Комментировать

26 Дек, 2014

Кĕтсен те, кĕтмесен те килет

Çĕнĕ çула чиркÿ вĕрентнĕ пек мĕнле кĕтсе илмелле-ши? Раштав типпи пырать-çке, эрех таврашĕ ĕçме юрамасть.

Нина Павловна, Канаш.

Игнатий /СУРАНОВ/ атте, Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн настоятелĕ.

- Хисеплĕ Нина Павловна! Çĕнĕ çула епле кĕтсе илетĕн, кайран çулталăкĕпех çапла пулать, - тенине ку таранччен илтнех ĕнтĕ эсир. Çавна май, манăн сирĕнтен ыйтас килет: ĕненетĕр-и çакна? Эпĕ вара ĕненетĕп. Чăн сăмахăн суйи çук. Мĕнле кĕтсе илет халăхăн пысăк пайĕ çак уява? Тулли сĕтел хушшинче, сенкер экран умĕнче, симĕс чăрăш тавра... Ирхине çаксенчен мĕн юлать? Мухмăрсăр пуçне урăх нимĕн те. Кайран çулталăк тăршшĕпех амăшĕсем ачисем ĕçнĕшĕн тарăхаççĕ, арăмсем ÿсĕр упăшкисемпе вăрçăнаççĕ, ачисем ашшĕ-амăшĕн çылăхĕшĕн хĕн кураççĕ, çĕршыв пуçлăхĕсем халăх ĕçнĕшĕн пăшăрханнă пек тăваççĕ. Тĕрĕс, мĕнле кĕтсе илнĕ Çĕнĕ çула - çулталăкĕпех çапла пурăнатпăр. Унтан вара хамăр эрех-сăра ĕçессипе ?çын пуçне 18 л тивет% пĕтĕм тĕнчерен малта пынинчен тĕлĕненçи тăватпăр. Е çакăнтан та тĕлĕнме пăрахрăмăр-и? Тин çавăрнă çемьесен 80 проценчĕ саланать. Сусăр çуралакан ачасен йышĕ хăрушла ÿссе пырать. Инвалид ачасен çуртне кайса курнă-и эсир? Уйрăмах çамрăксене çитсе килме сĕнес килет унта. Пĕрре кайса курни те пурнăçра йăнăш утăм тăвасран ĕмĕр тăршшĕпех сыхласа тăрĕ. Инкек сăлтавĕсенчен пĕри эпир халĕ нимĕнле уява та, çав шутра пĕчĕк ачасен çуралнă кунне те, эрех-сăрасăр ирттерменнинчен килет пек туйăнмасть-и сире?

Эпир те, чиркÿ çыннисем, Çĕнĕ çула кĕтсе илетпĕр. Турра кĕлтуса, иртсе каякан çулталăкшăн тав туса, килес çул валли ырлăх-сывлăх ыйтса. Унтан выртса çывăратпăр. Çапла туни тĕрĕс те. Çĕнĕ çул кĕтсе илсен те, кĕтсе илмесен те пур пĕрех килет, пиртен ыйтмасть. Çавăнпа çакăн тавра шăв-шав туни ман шутăмпа ниме тăман япала кăна.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.