Сăвви-юрри чуна çĕклет
Çак сăвă йĕркисемпе кĕвĕленĕ юрра эпĕ пуçласа Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн пĕр концертĕнче итлесе киленнĕччĕ. Тÿрех калатăп: вăл мана хăйне евĕрлĕхĕпе, чуна çывăх лăпкăлăхĕпе тыткăнларĕ, ырă туйăм çуратрĕ. Концерта ертсе пыраканĕ сăвă авторĕн ятне те асăнчĕ - Роза Волкова. Тĕрĕссипе, ку хушамата эпĕ унччен те пĕрре кăна мар илтнĕ-ха, анчах çывăх паллашма май килмен. Нумай пулмасть вара çакăн валли сăлтав тупăнчĕ.
Алăра - хитре хуплашкаллă, кăçал кун çути курнă «Улмуççи шап-шурă çеçкереччĕ...» тăпăл-тăпăл кĕнеке. Ку - Вăрнар районĕнчи Калинино салинче пурăнакан Роза Волковăн сăввисен иккĕмĕш пуххи. Умсăмахра унăн авторĕпе Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Кудаков композитор паллаштарать.
Хăй вăхăтĕнче Роза Семеновна пионервожатăйра, вырăс чĕлхи учителĕнче, завучра тăрăшнă, çав хушăрах сăвăсем, тĕрленчĕксем çырнă, вĕсем «Хыпарта», Элĕкпе Вăрнар, Красноармейски районĕсен хаçачĕсенче тăтăшах пичетленнĕ. Пĕрремĕш кĕнеки «Манăçми сăнсем» ятпа 2012 çулта тухнă. Унта сăвăсемпе кĕвĕленĕ юрăсен нотисене те вырнаçтарнă. «Улмуççи шап-шурă çеçкереччĕ...» кĕнекере утмăл хайлав. Чылайăшĕ халăхра сарăлма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Паллă композитор Роза Волковăн сăвви-кĕввине çапла хак парать: «Халăх сăмахне çывăх вĕсем, кашнинчех çепĕç лирика хуçаланать, шухăшĕсене кĕвĕ йĕрĕ çине ÿксе тĕрленĕ. Ку, чăн та, çаплах, сăнарлă сăвăсем шăрçаланни юрра хывнă чух та ансатлăх кÿрет. Автор чылай хайлава хăй тĕллĕн кĕвве хывнă».
Ку сăмахсемпе килĕшмесĕр май çук. Роза Волкова юрри-кĕввине Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн, чылай эстрада артисчĕн репертуарĕсенче итлесе савăнатпăр, халăх пултарулăх ушкăнсем те час-часах шăрантараççĕ вĕсене. Халăх питĕ килĕштерекен эстрада юрăçи Надежда Заводскова хăйĕн илемлĕ сассипе итлекенсен кăмăлне çупăрлакан пĕр юрра кăна илсе кăтартам тĕслĕхе:
Кĕскен каласан, çыравçăн пултарулăхĕнче асран кайми тăван вырăнсене яланах чĕрере упрани, атте-аннене ĕмĕрĕпех хисепре тытни, пурнăçри йывăр самантсем çинчен шухăшлани тĕп вырăн йышăнаççĕ. Кунпа пĕрлех унăн юррисенче çынсен хутшăнăвĕсемпе çутçанталăк ÿкерчĕкĕсем анлăн сăнарланнă.
Мĕн хистет-ха, мĕн вăй парса тăрать хисеплĕ ватăна сăвă хыççăн сăвă шăрçалама? Ку ыйту хуравне те кĕнекеренех пĕлтĕмĕр. «Мĕн ачаран сăвă-юрă хайлама юрататтăм. Тĕрĕссипе, шухăшламастăп та вĕсем çинчен, пуçа хăйсемех пырса кĕреççĕ те юрлама пуçлатăп, анчах пĕрне те çырса хуман. Кама та пулин юрласа кăтартма вăтаннă. Юрă çырас енĕпе эпĕ нимĕнле пĕлÿ те илмен, çапла тума вăхăчĕ те пулман. Утмăл çултан иртсен тин хăшпĕр юрра диктофон çине çырма пуçларăм. Кайран пĕр ырă чунлă музыкант, Иван Орлов, вĕсене нота çине куçарчĕ, - çырать Роза Семеновна. - Кун хыççăн юрăсене культура ĕçченĕсене кăтартма пуçларăм. Манăн пĕрремĕш юрра - «Йăмрасем» ятлине - Шетмĕ хĕрĕ Людмила Терентьева шăрантарчĕ. Вăл Вăрнар районĕнчи Калининăра пурăнать, ялти шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Сасси вара чаплă артистсенчен пĕрре те кая мар».
Çапла тупнă хăйĕн пултарулăхне кăмăллакансене Роза Волкова. Ăсталăхĕ ÿссех пынă. Сăвви-юррисен шучĕ паян çĕре те çитет. Асăннă кĕнекери кашни хайлав чуна хумхантарать, кăмăла çĕклет, пурнăçа юратма вĕрентет.
Вячеслав ШИНГАРЕВ