Комментировать

24 Дек, 2014

Çамрăкран та ирттереççĕ

«Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕ» общество организацийĕ кăçал 20 çул тултарчĕ. Çавна май çак пĕрлĕхĕн Чăваш Енри уйрăмĕ форум йĕркелерĕ. Унта тĕрлĕ районпа хулари «Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕн» представителĕсем хутшăнчĕç. Çавăн пекех компьютер технологине алла илес тĕлĕшпе ирттерекен олимпиадăра тупăшакансем те. Сăмах май, вăл кăçалхипе виççĕмĕш хут иртрĕ. Малтанхи турĕ районсенче пулнă. Унта мала тухнисем республикăра ăмăртрĕç.

Олимпиадăна хутшăнакансене ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов саламларĕ. «Эпир сирĕнпе тивĕçлипе мухтанатпăр, - терĕ вăл. - Эсир çамрăксене тĕслĕх кăтартатăр, вĕсене воспитани пама пулăшатăр. Чăваш Енри пенсионерсем ытти тăрăхрипе танлаштарсан чылай хастар. Ахальтен мар кăçалхи спартакиадăра та пуçарулăхпа палăрчĕç». Александр Степанович правлени председательне Валерий Сапожникова спорта аталантарас тĕлĕшпе тăрăшнăшăн Хисеп хучĕпе чысларĕ.

Раççейри Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева 2007 çулта пирвайхи хут республикăри пенсионерсене компьютер пĕлÿлĕхне хăнăхтарнине аса илчĕ. «Ку ĕçе чи малтан «Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕн» Чăваш Енри уйрăмĕ пуçăнчĕ. Пире телекуравăн НТВ каналĕпе те кăтартрĕç ун чухне. Çак пуçарăва каярахпа çĕршыв та ырласа йышăнчĕ. Ку тĕлĕшпе çитес çул валли те укçа уйăрма палăртнă. Эппин çитĕнÿ пурах. Малашне те хастарлăхпа палăрасчĕ. Мĕншĕн тесен пуласлăх хамăртан килет», - хăйĕн шухăшне çирĕплетрĕ Роза Алексеевна.

Çакна та палăртма кăмăллă: республикăра 2008 тата 2012 çулсенче пенсионерсен хушшинче информатикăпа олимпиада иртнĕ. Кăçал вара ку енĕпе Мускавра йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри чемпионата Чăваш Енрен икĕ çын хутшăннă. Тăвай районĕнчи Тăрмăшри вăтам шкулта вĕрентекен Вячеслав Сидоров «Работа с порталом государственных услуг» номинацире çĕнтернĕ.

Республикăра хальхи вăхăтра вĕренÿ учрежденийĕсен ?шкул, колледж, профучилище% никĕсĕ çинче пенсионерсем валли 6 компьютер курсĕ йĕркеленĕ. Унсăр пуçне аслă ăру валли çакнашкал курссем вулавăшсенче, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрсенче, банксенче, общество организацийĕсенче ирттереççĕ. 2014 çулта Чăваш Енре компьютер технологине пĕтĕмĕшле 3,5 пин пенсионерпа инвалид алла илнĕ, вĕсенчен 200-ĕшĕ - «Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕ» йĕркеленĕ курссенче.

Республикăри виççĕмĕш олимпиадăна 26 çын хутшăнчĕ. Вĕсем районсемпе хуласенчен килнĕ. Пенсионерсем компьютерпа тĕрлĕ ĕç пурнăçларĕç, хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Пĕрремĕш вырăна Татьяна Ялукова тухрĕ. Сăмах май, Татьяна Витальевна кăçал Мускавра иртнĕ пĕтĕм Раççейри чемпионатра та иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çитес çул вăл каллех çĕршыв шайĕнчи ăмăртура тупăшĕ. Олимпиадăна хутшăннă чи ватă çынна та палăртнă. Вăл - 71 çулти Юрий Ершов ?Муркаш районĕнчен%.

Кăçалхи çул Раççейри пенсионерсемшĕн тепĕр пулăмпа асра юлчĕ: Шупашкарта пĕрремĕш спартакиада иртрĕ. Унта çĕршыври 56 регионтан, çавăн пекех Беларуçран, Сербирен, Таджикистанран тата Узбекистанран командăсем хутшăнчĕç. Икĕ куна пынă ăмăртура тивĕçлĕ канăва тухнисем чупса, шывра ишсе, пăшалтан персе, шахматла выляса ăмăртрĕç. Çавăн пекех командăсем гимнастика тĕлĕшпе, волейболла тата доминолла выляса тупăшнă. Спартакиадăра Чăваш Ен команди виççĕмĕш вырăн йышăннă. Аслă ăру çавăн пекех «Раççей - спорт çĕршывĕ» форумра та хастарлăх кăтартнă.

Пенсионерсем форумра кăçалхи ĕçсен кăтартăвĕсене тишкерчĕç, çитес çул планĕсемпе паллашрĕç. Чи хастаррисем вара юбилей паллине тивĕçрĕç.

Валентина ПЕТРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.