Комментировать

23 Янв, 2014

Чăваш хĕр ачи - çĕнтерÿçĕ

Çĕнĕ çул уявĕсен умĕн Таллин хулинчи наци культура обществисен «Лира» пĕрлешĕвĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăк талантсен «Телей кайăк çулĕпе» конкурсне йĕркелерĕ. Эстонире кăçалхипе 21-мĕш хут иртекен мероприятие Раççейри, Беларуçри, Латвири, Эстонири тĕрлĕ хуларан килнĕ пултаруллă ачасем хутшăнчĕç.

«Лира» пĕрлешÿ наци культурисене аталантарассине пысăка хурать. Унăн президенчĕ Л.Кылварт каланă тăрăх - фольклор коллективĕсем хутшăнни «Телей кайăк çулĕпе» конкурс сумне ÿстерет, ăна ыттисенчен уйăрать. Эрменсем, вырăссем, кореецсем, кабардасем, лезгинсем халăх ташшисемпе тĕлĕнтерчĕç. Эстрада, çамрăксен, бал ташшисем те куракансен кăмăлне кайрĕç.

Даугавпилсран килнĕ Елена Томингас педагог конкурса 7-18 çулсенчи çамрăк юрăçсене илсе килнĕ. Вĕсем питĕ кăткăс композицисене шăрантарчĕç. Даниэль Цирсис, Виттория Томингас, Ильзе Байка ячĕсем чылайччен асра юлĕç. «Двин» ансамбль юрăçи Тамара Безлюдова конкурсра 1 вырăн йышăнчĕ. Пярну хулинчи Юлия Тоомсалу тата Анастасия Малышко жюрин ятарлă парнине тивĕçрĕç. Нарвăри чăвашсен «Нарспи» обществинчен килнĕ Алина Кузнецовăна та «Наци культурине упранăшăн» Дипломпа чысларĕç. Çамрăк юрăç анне çинчен хывнă юрра чăвашла шăрантарчĕ. Гран-прие аякри хĕвеллĕ Армавиртан килнĕ Ксения Вакуленко тивĕçрĕ.


Л.ГРИГОРЬЕВА.

Нарва хули

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.