Комментировать

24 Дек, 2014

«Атте, мана пĕрле илсе кай...»

Ача çуртне лекнĕ çичĕ çулти Максим ав хăйĕн пĕчĕк ĕмĕрĕнче мĕн кăна тÿссе ирттермен. Икĕ çул каялла ăна пĕр çемье ача çуртĕнчен усрава илнĕ. Килĕштерсех, юратсах. Анчах çĕнĕ ашшĕ ăна ытларах юратнă пулĕ çав. Çемье пуçĕ сарăмсăр вилсен "амăшĕ" ачана кирлĕ мар тесе каялла тавăрса парать. Çав вăхăтра арçын ачан кăмăлĕ кăна мар, сывлăхĕ те япăх пулни тухтăрсене те канăçсăрлантарнă. Ача калаçман, кулман, чупма та пултарайман. Пурне те асăнсан çÿç-пуç вирелле тăрĕ. Юрать халĕ вăл тепĕр çемьене лекнĕ. Кунта тин унăн кăмăлĕ уçăлма пуçланă, сывлăхĕ те çирĕпленнĕ.

Усрава илекен ачасене пăхса çитĕнтерме, вĕсенчен çын тума тепри темĕн пек пысăк укçа парсан та килĕшмест. Çав вăхăтрах пĕр-пĕр çемье тăлăхсене хăйĕн хÿттине илсен чунне ырăмарлăх кăшланине пытараймасть: "Ют ачана ĕçлеттерсе усă курасшăн. Укçашăн çунаççĕ. Ав, чаплă тумтир те туянса памаççĕ, çĕтĕкпех çÿрет..." Пытарар мар, темĕн те илтме тивет ачана усрава илнĕ çемьесен.

"Шухăшлама пĕлекенни унашкал сăмах персе ямасть", - теççĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этменти Богатеевсем. Чăн пурнăç çыннисем вĕсем. Йăхран куçать мар-и çакă? Кил хуçин Владимир Леонидовичăн амăшĕ Юлия Александровна ĕмĕрĕн çуррине ялхуçалăх ĕçĕнче ирттернĕ. Вырăнти хуçалăхра агрономра тăрăшнă. Бригадир, управляющи, кладовщик пулнă. Тăватă уйăх хуçалăх тилхепине тытса пынă. "Николай Андреевич Ельмов ертÿçĕ чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕмен пулсан тăван хуçалăха пĕтме памастчĕ", - тет вăл.

Ял çыннисене ĕçпе тивĕçтерсе тăрантарнă хуçалăх аркансан арçынсем инçе çула тухнă. Çемьене тăрантарма укçа кирлĕ вĕт. Юлия Александровнăн ывăлĕ те пĕр вăхăт юта çÿренĕ. Тивĕçтермен ăна çакнашкал пурнăç, вăрăм çул çÿресе те ывăннă пулĕ. Килти хушма хуçалăхпа та пурнăçа сыпăнтарма май килнине палăртать вăл паян. Ывăлĕпе Алена кинĕ ĕçченнишĕн, ÿркенменнишĕн Юлия Александровна савăнать. Икĕ ĕне, икĕ сысна, ытти выльăх карта тулли. Килте - 5 ача, вĕсенчен иккĕшне усрава илнĕ. Хăйсен виççĕшĕ те хĕр пулнăран арçын ача шыранă вĕсем. "Хама юлташ ывăл кирлех", - тинех çуртра арçын йышĕ хутшăннăшăн хĕпĕртенине пытармарĕ Владимир Леонидович.

Аслă хĕрĕсем ÿссе çитĕнсе Шупашкаралла тухса вĕçсен Вăрмарти ача центрне çул тытнă çемье. Киле илсе килес текенни пач та паянхи Славик пулман, урăххине куç тĕлленĕ. Слава çаксем патне темиçе хут та пыра-пыра пăхнă. Пĕррехинче вара: "Папа, забери меня отсюда", - тесех арçыннăн мăйĕнчен уртăннă.

Славике Этмене илсе киличчен Богатеевсен 4 уйăх кĕтме тивнĕ. Лешĕн пиччĕшĕсемпе шăллĕсем пулнă - мĕнпурĕ тăваттăн. Вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрасшăн пулман. Шăпах çак вăхăтра Богатеевсемпе кÿршĕ ялти пĕр çемье арçын ача шыраса çитнĕ. Вĕсем Славикăн шăллĕне килĕштернĕ. Аслă пиччĕшĕ Шупашкарта вĕреннĕ. Теприне вара интерната яма йышăннă. Кайран вăл пĕр çемьере пурăнса курнă. Анчах килĕштермен, хăйне каялла интерната яма ыйтнă.

2 çул ытла ĕнтĕ Славик Богатеевсен çемйинче. Тарават, ăшпиллĕ, туслă çемьере пурăнма килĕшет ăна. Пиччĕшĕсем те килсех тăраççĕ, кÿршĕ ялти шăллĕне те çемье тăванĕсенчен уйăрмасть. Нумаях пулмасть вĕсем пурте пĕрле Богатеевсем патĕнче пуçтарăннă. Алена Ивановнăпа Владимир Леонидовичăн хĕрĕсене, тăванĕсен ачисене шутласан вуниккĕн пуçтарăннă, çурт ача-пăча шавĕпе тулнă.

Çичĕ уйăх каялла çемьене Кирилл пырса кĕнĕ. Ăна Богатеевсем Славике юлташ пултăр тесе илнĕ. Йывăр пулнă ачан шăпи. Халĕ çĕнĕ, уçă кăмăллă çемьере унăн хытма пуçланă чунĕ кунран кун çемçелет, уçăлса пырать.

Богатеевсен кĕçĕн хĕрĕпе Славик кăçал пĕрремĕш класа кайнă. Кирилăн та шкула кайма çулĕ çитнĕ. Анчах тухтăрсемпе канашланă хыççăн çĕнĕ ашшĕпе амăшĕ ăна кăçал ача садне яма йышăннă.

"Славикпе Кирилл ялтан тухнă ачасемех. Анчах Вăрмарта пурăннăран хальччен вырăсла калаçнă. Славик хальлĕхе чăваш саспаллийĕсене пăтраштарать. Кирилл вара чăвашла сăвăсене хаваспах вĕренет, - кашни кун ачисенче çĕннине уçса пынишĕн хĕпĕртет ыр кăмăллă амăшĕ. - Хушаматсем тăрăх ятарласа суйламан вĕсене, анчах иккĕшĕ те Петровсем. Çуратнă амăшĕсем Надежда ятлă", - тăсать вăл сăмахне.

Усрава илнĕ ачасемшĕн район администрацийĕнчи опека ыйтăвĕпе ĕçлекен уйрăм питĕ тăрăшнине палăртать Алена Ивановна. Тăтăшах тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Виçĕмçул ашшĕпе амăшĕ Славике спорт ăмăртăвне илсе тухнă. Çемье ун чухне районта пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Кăçал – иккĕмĕшне.

Хальхи вăхăтра çемье пурăнмалли çурта анлăлатасшăн, хушма пÿлĕм тума тытăннă. Яла аталантарассипе çыхăннă, çăмăллăх паракан программăна хутшăнса патшалăхран пулăшу илнĕ. Ялта ĕçлесе пурăнакан тата тăлăх ачасене хăйсен юратăвĕпе ăшăтакан çынсем çакна чăннипех тивĕçлĕ.

Ирина НИКИТИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.