Юратсан ача та пулать
Тахçанах пулса иртнĕ ку ĕç-пуç, анчах паян кун асăмран тухмасть.
Çĕнĕ пÿрт турăмăр. Кÿршĕ ялти платниксене тара тытсах. Икĕ-виçĕ эрне ир пуçласа каçчен шаккарĕç, ларса чĕлĕм те туртмарĕç. Вăл кирлĕ те, ку кирлĕ тесе те аптратмарĕç. Тем вăхăтран илемлĕ те хÿхĕм çурт хăпарса ларчĕ. Ыран ăстасемпе татăлмалла тенĕ чух арăмпа пĕрле укçа, шăмшака çемçетмешкĕн хаяртараххине хатĕрлесе хутăмăр.
Тепĕр кунне çĕнĕ пÿрте çума платниксене кичем ан пултăр тесе кÿршĕ-арша та йыхравларăмăр. Çĕнĕ пÿрт ĕçкине урам вĕçĕнче пурăнакан Ваççа та хут купăсне хĕстерсе çитрĕ.
Пуçланчĕ вара юрă-ташă. Пĕр-икĕ сехет шавланă хыççăн Ваççа, купăс каласа ывăннăскер, ыран пасара каймалла, килте çичĕ мăшăр çăпата кĕтет тесе тухса вĕçтерчĕ. Ун хыççăн ытти хăнасем те тапранчĕç. Ял çыннисем кайса пĕтсен платниксемпе татăлтăм. Ăстасенчен чи ватти пĕр вăрттăнлăх уçма пулчĕ.
- Пÿрт-çурту аван тухрĕ, анчах та çĕнĕ пÿрте эсĕ каçпа кайса сыхла. Усал шухăшлă çынсем унта пурăнма куçичченех пырса тухатлама пултараççĕ. Кайран пăскăнчăклă çуртра ырă пурнăç пулмĕ, - терĕ хайхи асăрхаттарса.
Ват çын каланине ăша илтĕм. Каç пулсан кивĕрех пиншак илсе çĕнĕ пÿрте кайрăм, мачча çине хăпарса выртрăм.
Часах шăпăр-шăпăр çумăр çума пуçларĕ. Тимĕрпе витнĕ тăрă пĕр евĕрлĕ кĕвĕ каласа мана ыйхă картине сĕтĕрме пуçларĕ. Сĕнкме те пуçланăччĕ ĕнтĕ. Алкум вĕçĕнче ура сассисем илтĕнни ыйха самантрах вĕçтерсе ячĕ. Алăк уçăлчĕ те, пÿрте иккĕн кĕрсе тăчĕç. Вĕсем шăппăн малалла иртсе стена çумĕнчи сак çине ларчĕç.
Малтанах каччă сасси илтĕнчĕ.
- Ку пÿрт пулман пулсан çумăртан ăçта тарса пытанăттăмăр-ши?
- Эпĕ киле кĕрес шутлăччĕ-ха, хăв çине тăтăн-çке кунта кĕме, - терĕ хĕрĕ именчĕклĕ сасăпа.
- Чĕкеçĕм, эпĕ сана чунтан юрататăп. Çакна ху та туятăн ĕнтĕ. Хамăрăн юратăва çак пÿртре çирĕплетме санран ирĕк ыйтатăп.
- Юрату вăл лайăх-ха, анчах ача та пулма пултарать-çке. Кайран ачана кам пăхĕ? - хирĕçлет хĕр.
- Аннÿ те, асаннÿ те пур, вĕсем пăхмĕç тетĕн-им?
- Анне ĕçе çÿрет, асаннен куçĕ япăх курать, хам çамрăклах ачапа килте ларсан мĕнле намăс пулать.
- Чĕкеçĕм, ан пăшăрхан, аннÿпе асаннÿ пăхмасан Турă пăхмĕ тетĕн-им? – çине тăрать йĕкĕт.
Çак сăмахсене илтсен эпĕ Чĕкеçе шеллесе мĕнпур вăйран кăшкăрса ятăм:
- Мана шанса ача туса ан ларăр!
Хĕрпе каччă шарт! сикрĕç. Пÿртрен çавра çил пек тухса вĕçтерчĕç.
Ирпе пăхатăп та крыльца умĕнче хĕрĕн пĕр калушĕ вырта парать.
Тепĕр кунне Чĕкеçе тĕл пулсан хам патра хăрах калуш пуррине каларăм.
Çакăншăн вăл мана чунтан тав туса никама та ан шарла тесе тархасларĕ.
Иван Ерофеев.
Патăрьел районĕ, Ишлĕ ялĕ.