Комментировать

27 Дек, 2014

Кăçал - ача сачĕ, тепĕр çултан - вăтам шкул

Çĕнĕ çул хальлĕхе алăк урати урлă каçман пулин те шурă Шупашкарăмăрăн çамрăк гражданĕсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ вара уявăн асамлă та сумлă парнине тивĕçрĕç: декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче хулара харăсах ача-пăчан тăватă садикĕ хута кайрĕ.

Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Патшалăх Думин Вĕрентÿ комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова уçрĕç. Унта çавăн пекех ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительствин, вырăнти хăйтытăмлăх, регламент тата депутат этикин комитечĕн председателĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов хутшăнчĕç.

Мускав проспектĕнчи 38 А çурт иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче ача-пăча сассипе кĕрлесе тăнă. Ун чухнех кунта садик-ясли пулнă. Анчах 90-мĕш çулсенчи ахăрсамана ачалăх тĕнчине салатнă: ун вырăнне ШĔМĕн госпиталĕ йышăннă.

2014 çулта ăна хулан çамрăк гражданĕсене тавăрса пама тĕв тунă: сакăр уйăхра çурта çĕнетсе улăштарнă, çĕнĕ йышши сĕтел-пуканпа, тĕрлĕ оборудованипе пуянлатнă. Çак тĕллевпе 44,8 млн тенкĕ тăкакланă.

"Пĕчĕк çĕршыв" халĕ 120 ачана йышăнма пултарать, вĕсене пилĕк ушкăна пайлĕç. Заведующи тивĕçне пурнăçлакан Ольга Яковлева палăртнă тăрăх - ку садикăн хăйнеевĕрлĕхĕ пур, ачасем пур енлĕн аталаннипе, сывă та пахалăхлă апатланăва тивĕçнипе пĕрлех пĕчĕклех биологи, хими вăрттăнлăхĕсене алла илме пултарĕç.

Ачасене, ашшĕ-амăшне çĕнĕ садик уçăлнă ятпа саламланă тата кĕтме пĕлнĕшĕн тав тунă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ патшалăхăн çĕнĕ йышши садиксем тумалли программи ăнăçлă пурнăçланнине палăртрĕ: "Раççей ачисене тулăх та тивĕçлĕ условисенче пăхса çитĕнтерес тĕллевпе Владимир Путин регион, муниципалитет влаçĕсен умне уçăмлă задача лартнă. Çакна пурнăçласа республикăра кăçал 15 садик хута ямалла. Ăна валли нухрат сахал мар уйăрнă, иртнĕ çул федераци хыснинчен çĕр-çĕр млн тенкĕ илтĕмĕр, кăçал - 1 млрд тенкĕ ытла", - терĕ Михаил Игнатьев.

Алена Аршинова шухăшĕпе - ача сачĕ пĕчĕккисен пахчи кăна мар, вĕренÿ шайĕ те, мĕншĕн тесен кунта вĕсемшĕн пĕлÿ тĕнчин алăкĕ уçăлать. Апла тăк унта çÿремешкĕн кашни пепке пултармалла. Çакна тĕпе хурса çĕкленеççĕ те асăннă учрежденисем Чăваш Енре, ку енĕпе республика пуçарулăх кăтартать.

"Хута янă "Пĕчĕк çĕршыв" - ачасемшĕн, ашшĕ-амăшĕшĕн чăннипех пысăк телей, савăнăç, - терĕ Николай Малов. - Анчах асамлăх тÿперен йăтăнса анман, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова тата "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регион уйрăмĕ пуçаруллă хутшăннипе пурнăçланнă.

Хăнасем садикпе паллашрĕç, шкул çулне çитменнисене пурăнмашкăн, аталанмашкăн тивĕçлĕ условисем туса панипе интересленчĕç, ачасемпе пĕрле Çĕнĕ çул уявне хутшăнчĕç, унтан "Сад" микрорайонти "Йăрă ачасем" садик вырнаçнă Дементьев урамĕнчи 16-мĕш çурта çул тытрĕç.

Савăнăçлă церемонире Михаил Игнатьев ку объекта ыттисенчен хăвăртрах çĕкленине асăнчĕ, кăçал тума тытăннă садиксене çитес çул хута ярасси тата тепĕр çулталăкран асăннă микрорайонта вăтам шкул тума тытăнасси çинчен пĕлтерчĕ.

"Халăх тарçи пулнă май тивĕçĕме чыслăн пурнăçламалла. Çапла тăватпăр та: панă сăмахăмăра ĕçпе çирĕплететпĕр. Чи малтанах çамрăк ашшĕ-амăшне тав сăмахĕ калатăп - вĕсем ача çуратмашкăн шикленсе тăмаççĕ, мĕншĕн тесен малашлăха ĕненеççĕ, обществăпа политика лару-тăрăвĕ тăнăçлине туяççĕ", - терĕ Михаил Игнатьев.

240 вырăнлă "Йăрă ачасем" садикĕн икĕ хутлă çуртне Шупашкар хула администрацийĕ застройщикран 139,2 млн тенкĕпе туяннă. Унта бассейн, музыкăпа физкультура залĕсем, методика, логопед кабинечĕсем, компьютер класĕ, сенсор пÿлĕмĕ пур, сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕр ачасем валли инклюзив вĕренĕвĕ йĕркеленĕ.

Сăмах май, асăннă çурта Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕ эффективлă ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ федераци премийĕн шучĕпе туяннă. Аса илтеретпĕр: Раççей Федерацийĕн кăçалхи октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх 3484,199 млн тенкĕлĕх гранта Раççейĕн 20 субъекчĕ хушшинче ĕç тăвакан органсен ĕçĕ-хĕлне эффективлăх тĕлĕшĕнчен хакланипе килĕшÿллĕн пайланă. Чăваш Республики рейтингра 14-мĕш вырăн йышăннă, пысăк укçа тенкĕ çĕнсе илнĕ. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисен канашлăвĕнче кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче пĕлтернĕ.

"Çак укçапа Шупашкар хулин микрорайонĕсенчен пĕринче ача сачĕ çĕклетпĕр", - тенĕ вăл хула администрацине объект вырăнне палăртмашкăн сĕнсе.

Виçĕмкун çавăн пекех хулара тата тепĕр 2 садик уçăлчĕ. Чăн та, кусем - çĕнетсе улăштарнисем: пĕри - "Ылтăн уçă" /Эгер бульварĕ, 35/,тепри - "Калейдоскоп" /Çамрăклăх бульварĕ, 21а/.

 

Валентина СМИРНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.