«Ыркăмăллăх - вăчăра пекех»
Раççей халăх артисчĕ Владимир Маторин пултарулăхĕпе 2008 çултах чăваш халăхне тыткăнланине аса илтерсе хăварас килет. Ун чухне Д.М.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕнче М.Мусоргский ĕçĕнче Борис Годунова сăнарланăччĕ вăл. Çак спектакльпе артист тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне çитнĕ. Кирек ăçта та ăна тăвăллăн алă çупса йышăннă.
2010 çулта Раççей Пысăк театрĕн солисчĕ тепĕр хут пирĕн тăрăха килнĕччĕ. Шупашкарти тата Сĕнтĕрвăрринчи ыркăмăллăх концерчĕсенче тĕн юррисемпе кураканăн кăмăлне тупнăччĕ сцена ăсти.
Çак эрнере Владимир Маторин виççĕмĕш хут Чăваш Республикине килсе çитрĕ. Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар чиркĕвĕсенче, Оперăпа балет театрĕнче хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Çак концертсене Чăваш Республикинчи театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн «Чун кĕвви» проекчĕ йĕркелеме пулăшрĕ. Ăна республика Пуçлăхĕн гранчĕпе хатĕрленĕ.
Шупашкарти çветтуй Татиана чиркĕвне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Владимир Маторин концерта тĕн юррисенчен пуçларĕ. Çак самантра мана лăпкăлăх çавăрса илчĕ. Ун сасси чун тĕпнех кĕрсе вырнаçнăн туйăнчĕ. Концертра кĕвĕ инструменчĕсемпе усă курмарĕç. Эпĕ çакна кайран тин ăнланса илтĕм. Çак концерт мана чун кĕввине уйăрса илме вĕрентрĕ. Унтан Владимир Маторин вырăс халăх юррисене шăрантарчĕ. Унпа пĕрле концерта арçынсен «Виват» вокал ансамблĕ тата çак чиркĕвĕн Архиерей хорĕ хутшăнчĕç. Вĕсем те халăхра ят-сум çĕнсе илнĕ. Çак ушкăнсен репертуарĕ те пуян.
«Ыркăмăллăх концерчĕсем йĕркелени маншăн - тĕлĕнтермĕш çулçÿреве тухнипе танах. Хăш чухне эпĕ те асамлăх парнелетĕп. Ыттисем те ырăлăх валеçнине сăнама кăмăллă. Ыркăмăллăх - вăчăра пекех. Тĕлĕнтермĕш тĕнчине эпир хамăр йĕркелетпĕр», - ăнлантарать Раççей халăх артисчĕ. Вĕри кĕвĕ тавра калаçу пуçарчĕ вăл. Чăнах, чун-чĕререн тухакан сăмахсен хăвачĕ иксĕлми.
«Чиркÿре юрлани маншăн - телей. Çак концерт ĕмĕрлĕхех сирĕн чĕрере юласса ĕненетĕп. Ырă ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр. Эпĕ сирĕн пата татах килес вăхăта кĕтсе пурăнăп», - терĕ сумлă хăна.
Владимир Маторин чиркÿри концерт чуна тасатма пулăшнине ĕненет. Тĕн çыннисем те унăн пуçарăвне пысăка хурса хаклаççĕ.
Николай атте ăна хамăрăн тата чикĕ леш енчи авторсен ĕçĕсене халăх патне çитернĕшĕн тав турĕ. Çак юрăсем çынсен пурнăçне ырă витĕм кÿнине палăртрĕ.
Сăмах май, XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче Владимир Маторин Раççейри сахал йышлă хуласен культурине аталантаракан фонд йĕркеленĕ. Çавна май Зарайскра, Александровра, Кинешмăра, Вологдăра, Владимирта, Ивановăра... пулнă вăл. Унăн «Раççей мерченĕ» проекчĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.