Комментировать

30 Дек, 2014

Анна Алексеевнăн кинĕ

«Валентина Терешкова чăваш халăхĕн кинĕ-и?» статьяна питĕ тимлĕ вуларăм. Шăллăма Юрий Гагарин космоса вĕçсе кайнă хыççăн çуралнăран Юра ят панă. Ун хыççăн хĕрача кун çути курчĕ. Çав вăхăталла Валентина Терешкова космоса парăнтарчĕ. Çапла вара эпир аннене йăмăка Валентина ят пама ыйтрăмăр. Валентина халĕ Етĕрне районĕнчи Кăкшăм тата Пĕрçырлан шкулĕсенче хими тата биологи учителĕнче ĕçлет, вăл та Валентина Терешкова пекех пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тăвасса эпĕ шансах тăратăп.

Валентина Терешковăпа Андриян Николаев тата Валерий Быковский Хĕрлĕ Чутай районне те хăнана килсе кайнă теççĕ. Космонавтсене кĕтсе илнĕ, вĕсене ертсе çÿренĕ çынсем çак тĕлпулăва ырăпа аса илеççĕ.

Мана ытларах Анатолий Кипеч çыравçăн шухăшĕсем килĕшрĕç. Манăн Валентина Терешковăна Анна Алексеевнăн кинĕ тесе калас килет. Çапла калани тĕрĕсрех пек туйăнать. Чăваш халăх кинĕ тени килĕшсех каймасть. Николаевпа уйрăлнă хыççăн Терешкова тепĕр хĕрарăмăн кинĕ пулса тăнă пулин те вăл Шуршăл кинех, Анна Алексеевнăн кинĕ. Е икĕ хĕрарăмăн кинĕ.

Эпĕ таçта вуланăччĕ: Андриян Григорьевич арăмĕпе уйрăлнă хыççăн ăна нихăçан та хурламан, ун çинчен япăх калаçман. Пĕр-пĕрне юратмасăрах 19 çул пĕрле пурăнма пулать-ши? Ман шухăшăмпа - пулмастех! Валентина Терешкова та Андриян Григорьевича юратнах ĕнтĕ. Унăн, ахăртнех, мăшăрĕ яланлăх канлĕх тупнă çĕршыва çав тери килсе курас килет пуль. Ара, мĕн чухлĕ космонавт Шуршăлта пулчĕ те!

Темле пулсан та вилнĕ çынна юлашки çула ăсатма тăвансем яланах пуçтарăнаççĕ. Пирĕн Володя пичче вырăс хĕрне качча илнĕ. Вăл ун чухне çарта службăра тăнă. 60-мĕш çулсенче офицерсен шутне чакарсан унăн Чăваш Ене таврăнма тивнĕ. Çемье арканчĕ, Володя пичче ывăлĕшĕн алимент тÿлесе пурăнчĕ. Вăл вилсен унăн арăмĕ патне телеграмма янă. Зоя аппапа хамăрăн иккĕмĕш сыпăкри пиччене çавăн чухне пĕрремĕш хут куртăмăр. Уйрăлнă хыççăн вун-вун çул иртсен вăл ывăлĕпе мăшăрĕ пулнă çынна юлашки çула ăсатма килчĕ. Урăх эпир вĕсене курман, хутшăнман. Ывăлĕ хăйĕн ачисене аслашшĕн вил тăприне килсе кăтартатех пулĕ-ха. Çавăн пек пулмалла та.

Галина ЗОТОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.