Комментировать

19 Дек, 2014

Çĕрсĕр хăвармĕç. Ĕрчевлĕ те хунавлă пулар

Нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тÿлевсĕр тивĕçтересси Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Камсене параççĕ-ха ăна? Йĕрки мĕнлерех? Саккуна йышăннăранпа, 2011 çултанпа, мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ? Çак ыйтусене ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин хуравлать.

- 2014 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче Михаил Игнатьев саккуна хăш-пĕр улшăну кĕртрĕ. Çĕр илме черете тăнă йышлă ачаллă çемье хушма хуçалăх тытса пымалли лаптăка хăй суйласа илме пултарать.

Саккунпах республикăпа муниципалитет çĕрне кăна мар, федераци харпăрлăхĕнчине те пама пăхнă. Маларах çемье хăйсене уйăрса панă лаптăка илмесĕр тăрсан, палăртнă вăхăт тĕлне заявлени çырса памасан ăна Реестртан кăларнă пулсан, халĕ çакна пăрахăçланă.

- Хальлĕхе çĕр лаптăкĕпе миçе çемьене тивĕçтернĕ?

- Паянхи куна вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене çĕрпе тивĕçтерме ыйтса 5222 çемье заявлени тăратнă. Пĕтĕмпе вара 2014 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра нумай ачаллă 9816 çемьене шута илнĕ.

Заявлени çырнисенчен 3449-ăшĕ /66 процент/ çĕр лаптăкне пурăнмалли уйрăм çурт тума илесшĕн,

1481-ĕшĕ /28 процент/ - хушма хуçалăх тытма,

292-шĕ /6 процент/ - дача тума.

Çĕрлĕ пулас текенсем уйрăмах Шупашкарпа /1739 çемье/ Çĕнĕ Шупашкар ?495% хулисенче, Шупашкар районĕнче /532/ нумай. Декабрь тĕлне пĕтĕмпе 2799 çĕр лаптăкĕ уйăрнă. Урăхла каласан, шута илнĕ çемьесен 54 процентне çĕрпе тивĕçтернĕ.

2011 çулта 491 çемье çĕрлĕ пулнă, 2012 çулта - 514 çемье, 2013 - 817, 2014 çулхи 11 уйăхра - 977 çемье.

Пĕтĕмпе нумай ачаллă çемьесене 317,8 гектар çĕр панă. Вăл шутран 64 процентне пурăнмалли уйрăм çурт тума; 34 процентне - хушма хуçалăх йĕркелеме; 2 процентне - дача тума.

- Анатолий Иванович, çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси еплерех пулса пырать? 5222 çемьене шута илнĕ терĕр, вĕсенчен 1739-ăшĕ – Шупашкарсем. Хуласенче çĕр çитет-и?

- Йышлă ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерессине Чăваш Республикин Правительстви тĕрĕслесе тăрать. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен шута илнĕ çемьесене çĕрпе тивĕçтермелле. Паянхи куна Улатăр, Канаш, Пăрачкав районĕсенче çĕр лаптăкĕпе туллин тивĕçтернĕ. Шăмăршă /99 процент/, Етĕрне /97/, Куславкка /90/, Йĕпреç /80/, Çĕмĕрле /75/, Комсомольски /73/ районĕсенче тата Улатăр хулинче /77/ çĕр уйăрса парасси кал-кал пырать.

Хула округĕсенче вара ку тĕлĕшпе йывăрлăхсем пур. Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкарта çĕр ыйтакансен 7 процентне кăна тивĕçтернĕ, Çĕмĕрлере - 18, Канашра -19. Çакă тÿрремĕнех çĕр çитменнипе çыхăннă. Кун пек чухне йывăрлăхран тухма çывăхри районсен çĕрне пĕр муниципалитетран тепĕрне куçараççĕ. Пушă çĕрсене тупса палăртма «халăх инвентаризацийĕ» ирттерни те пулăшать.

Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпÿ, Канаш, Шупашкар районĕсенчи ял тăрăхĕсем ялхуçалăх пĕлте-рĕшлĕ çĕрсене хăйсен ял чиккине кĕртессипе ĕçлеççĕ.

Муркаш районĕнчи Катькас ял тăрăхĕнче вырнаçнă 118 гектар лаптăка Шупашкар хулипе Муркаш районĕн харпăрлăхне куçарнă. Вĕсенчен 680 çĕр лаптăкĕ йĕркелесе нумай ачаллă 597 çемьене çĕрпе тивĕçтернĕ. Сĕнтĕрвăрри хула чиккине 31 гектар çĕр кĕртсен Çĕнĕ Шупашкар харпăрлăхне 78 çĕр лаптăкĕ куçарнă. Çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкара Çĕрпÿ районĕнчи Рынкă ял тăрăхĕнчен 23,8 гектар çĕр куçарнă. Çĕнĕ çултан ку лаптăксене нумай ачаллă çемьесене валеçсе парĕç.

Канаш хула администрацийĕ Ухман ялĕ çывăхĕнчи 10,2 гектар çĕртен 56 пай кăларса çулталăк вĕçлениччен унпа çĕр ыйтакан çемьесене тивĕçтерĕ.

Ку тĕлĕшпе ĕçсем малалла пыраççĕ.

- Анатолий Иванович, çĕр лаптăкĕллĕ пулас тесен чи малтан ăçта каймалла?

- Çĕрлĕ пулма ирĕк пур нумай ачаллă çемьен вырăнти хăйтытăмлăх органне тÿлевсĕр çĕр илме учета тăмалла. Çĕр лаптăкĕ пулсан ăна çийĕнчех парĕç. Çук тăк - кĕтме тивĕ. Каярах вăл е ку лаптăка харпăрлăха тÿлевсĕр панине пĕлтерсе хут ярса парĕç.

Çĕр лаптăкне пĕр хут çеç параççĕ. Йышлă ачаллă çемье маларах тÿлевсĕр çĕр илнĕ пулсан ăна иккĕмĕш хут тÿлевсĕр çĕр памĕç. Унсăр пуçне республикăри мĕнпур хăйтытăмлăх органĕсем тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ илнĕ нумай ачаллă çемьесене пирвайхи виçĕ çулта çĕр налукĕнчен хăтарма йышăннă.

- Çĕр лаптăкне харпăрлăха илес тесен нумай ачаллă çемьен мĕнле документсем тăратмалла?

– Заявлени çыраканăн тата çемьери пур çыннăн та хăйсем кам пулнине çирĕплетекен документсен копийĕсем пулмалла, мăшăрланнине ĕнентерекен свидетельство копийĕ тата ача усрава илнĕ пулсан çакăн çинчен калакан суд йышăнăвĕ е опека органĕ панă акт копийĕ кирлĕ.

Елена Николаева.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.