Комментировать

25 Дек, 2014

Хаçатсăр пушă чун-чĕре

Çапла шухăшлаççĕ Вăрнар районĕн çыннисем. Ун пирки "Хыпар" Издательство çурчĕн декабрĕн 23-мĕшĕнче асăннă районта ирттернĕ кунĕнче тепĕр хут ĕнентĕмĕр.

Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай ертсе пыракан ушкăн /йышра - "Хыпар", "Хресчен сасси", "Çамрăксен хаçачĕ", "Чăваш хĕрарăмĕ", "Тантăш", "Самант", "Тетте", "Капкăн" кăларăмсен ертÿçисемпе ĕçченĕсем/ çак уйăхра Муркаш, Вăрмар районĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулнăччĕ. Халĕ акă Вăрнарсем йышăнчĕç.

Районти культурăпа кану центрне культурăпа вĕрентÿ, почта тытăмĕнче ĕçлекенсем, ахаль çынсем - хаçат вулама юратакансем - пуçтарăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та халăхпа, хаçатçăсемпе пĕрле пулчĕ. Леонид Григорьевич хальхи вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсем пысăк вăй пулса тăнине, республикăра "Хыпар" хаçатăн сумĕ, унăн хăйĕн сасси пуррине палăртрĕ.

Валери Туркай хăйĕн сăмахне çак тăрăхра çуралса ÿснĕ тĕлĕнмелле пултаруллă поэтăн Алексей Воробьевăн илемлĕ сăввине вуланинчен пуçларĕ. Унтан сăмаха кулленхи ĕç çине куçарчĕ. "Хыпар" Издательство çурчĕн "тилхепине" алла илнĕренпе шăпах икĕ уйăх çитрĕ. Çак кĕске тапхăрта мĕн тума ĕлкĕрнĕ? Тĕп редактор шухăшĕпе - 20 çул халăха тавлаштарнă орфографи ыйтăвне татса панă, сайта пуянлатас тĕлĕшпе чылай ĕçленĕ. Юлашки тапхăрта унта "кĕрсе тухакансем" чăннипех нумайланнă. Пĕр кунхи рекорд - 1071 çын. Умри тĕп тĕллев - Издательство çуртĕнчи кăларăмсен тиражĕсене сыхласа хăварасси çеç мар, вĕсене май килнĕ таран ÿстересси те.

Тĕп редактор заместителĕ Геннадий Максимов çак ыйту пирки çапла шухăшлать: журналистсен предприятисемпе организацисем тăрăх "тархасшăн, çырăнăр-ха" тесе çÿремелле мар, хаçатра кăсăклă материалсем пичетлемелле, вара çынсем хăйсемех хаçата пĕр-пĕринчен туртса илсе вулама пуçлĕç.

Чăваш халăх писателĕ Сергей Павлов "Хресчен сасси" хаçата хăйĕн ачи пек йышăнать. Вунсакăр çул ертсе пырать ăна. Мĕнле ыйтусемпе çыраççĕ-ха вулакансем унта, мĕнле пулăшу ыйтаççĕ? Пенси ыйтăвĕнчен пуçласа купăс ăçта юсасси таранах. Çапла майпа ял çыннисен терт-нушине ăша илсе ĕçленĕрен "Хресчен сассин" тиражĕ самай пысăк.

"Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕ Дмитрий Моисеев палăртнă тăрăх, унăн кăларăмĕн тĕп тĕллевĕ - пĕтĕм ыйтăва çын шăпи урлă уçса парасси. Çакна хаçатри "Чуна уçса калаçар", "Юратупа наркăмăш" страницăсем лайăх çирĕплетеççĕ.

Тĕлпулăва пынă Татьяна Наумова та /"Чăваш хĕрарăмĕ"/, Владимир Степанов та /"Самант"/, Николай Ишентей те /"Капкăн"/, Луиза Васильева /"Тантăш"/ сăмах илчĕç. Çавăнпа пĕрлех вырăнта пурăнакансем те хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç. Сăмахран, районта тухса тăракан "Çĕнтерÿ çулĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ Вячеслав Николаев "Хыпар" район хаçачĕсемшĕн яланах аслă пиччĕшĕ вырăнĕнче пулнине, унран вĕренсе пынине палăртрĕ. Нурăсри /Калинино/ вăтам шкул директорĕн Татьяна Ефимовăн сăмахĕсемпе те килĕшмелле: пуç, чун валли те апат кирлĕ. Вăл - хаçат. "Хыпарсăр" вара пушă чун-чĕре, - терĕ вăл. - Эпĕ йышлă ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Пĕчĕк чухнех киле "Коммунизм ялавĕ" пырса тăратчĕ. Паян "Хыпара" Владимир Путинăн шаннă çынни ертсе пынă чухне мĕнле-ха "Хыпар" çырăнмасăр юлăн?"

Тĕлпулу вĕçленсен фойере пĕр хушă халăх тĕпĕртетрĕ. Кусем - хаçат çырăнас текенсем пулчĕç. Вырăнти почтамт ĕçченĕсем вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерчĕç. Кĕске самантра Вăрнар çыннисем "Хыпара" - 34, "Çамрăксен хаçатне" 7 экземпляр çырăнчĕç.

Надежда СМИРНОВА.

Василий КУЗЬМИН

сăнÿкерчĕкĕсем

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.