Студентсем наркотик сутнă
Наркотĕрĕслев службин республикăри управленийĕн сотрудникĕсем Шупашкарта кунта наркотик илсе килекен тата сутакан ушкăна сиенсĕрлетнĕ. Йышри икĕ çамрăк - Дагестан тата Чечня каччисем, республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕринче пĕлÿ пухаканскерсем.
Наркотĕрĕслев управленийĕнче çак операцие тĕплĕ хатĕрлени, синтетика йышши наркотиксене саккуна пăсса сутнă тĕслĕхе тивĕçлĕ документсемпе çирĕплетни çинчен пĕлтерчĕç. Çакăн хыççăн наркополицейскисем ятарлă операци ирттернĕ - преступниксене тытса чарнă. Уголовлă ĕç пуçарнă, следстви пырать. Тĕпчев çак ушкăнпа явăçнă ытти çын йĕрĕ çине ÿкмешкĕн пулăшасса шаннине те пытармарĕç.
Управлени çакнашкал тĕслĕхсене, çавăн пекех çамрăксене наркотиксем сутма, вĕсемпе усă курма явăçтарнине, вĕренÿ заведенийĕсенче наркотик сарнине тупса палăртас енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлĕ. Республикăра пурăнакансене пĕлсе тăма: ФСКН управленийĕнче «шанăç телефонĕ» талăкĕпех ĕçлет - 23-01-00 номерпе шăнкăравласа регионти наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕн тĕслĕхĕсем çинчен ят-хушамата асăнмасăр пĕлтерме пулать.
Н.ДМИТРИЕВ