Комментировать

22 Дек, 2014

Танксем туслашаймарĕç... Шел, питĕ шел

1998 çулта манăн Украинăри Чернигов облаçĕнчи Остерта икĕ хут пулма тиврĕ. Малтан эпир, Чăваш халăх поэчĕпе Юрий Сементерпе, «вильно, незалэжнăри» /ку вăл «ирĕклĕ, никама пăхăнман патшалăх» тени пулать/ тусăмăрсем çине тăрса чĕннĕрен Мускавран та маларах «çуралнă» Остер 900 çул тултарнине паллă тума тухса кайрăмăр инçе çула. Унтан, кĕрхи кунсем çитсен /хăш юрăранччĕ ку сăмахсем?/, эпĕ чăваш халăхĕшĕн питех те хаклă çав хулана чăваш чĕпписен, Çеçпĕл çеçкисен, пысăк ушкăнне /пурĕ хĕрĕх çын ытла та пулчĕ-тĕр/ ертсе кайрăм. Халь аса илетĕп-шутлатăп та - те ытлашшипех хăюллă пулнă эпĕ вăл вăхăтра, те чăн-чăн тăр ухмах: АЧАСЕНЕ, ЮТ ÇЫН АЧИСЕНЕ ют çĕршыва йĕркеллĕ çын илсе каймастех!..

МĔНПЕ асра юлчĕ-ха çав çулçÿрев?

Чи малтанах ман асăмра çав çулçÿрев аслă Çеçпĕлĕмĕре пуç тайма питех те инçе çула тухнă чăваш ачисем /вĕсенчен чылайăшĕ ун чухне Канаш районĕнчи Çеçпĕлти тата Шăхасанти вăтам шкулсенче, Тутарстанри педагогика училищинче, Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ Наци лицейĕнче вĕренетчĕ/ пĕринчен тепри маттуртарах пулнипе, вĕсем тăван чĕлхемĕре, тăван литературăна чунтан юратнипе, инçе çулри йывăрлăхсене чăн-чăн паттăрсем пек тÿсни-чăтнипе асра юлчĕ.

Раççейпе Украина чикки урлă еплерех каçнине те халĕ те питĕ лайăх астăватăп.

Автобусĕ ытла та чаплăччĕ, ытла та илемлĕччĕ пирĕн - Мерседес-Бенц! Ун пек чаплă автобуса курсан Украина таможнинче ĕçлекенсен сĕлекисем юхсах анчĕç-тĕр: çийĕнчех вĕсем темле сăлтавсем тупрĕç /сирĕн водителĕрĕн çав хут çук, ку документ çук т. ыт. те, т. ыт. те/, манран, делегаци пуçлăхĕнчен, пысăк укçа тăпăлтарма пикенчĕç. Ăçтан пултăр манăн, чăваш ачисене Украинăна спонсорсенчен тархасла-тархасла тупнă укçа-тенкĕпе илсе каяканскерĕн, унашкал пысăк мул? Ик сехет ытла тилмĕртĕмĕр ун чухне ирĕклĕ те мăнаçлă тăванла /!/ Украина таможнин пачах та хыткан мар ĕçченĕсене «пысăк укçа çук пирĕн сире памалăх, пире Остерта питĕ кĕтеççĕ, ирĕк парсамăр чикĕ урлă каçса тусăмăрсем патне çитме!» тесе. Çук, Украина таможнин пачах та хыткан мар ĕçченĕсем яхăнне те ямаççĕ. Унтан аранах çав çынсенчен пĕри: «Ну юрĕ, паян Чернобыльте шар курнисене асăнмалли кун пулнине шута илсе сирĕнтен укçа икĕ хут сахалрах илетпĕр», - терĕ. Ăçта кайса кĕрес ман - панă укçа Украина хыснине кĕмессине пĕлсех кăларса хутăм çав этем умне Америка долларĕсене... Вара тинех Остералла çул тытрĕ Чăваш Енĕн чаплă Мерседесĕ.

Остерта пирĕн делегацие питĕ ăшшăн, чунтан юратса та ырă сунса кĕтсе илчĕç. Уйрăмах Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ Н.Ф.Перещ хĕпĕртерĕ. Çывăх юлташăм Владимир Штепа пачăшкă /халь, монах пулса тăнă хыççăн, Виктор ятлă архимандрит/ Чăваш Енрен килнĕ ачасене те, аслисене те Украина гривнисене хунă пачах та çÿхе мар конверт тыттарчĕ /Турă сывлăх патăр сана, хаклă Виктор атте, çынлăхушăн, ырă кăмăлушăн!/

Остера çитнĕ ачасене епле-ха Киевпа Чернигова илсе кайса килмĕн? Ак ĕнтĕ пирĕн Мерседесăмăр Киева илсе çитерчĕ те пире. Малтанах авалхи хулапа паллашрăмăр эпир - Крещатик, Днепр хĕрри, Богдан Хмельницкий палăкĕ т.ыт.те. Унтан çамрăк çеçпĕлçĕсене Киеври тĕнчипе паллă Лаврăна илсе кайрăм /ку лавра, вырăсла ăна «Киево-Печерская Лавра» теççĕ, православи тĕнчин чи хаклă, чи сăваплă вырăнĕсенчен пĕри шутланать/. Автобус Лавра умне çитсе чарăнсан эпир, Николай Федорович Перещпа иксĕмĕр, «Касса» тесе çырса хунă пысăках мар будка еннелле васкарăмăр. Будкăра ларакан хĕрарăма ырлăх-сывлăх сунса ачасем валли /шкулта вĕренекенсем валли, паллă ĕнтĕ, билетсем пур çĕрте те йÿнĕрех/ тата аслисем валли билетсем ыйтатăп. Хам вара - питĕ хаваслă: чăваш чĕпписене КИЕВПА паллаштаратăп-çке-ха! «Эпир Раççейрен, Чăваш Енрен! - тетĕп эп, хаваслăскер, - чăваш ачисене илсе килтĕмĕр, ак, Украинăна. Ан тив, малашне вĕсем çирĕплетчĕр пирĕн туслăхăмăра...»

«Вам билеты будут стоить в четыре раза дороже!» - терĕ мана сиввĕн майра-кассир.

«Мĕншĕн?! - тетĕп эпĕ чăннипех тĕлĕнсе те аптăраса. - Сăмах АЧАСЕМ пирки пырать-иç, ырă çыннăм!..»

«А вы - иностранцы!» - тет мана сиввĕн пĕчĕк будкăн вăхăтлăх хуçи.

Курасчĕ сирĕн çав хĕрарăмăн куçĕсене! Мĕн чухлĕ курайманлăх, мĕн чухлĕ мăнкăмăллăхчĕ унăн шуйттан шăтăкĕ пек хура та сивĕ куçĕсенче!

Николай Перещпа иксĕмĕр заповедник-музей директорĕн пÿлĕмне кĕтĕмĕр. Тÿрех куртăм - кунта та çавăн пекех сивĕ те хура куçлă майра ларать. «Кассир пĕтĕмпех тĕрĕс тунă. Сиртен укçа тăватă хут ытларах илмелле, мĕншĕн тесен эсир - ют çĕршыв çыннисем», - терĕ мана «чăтма çук пысăк пуçлăх»...

Кĕскен каласан, çур сехете яхăн тавлашнă-ятлаçнă хыççăн, хам Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членĕ тата «Комсомольская правда» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ пулнине пĕлтерсе асăннă хаçатра пире, Раççейрен килнĕскерсене, тăванла Украинăра еплерех кĕтсе илни çинчен тĕплĕн çырма шантарнă хыççăн, Чăваш Ен делегацийĕ валли билетсене йĕркеллĕ хакпа туянма ирĕк пачĕç-пачĕçех. Паллаштартăм-паллаштартăмах чăваш чĕпписене авалхи Киевăн тĕнчипе паллă Лаврипе. Н.Ф.Перещ мана кăшт каярах çапла каларĕ: «Валерий Владимирович, МĔНРЕН тĕлĕнетĕр? Киевра халь пур çĕрте те западенцисем хуçаланаççĕ».

Сăмах май каласан, туяннă 40 ытла билетăн «Контроль» тесе çырнă лаптăкне никам та çурса илмерĕ - апла пулсан эпир лаврăпа паллашас тĕллевпе тÿленĕ укçа каллех Украина хыснине каймарĕ, уйрăм çынсен енчĕкĕнче вырăн тупрĕ ахăртнех. Эпир вара «Раççейре - вăрлаççĕ!» тетпĕр...

...Çак статьяпа пĕрле пичетленекен «питĕ туслă» икĕ танка эп Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин Киеври музейĕ умĕнче ÿкернĕччĕ. Кăсăклă-и, питех те хăйнеевĕрлĕ-и сăнÿкерчĕк? Сăмах та çук - кăсăклă, сăмах та çук - питех те хăйнеевĕрлĕ! Кун пеккине кашни кун кураймастăн. Символĕ еплерех пысăк тата - Раççейĕн /Совет Союзĕн/ танкĕпе Америкăн /Европăн/ танкĕ ĕмĕрлĕхе туслашнă, икĕ танкăн кирлех пулсан вилĕм сирпĕтме хатĕр кĕпçисене ĕмĕрлĕхех «туслăх пăявĕпе» çыхса хунă.

Кăсăклине кăсăклă та, хăйнеевĕрлине хăйнеевĕрлĕ те ÿкерчĕкĕ, анчах...

Çук çав, Тăнăçлăхпа Туслăха хаклама, упрама пĕлекен патшалăх пулса тăраймарĕ «вильна, незалэжна» Украина. Пулса тăраймарĕ кăна мар, Украинăн çĕнĕ ертÿçисем юнлă вăрçă пуçларĕç, аллисене ним айăпсăр вилнĕ-аманнă çынсен таса юнĕпе вараларĕç. Ку çеç-и - Украинăри хуласемпе ялсенче куçкĕретех фашизма пуç çапаççĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ вăхăтра фашистла Германи майлă ĕçленĕ Бандерăпа Шухевича Украина паттăрĕн ятне пачĕç... Кунтан та хăрушши - бендеровецсемпе фашистсен нĕрсĕр те тискер идеологийĕпе АЧАСЕНЕ минретеççĕ. Ачисем вара...

Чăваш халăхĕн чăннипех те шанчăклă тусĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Николай Перещ мана кăçалхи июльте телефонпа пĕлтернĕ тăрăх Остерти тахçан Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленнĕ шкулта-гимназире вĕренекен ачасен 90 проценчĕ Раççее тата Мускава патологи шайĕнче кураймасть! 90 проценчĕ! Ак сире – пропаганда, ак сире тÿнтерле педагогика! Малашне МĔН кĕтмелле çав ачасенчен?! МĔН кĕтмелле çав ачасен пулас ачисенчен?!

Пĕлетĕп: халь Раççей укçи - тенкĕ - долларпа танлаштарсан йÿнелмеллипех йÿнелнĕ кунсенче пĕрисем «тĕрĕсех турăмăр-ши Крыма хамăрăн туслă çемьене илсе? Путин политики Раççейшĕн сиенлĕ мар-ши?» тесе иккĕленеççĕ. Кун пирки эп хамăн сăмахăма татсах калатăп: ТĔРĔС ТУРĂМĂР ЭПИР КРЫМА ХАМĂРĂН ТУСЛĂ ÇЕМЬЕНЕ ТАВРĂНМА МАЙ ТУСА ПАРСА! ВЛАДИМИР ВЛАДИМИРОВИЧ ПУТИН РАÇÇЕЙĔН ХĂЙТĔЛЛĔНЛĔХНЕ, ИРĔКЛĔХНЕ, МĂНАÇЛĂХНЕ ХĂЮЛЛĂН ХŸТĔЛЕСЕ ПИТĔ ТĔРĔС ТĂВАТЬ! КРЫМА ЯЛАНЛĂХАХ ÇУХАТНĂ ПУЛСАН РАÇÇЕЙ ХĂРУШЛА НУМАЙ ÇУХАТАТЧĔ. Ку – тĕрĕсси!

...Киев тÿремĕнчи танксем-и? Çапла, çав танксем хурçă кĕпçисене «туслăх пăявĕпе» çыхса хунă пулсан та туслашаймарĕç. Раççейĕн /Совет Союзĕн/ танкĕн айăпне пула мар, Америкăн /Европăн/ танкĕн айăпне пула. Сăмах май каласан, çаплах тăраççĕ-ши çав икĕ танк Киев варринче, е çук-ши?

Мĕн çитмест Америка /Европа/ танкне? Ма тăнăçлă пурăнасшăн мар вăл? Ма хуласемпе ялсене аркатать вăл, ма ним айăпсăр çынсен юнне юхтарать?..

Хуравласам, Украина! Хуравласам, Америка!

 

Валери ТУРКАЙ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.