ» ят илĕç.
Социаллă лару-тăру пирки сăмах пуçарнă май Украина, Крым теминчен ниепле те пăрăнса иртеймĕн. Хирĕçтăру сиксе тухнă çĕршывран тарса килнисене Чăваш Ен тарават йышăнчĕ. Нушаллă вуншар çынна пурăнмалли кĕтеспе, ĕçме-çимепе, тумтирпе, ĕç вырăнĕпе тивĕçтерни - чăннипех пысăк ĕç. Украинăрах юлнă тăк вĕсене мĕн кĕтетчĕ - калама хĕн. Республика референдум ирттерсе Раççей тытăмне каялла таврăнма йышăннă Крымпа, Севастопольпе ятарлă килĕшÿсем туни те Раççейĕн çĕнĕ субъекчĕсене аталанма пулăшĕ. Сăмах май, Крымра паян тĕрлĕ вăхăтра Чăваш Енрен унта куçнă 2,5 пин çын пурăнать. Çавăнпа та çурутрав пирĕншĕн пушшех çывăх та тăван.
Усаллисĕр пулмарĕ
Пурнăçра хурапа шурă юнашар та - тĕксĕмми пирки те каламаллах-тăр. Криминаллă пулăмсенчен май уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш колонирен ристан тарнă тĕслĕх уйрăларах тăрать. Чăваш Енри юсанмалли учрежденисенчен преступник тарнă тĕслĕх чылай çул пулман. Çын вĕлернĕшĕн, пурлăх вăрланăшăн айăпланнă Роман Сидорова виçĕ кунранах тытрĕç-ха, çапах ФСИН тытăмĕнче ĕçлекенсемшĕн пăтăрмах пурпĕр хакла ларчĕ: должноçри вун-вун çынна явап тыттарчĕç - хăшне-пĕрне ĕçрен хăтарни таранах.
Унтан - Раççей Геройне Евгений Борисова астармăш вăйăсем йĕркеленĕшĕн тытса чарни, уголовлă ĕç пуçарни. Октябрь пуçламăшĕнче харăсах çĕр ытла çын «спайс» йышши хутăшпа наркăмăшланса медиксенчен пулăшу ыйтни...
«Хура» хыпарсен шутне Шупашкарти Петров урамĕнчи нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт подъезчĕ ишĕлнине те кĕртмелле-тĕр. Çапах октябрĕн 17-мĕшĕнче республика çине йăтăнса аннă пăрлă çумăр кÿнĕ сиен виçипе нимĕн те танлашаймĕ. Республикăра пурăнакансен 1/3 пайĕ электричествăсăр юлчĕ вĕт! Турра шĕкĕр, влаçсем те, тивĕçлĕ тытăмсем те çухалса каймарĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «çынсене инкекре пăрахмастпăр» тенине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Пурте çывăрмасăр ĕçлерĕç темелле - инкеке кĕске вăхăтра сирсе ячĕç.
Вĕсене яланлăхах çухатрăмăр...
2014 çулта хисеплĕ те паллă ентешĕмĕрсем пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕç. «Пушар лаши», «Хумсем çырана çапаççĕ», «Çĕрпе хĕр» тата ытти пьесăсен авторĕ, ЧР халăх писателĕ Николай Терентьев çĕре кĕчĕ. «Хыпар» редакцийĕнче паян ĕçлекен чылай çыншăн вĕрентекен, тĕслĕх пулнă Александр Аслут журналист, легендăна кĕрсе юлнă директор, «Химпрома» чĕрĕк ĕмĕр ертсе пынă Леонид Шевницын, Патăрьел районĕнче выльăх ĕрчетсе Социализм Ĕçĕн Геройĕн ятне çĕнсе илнĕ Николай Каргин, Петр Денисов профессор, Юрий Айташ поэт тата ыттисем... Йывăр тăпрăр çăмăл пултăр.
Тишкерĕве вĕçлесе çапларах калам: 2014 çулта ырри нумай пулчĕ, Çĕнĕ çулта тухăçлăрах ĕçлеме хавхалану кÿчĕ.
Николай КОНОВАЛОВ
Федор ЧЕРНОВ коллажĕ