Комментировать

30 Дек, 2014

Татьяна Семенова - çĕршыв чемпионачĕн призерĕ

Чăваш Ен спортсменки Татьяна Семенова - Раççейри çамрăк биатлонçăсен йышĕнче чи пултаруллисенчен пĕри. Çак кунсенче вăл пире тепĕр çĕнтерÿпе савăнтарчĕ - Раççей чемпионатĕнче «бронза» çĕнсе илчĕ.

Ăмăрту Удмуртин тĕп хулинче - Ижевскра - иртнĕ. Пирĕн ентеш 15 километрлă дистанцире хăйĕн халĕчченхи чи лайăх кăтартăвне çĕнетме пултарнă, лайăх очко пухнă, анчах вăл Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп йышне кĕмешкĕн çителĕксĕр. Çавăнпа январьте Пĕтĕм тĕнчери биатлон федерацийĕн кубокĕнче вăй виçĕ Шупашкарти политехника институчĕн студентки. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх вăл тĕнче кубокĕн 6-7-мĕш тапхăрĕсене хутшăнĕ. Чăваш Ен спортсменкине хĕллехи сезона ăнăçлă пуçланă ятпа республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, тата та пысăкрах çитĕнÿсем тума суннă.

Çĕнĕ Лапсар поселокĕнче çуралса ÿснĕскер спортри малтанхи утăмĕсене А.Тихонов ячĕллĕ спорт шкулĕнче вĕреннĕ чухне тунă. Хальхи вăхăтра вăл Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче Анатолий Акимов тренер патĕнче ăсталăха туптать. Спортсменка çĕршыв шайĕнчи чи пысăк наградине 2009 çултах çĕнсе илнĕ: çамрăксен çуллахи биатлон енĕпе иртнĕ чемпионатĕнче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Паян унăн пухмачĕнче - тĕрлĕ ăмăртура çĕнсе илнĕ вуншар медаль. Европа, тĕнче турнирĕсене те пĕрре мар хутшăннă вăл. Иртнĕ çул вара пикешĕн уйрăмах ăнăçлă çулталăк пулнă: Италире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери Хĕллехи Универсиадăра ылтăн тата бронза медальсене тивĕçнĕ. Кăçалхи сезона та лайăх кăтартусемпе пуçларĕ. Пермь крайĕнчи Чайковский хулинче иртнĕ Раççей кубокĕнче спринтерсен тупăшăвĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ, Тюмень хулинче йĕркеленĕ «Çĕпĕр мерченĕсем» турнирта та виççĕмĕш пулчĕ.

А.МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.