Комментировать

23 Янв, 2014

Юмахри пек виç акциз

Пĕлтĕр этил спирчĕ 9 % тата унран ытларах тытакан спиртăн акцизĕ кашни литр пуçне 400 тенкĕ тăнă. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăл 500 тенкĕпе танлашать.

Патшалăх иртнĕ çулсенче акциз хакне çуллен хăпартнă. 2015 çулта - 600, 2016 çулта 660 тенке çитерме палăртнă. Кăçал чи йÿнĕ çур литр шурă эрех 199 тенкĕрен кая пулмĕ. Пĕлтĕр 170 тенкĕччĕ.

Алкоголь, сигарет, бензин-дизтопливо акцизне кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пысăклатма Раççей налук саккунĕнче çырнине республикăн Экономика министерствин тĕп специалисчĕ Ася Смирнова çирĕплетрĕ. "Акциз пысăкланнипе пĕрлех 2014 çулта потребительсем туянакан çав таварсем хакланĕç, - палăртнă вăл редакцие ярса панă хуравра. - Чăвашстат пĕтĕмлетнĕ тăрăх - республикăра 40 % тата унран ытларах спиртлă шур эрех кăрлачăн 13-мĕшĕ тĕлне ик эрне каяллахипе танлаштарсан 11,88 тенкĕ çеç хакланнă".

Кăрлачра Шупашкарти чылай лавккара çур литр шур эрехе пĕлтĕрхи хакпа - 170 тенкĕлле - сутаççĕ. Ку - чи йÿнни, иртнĕ çул заводран е складран турттарса саппаслани. Пĕлтĕрхи акциз маркипе кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕчченех сутма юрать. Çулталăк пуçламăшĕнче акциз хакне ÿстернине пурте пĕлнĕ. Укçа çаврăнăшĕ çителĕксĕртен, ытти сăлтава пула нумайăшĕ сутлăх эрех хатĕрлесе хуман. Саппас пĕтнĕçемĕн кăçал кÿнине сентресем çине кăлараççĕ. Ăна палăрмаллах хаклатаççĕ.

"Сигарет акцизне пысăклатнă пулин те республикăра хăш-пĕр сигарет, вăл шутра хамăр çĕр-шывра туса кăларни /фильтрли/ кăрлачăн 13-мĕшĕ тĕлне ик эрне каяллахипе танлаштарсан 7 пус йÿнелнĕ, - терĕ А.Смирнова. - Ку продукцие иртнĕ çулах саппаслани куç кĕрет". Çапах та чĕлĕм туртакансем пирус хакланма пуçланине асăрхарĕç ĕнтĕ.

Никама пăхăнман тишкерÿçĕсем кăçал çĕнĕ акцизлă чи йÿнĕ сигарет 40-45 тенкĕ пулассине, табак продукцийĕ вăтамран - 30 %, пĕлтĕр хаклăрах пулнине мар, йÿнĕрех сутнине хаклатасси пирки калаççĕ. Хальхи вăхăтра 2013 çултине сутаççĕ. Кăçал республика тулашĕнчен кÿмен-ха.

Нефть продукцийĕ иртнĕ çул виçĕм çулхинчен 6,8 % хакланнă. Çак ÿсĕм таварпа пулăшу ĕçĕ хакланнинчен 0,5% пысăкрах.

Чăвашстат республикăри пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнчи бензин хакне пĕр эрне каяллахипе танлаштарса пăхнă. Çав хушăра А-76 /АИ-80/ -1, АИ-92 /АИ-93/ -1,69, АИ-95 - 2,1, дизтопливо 1,51 тенкĕ хакланнă. А-76 /АИ-80/, АИ-92 тата дизтопливо хакĕ инфляцие пула таварпа пулăшу ĕçĕ хакланнинчен ытларах хăпарман теççĕ министерство специалисчĕсем.

Кăçал автомобилĕн 4-мĕш класри бензинĕн акцизĕ 5,3 % пысăкланĕ, пĕр тоннишĕн 9916 тенкĕ ларĕ. 5-мĕш класлин акцизĕ 12,2 % пысăкланĕ, пĕр тоннăшăн 6450 тенкĕ хурĕç. 3-мĕш класлин тата дизтопливо акцизĕ пĕлтĕрхи шайрах. Бензин-дизтопливо вăтамран 10-13 % хакланĕ теççĕ ирĕклĕ экспертсем. Асăннă министерство специалисчĕсем вара бензин акцизĕ хăпарнине, инфляци ÿсессине шута илсе бензин 7,2-9, % хакланасси пирки калаççĕ. АИ-92 /АИ-93/ бензин - 25, АИ-95 23 пус йÿнелнине, А-76 /АИ-80/ бензин кăрлачăн 13-мĕшĕ тĕлне малтанхи ик эрнери кăтарту шайĕнчех юлнине пĕлтерчĕç. Дизтопливо 15 пус хакланнă. Кăрлач вĕçлениччен унăн хакĕ кăштах хăпарма пултарать.

Этем пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ çак таварсен хакланăвне тĕрлĕрен пĕтĕмлетни лару-тăрăва лайăхрах ăнланма чăрмантарать. Тĕрлĕ шухăшлăх саманинче пурăнатпăр-çке. Апла-капла калани-пĕлтерни темех мар теççĕ пулĕ.


Юрий МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.