Ачалăх утравне çитсе килтĕм
Аллăма çак сăнÿкерчĕк лекрĕ. Вăл «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн архивĕнче упраннă. Унта кам ÿкерĕнни пирки Валерий Владимирович Туркай хăй те татса калаймасть. Тен, хаçатра пичетленсен уççи-хуппи паллă пулĕ.
Сăнÿкерчĕк мана хама аса илтерчĕ. Манăн та çавăн йышши ÿкерчĕк пур. Виççĕре е тăваттăра пулнă-ши - астумастăп. Çи-пуç йăлтах çак шăпăрлансенни пек. Чăваш хĕр пĕрчийĕ мĕн пĕчĕкрен саппун çакса, тутăр çыхса ÿснĕ мар-и. Кĕпене /ытларах чухне ăна Мăнкун валли çĕлесе панă/ килтех ăсталанă. Тимлесе пăхăр-ха çак маттурккасем çине, пĕтĕм çи-пуç амăшĕпе асламăшĕн алли витĕр тухнăскерсем вĕт. «Йĕкĕт» пуçĕ çинчи карттуса çеç тин кăна салтакран таврăннă каччăнне хывса илнĕ пулĕ. Хăйне чăн-чăн паттăр пек туять вăл, об<ектив çине те тилмĕрсе пăхать. Юнашар тăракан «пикесем» те кăмăллă пĕчĕк салтакпа. Мĕнле телейлĕ вăхăт. Пурнăçĕ калама çук йывăр килнĕ пулсан та.
Çулла е хĕлле ÿкерсе илнĕ-ши çак шĕвĕрккесене. Хĕрачасем кăçатă тăхăннă, «каччи» - çарран. Апла-и, капла-и - чуна питĕ çывăх ÿкерчĕк. Вăл нихăçан каялла таврăнман саманта - чĕрен пĕр кĕтесĕнче яланлăхах хÿтлĕх тупнă чи ырă вăхăта - аса илтерет. Тавтапуç сире, палламан, анчах мана чунпа питĕ çывăхскерсене, ачалăх утравне тавăрма пултарнишĕн.
Тен, вулакансен те çакăн пек сăнўкерчĕксем упранса юлнă. Паллаштарсамăр.
Надежда СМИРНОВА