Комментировать

23 Янв, 2014

ВĂРАХА КАЙСАН УЙРĂМАХ ПĔЛТЕРĔШЛĔ

Ар парĕн шыççи /простатит/ вăраха кайсан вĕлле хурчĕн çимĕçĕсемпе сипленни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Пыл

Кунне 5-6 хут, апат хăçан çинине пăхмасăр, 100-шер грамм пыл çимелле. Ăна çăварта ытларах тытса тăрса ĕммелле. Кун пек микроэлементсемпе макроэлементсем юна лайăхрах сăрхăнса кĕреççĕ. Пыл çинĕ хыççăн 5-10 минут шĕвек ĕçмесĕр чăтмалла.

Прополис

Юн тымарĕсен тытăмне тасатма 95 грамм прополиса кăштах ăшăтмалла. Унта левзея, женьшень, шур утин /пырей ползучий/ тымарĕсенчен хатĕрлесе ала витĕр кăларнă çăнăха 4 грамм тата типĕ ама сĕчĕ /маточкино молочко, аптекăра ăна «Апилак» ятпа сутаççĕ/ хушмалла, лайăх пăтратмалла. Унтан хутăша патакпа пельмень чусти хулăнăш туса йĕтĕрлемелле, 10 тăваткала пайласа касмалла. Кашни пластинка 10-шар грамм пулать. Халĕ вĕсене тата пĕр пысăкăш 10 пая /1-ер грамм/ уйăрмалла.

Малтанхи икĕ кун 0,5-1 грамм çак эмеле ĕмсе е чăмласа çимелле, е ирĕлсе пĕтичченех çăварта тытма юрать. Тата 28 кун ирхине 1,5 грамм прополис хутăшне çăвара пит çăмарти айне хурса каçченех çапла çÿремелле, каçхине те çĕр каçма 1,5 грамм хумалла. Апат çимелле чухне прополиса кăларса илмелле, унтан каллех пит çăмарти айне чикмелле. Çĕннине хума вăхăт çитсен прополиса лайăх чăмласа çăтмалла е сурса пăрахмалла. Прополис чĕлхене самантлăха кăштах хытарма, чĕпĕтме е хĕртме пултарать.

Чечек тусанĕ

Прополиспа пĕрле кунне 3 хут çуршар чей кашăкĕ чечек тусанĕ /перга/ ĕмни усăллă. Çакна ирхине выç хырăмла, кăнтăрлахи апатчен çур сехет маларах тата каçхине çывăрма выртас умĕн тусан лайăхрах. Чечек тусанне çăварта 20 минутран кая мар тытса ĕммелле. 20 минут шĕвек ĕçмелле мар. Юлнă карасне сурса пăрахмалла. Чечек тусанне сивĕтмĕшре упрамалла.

Вилĕ хурт

Ар парĕ шыçсан типĕтнĕ вилĕ хурт /подмор/ лайăх пулăшать. 4 апат кашăкĕ вилĕ хурта çур литр шурă эрехе ярса пÿлĕмри тĕттĕм вырăнта 14 кун лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Шывпа сыпса ĕçме юрать.

Ама сĕчĕ

Сиплев курсĕ валли пĕр пенициллин кĕленчи /18 грамм/ ама сĕчĕ /маточкино молочко/ çитет. Сивĕтмĕшре упрамалла. Ама сĕтне кĕленчерен йывăç патакпа /тĕслĕхрен, мороженăй çимеллипе/ кăна ăсса илмелле. Ирхине вăрансанах чĕлхе айне 1 грамм хумалла. Ăна ĕммелле мар, вăл юна тÿрех сăрхăнса кĕрет, мĕншĕн тесен ама сĕчĕн белокĕсем этем юнĕн плазмине çывăх. 18 кун ĕçнĕ хыççăн 12 кун тăхтав тумалла.

Шута илме: ар парĕн шыççинчен сипленмелли çак рецептсем пыл хурчĕн çимĕçĕсене аллерги çук пулсан питĕ лайăх витĕм кÿреççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.