Комментировать

24 Дек, 2014

Çитĕнÿ савăнтарать

Культура çулталăкне пĕтĕмлетнĕ май Хĕрлĕ Чутайсем «Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем» фестивале пухăннă. Ăна кăçалхипе тăххăрмĕш хут ирттернĕ. Наци культурине тата вырăнти йăла-йĕркене упраса хăварас, аталантарас тĕллевпе йĕркелеççĕ фестивале. Асăннă тупăшура Атнарти «Айхал» ушкăн виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Ăна Геннадий Шуськин ертсе пырать. Ушкăна çирĕме яхăн çын çÿрет. Вĕсен йышĕнчех - вĕрентекенсем, ялхуçалăхĕнче тăрăшакансем, культура çурчĕн ĕçченĕсем. Репертуарта ытларах - вырăнти юрăсем. Авалхисене упраса хăварас тĕллевпе ватăсенчен çырса илеççĕ, каярахпа вĕсене куракан умне кăлараççĕ. Çапла майпа юрă-кĕвĕ ĕмĕрне тăсаççĕ Атнарсем. Унсăр пуçне вĕсене Земфира Кузьминична Яковлева пулăшать. Хăй вăхăтĕнче вăл тăван тăрăхĕнче нумай сăвă-юрă пухнă.

Геннадий Александрович пĕлтернĕ тăрăх - кунта хор кружокĕ те лайăх ĕçлет. Республикăри чылай культура çуртĕнче çук вăл. Мĕншĕн тесен унпа кăсăкланакана тупаймастăн хальхи вăхăтра. Ытларах эстрада, фольклор енне туртăнать халăх. Атнарсем вара çак йĕркене çирĕп пăхăнса пыраççĕ. Геннадий Орлов ертÿçĕ ку тĕлĕшпе питĕ пултаруллине пĕлтерчĕç. Вăл шкулта ĕçленĕ май ушкăна вĕрентекенсене те явăçтарать. Çавăн пекех тивĕçлĕ канăва тухнисем те юрлама кăмăллаççĕ. Ахальтен мар ушкăн «халăх» ятне тивĕçнĕ.

«Кулăш» драма кружокĕ лартакан спектакльсене те ял çынни кăмăлласа пăхать. Нумаях пулмасть Атнарсем Николай Сидоров пьеси тăрăх лартнă «Виçĕ хĕре пĕр каччă» камит кăтартнă. Куракансем кăмăллăн йышăннине пĕлтерчĕ Галина Ванягина культорганизатор.

- Зал тулли пулчĕ. Кун пек чухне хавхаланса выляс килет, - терĕ вăл.

- Ял çыннин пушă вăхăт çукрах. Хăш вăхăтра ĕлкĕретĕр? - кăсăкланатăп эпĕ.

- Выльăх-чĕрлĕхе вăш-ваш апатлантаратпăр та клуба чупатпăр. Спектакльсенче выляма юрататпăр эпир. Çитменнине пирĕн пултарулăха ял çынни, пĕлĕш-тăван хаклать-çке. Иртнĕ çул эпĕ районти «Асамлă чаршав» фестивальте «Эпизодлă роле чи ăста вылякан» номинацире лауреат ятне илтĕм. Пирĕн ушкăн ун чухне А. Волковăн «Туй икерчи» камитне кăтартрĕ, эпĕ Надя рольне калăпларăм.

Ку кружока Александр Башкиров ертсе пырать. Вăл куçăмсăр майпа Шупашкарти культура институтĕнче вĕренет. Хăй те спектакльсене хутшăнать. Пĕлтĕр «Асамлă чаршавра» «Арçын рольне чи лайăх вылякан» номинацире çĕнтернĕ.

Спектакль лартма тивĕçлĕ пьесăсем çуккине каларĕç Атнарсем. Ахальтен мар асăннă камитсене вĕсем дисксенчен çырса илнĕ. Декорацие те хăйсемех хатĕрленĕ.

Рольсене чунран калăпланăранах кăçал районти конкурсра пĕрремĕш вырăна тухнă вĕсем. Çитĕнÿ вара пурне те савăнтарать, малалла та тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать.

– «Кулăш» вунă çула яхăн ĕçлет. Маларахах йĕркеленнĕ вăл, анчах ушкăн саланнипе пĕр вăхăт чарăнса тăнă. Халĕ каллех сцена çинчен анма пĕлместпĕр, - пĕтĕмлетрĕ шухăшне Галина Ванягина.

Культура çулталăкĕ Атнарсемшĕн япăх мар иртнĕ. Çакна тĕрлĕ конкурсра, фестивальте çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕсем те çирĕплетеççĕ. Литература çулталăкĕ те пĕлтерĕшлĕ пуласса шанас килет.

Валентина МАКСИМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.