СĔТЛĔ ТАЛ ПИÇЕН
Сĕтлĕ тал пиçен /расторопша/ вăрринчен хатĕрленĕ çу иммунитета лайăхлатакан, бактерисене, шыççа хирĕçле кĕрешекен, ыратнине ирттерекен, ват, шăк хăвалакан, сурана ÿт илтерекен, аллергирен сиплекен витĕмпе палăрса тăрать.
Пĕвер чирĕсем /çав шутра циррозпа гепатит/ аптратсан, алкоголе пула пĕвер сиенленсен, хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕсем тертлентерсен сĕтлĕ тал пиçен çăвне комплекслă терапи йышĕнче кунне 2-3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс - 1 уйăх. Кирлĕ пулсан 7 кун тăхтанă хыççăн тепĕр сиплев курсĕ ирттерме юрать.
Пĕверпе ват хăмпин ĕçне лайăхлатма сĕтлĕ тал пиçен çăвне кунне 2 хут апат вăхăтĕнче 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - 10 кун.
Пиçсе кайсан, сурана, кĕсене вăрах ÿт илмесен, экзема, псориаз аптратсан сиенленнĕ ÿт çине сĕтлĕ тал пиçен çăвĕнче йĕпетнĕ марля салфетка хумалла, бинтпа çирĕплетмелле, 24-36 сехет тытмалла. Курс - 12-14 процедура. Кирлĕ пулсан пĕр уйăхран тепĕр сиплев курсĕ ирттерме юрать.
Ÿт шыçсан, аллерги шатри, пÿрлешке тухсан, виселенекен дерматоз чухне ÿте кунне 2 хут сĕтлĕ тал пиçен çăвĕпе чей йывăçĕн çăвне хутăштарса сĕрмелле. 4 апат кашăкĕ сĕтлĕ тал пиçен çăвĕ пуçне 6-7 тумлам чей йывăçĕн çăвне илмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.