Комментировать

Культура çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Апла тăк хамăр ĕçе пĕтĕмлетмелли вăхăт та çитрĕ. Çак эрнере «Mega Galaxy» кану центрне республикăри культура ĕçченĕсем, Мускаври Национальноçсен çурчĕн, Атăлçи субъекчĕсен яваплă çыннисем, Раççейри тата ют çĕршыври экспертсем пысăк форума пуçтарăннă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Культура çулталăкĕнчи тĕп ĕçсене асăнса тухнă, хамăрăн тĕллевсене пурнăçланине палăртнă. Малашне те ăруран ăрăва куçакан пуянлăха, йăла-йĕркене упрамалли çинчен каланă. Культура халăх пурнăçне, çĕршыв аталанăвне пысăк витĕм кÿни çине пусăм тунă.

Ялсенчи культура çурчĕсем, клубсем, вулавăшсем çĕнелни, вĕсенче çĕнĕ техникăпа усă курни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çулталăк вĕçленни çак ĕç чарăннине пĕлтермест.

Михаил Васильевич культура тытăмĕнче нумай çул тăрăшса ĕçлекенсене патшалăх наградисемпе, сумлă ятсемпе, парнесемпе чысланă. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев Раççей шайĕнчи «Ылтăн маска» премие тивĕçни - пирĕншĕн те пысăк савăнăç. Сакăр лауреатăн ячĕ те паллă.

Уява килнисене çавнашкалах Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Евгений Дятлов саламланă. Вăл Булат Окуджавăн юррисене шăрантарнă.

Форум вăхăтĕнче «Культура - регионсен аталанăвĕн стратеги вăй-халĕ» «çавра сĕтел» ĕçленĕ. Унта Мари Республикинчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен, Мускавран тата ытти тăрăхран килнĕ хăнасем хăйсен тăрăхĕнчи культура пурнăçĕпе паллаштарнă. Пирĕн республикăри юлашки 20 çулти улшăнусем çинчен ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов каласа кăтартнă. Тĕслĕхрен, ачасем валли музыка инструменчĕсем туянма вырăнти тата федераци хыснисенчен 5 миллион тенкĕ уйăрнă. Гастроль ĕçĕсене вăйлатни те курăмлă. Наци театрĕсен хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма май пулнă. Пирĕн артистсем те таçта та çитсе килнĕ. Унсăр пуçне мĕн чухлĕ курав, фестиваль, конкурс, концерт йĕркеленĕ, палăксем, Асăну хăмисем уçнă. Ялсенчи 184 культурăпа кану çуртне юсанă, 109-не хальхи техникăпа тивĕçтернĕ. Ку енĕпе çанă тавăрса ĕçлемешкĕн Раççей, республика бюджечĕсенчен укçа уйăрсах тăраççĕ.

«Йăх тымарне тĕпчени - ăрусен çыхăнăвĕ» тематика секцийĕ çинчен те çырмасăр иртеймĕн. Ăна Чăваш Республикин Патшалăх истори архивĕн пуçлăхĕ Галина Ертмакова йĕркелесе пынă. «Пирĕн тĕллев - халăха çемье, çĕршыв историйĕпе кăсăклантарма явăçтарасси», - палăртнă ЧР культура министерствин пай пуçлăхĕ Андрей Абдюшов. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă тĕпчевçĕсем, таврапĕлÿçĕсем, архив ĕçченĕсем тухса калаçнă, хăйсен опычĕпе паллаштарнă. Ĕçе пĕтĕмлетнĕ май республикăра йăх тĕпчевçисен обществине йĕркелеме палăртни пирки каланă. Вĕсен уйрăм клубсемпе кружоксене те çыхăнтарма май килĕ.

Кĕçех Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пуçланĕ. Çакна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушупа çирĕплетнĕ ĕнтĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.