Комментировать

18 Дек, 2014

Асра юлнă çулçÿрев

«Атăлпа Урал хушшинче» проект вĕçленсе пырать. Самаях çулланнă Шурсухал, вĕренÿре те маттур, хăйĕн тавракурăмне яланах анлăлатма тăрăшакан, тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнса тарăн пĕлĕвне кăтартакан Темтепĕлейкин тата ларма-тăма пĕлмен, аслисене кирек хăçан та нумай ĕçре май килнĕ таран пулăшакан Тăрăшар паян çулçÿрев пĕтĕмлетĕвĕсем тума сарлака сĕтел хушшине меллĕн кăна вырнаçса ларчĕç. Ума çулçÿрев картти, тĕрлĕ алçыру кăларса хучĕç. Сăнÿкерчĕксен шучĕ те çук. Пĕр купа! Диктофонпа çырса илнĕ материалсен хисепĕ те пысăк. Мĕн тери пуянлăх, тупра!

Эпир пурте туслă

Вăрăм çулăн чи юлашки тапхăрĕн-че Мордва Республикипе паллашнă хыççăн кăна мар, тăван енре çулçÿ-ревре пулни те, Мари Эл çĕршывĕ- пе киленни те ушкăнри çынсен асĕнчен тухмасть. Тутарстанпа Удмурти пуянлăхĕпе, вĕсен çĕр-çĕр çул упранакан истори палăкĕсене курни Шурсухалпа Темтепĕлейкинăн тата Тăрăшарăн куçĕ умĕнчех. Чăваш халăхне çеç мар, тĕнчене те хăйĕн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмине, сăввисене парнеленĕ Константин Васильевич Ивановпа чăваш литературин ылтăн çÿпçине кĕрсе юлнă произведенисен авторĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнă Пушкăртстанра пулни вара нихăçан та манăçмĕ. Чăваш йышлă пурăнакан Урал тăрăхĕнчи республика та питех тыткăнларĕ туристсене. Сăрт-тусем, тĕпсĕр кÿлĕсем, тăрна куçĕ пек тăрă та шарласа юхакан шывсем паян та юмахри пек асăма килеççĕ. Мĕн чухлĕ асамлăх! Коми Республикинчи тÿпене кармашакан йывăçсем, тĕрлĕ чĕрчунсем, çĕр айĕнчи пуянлăх... Халăх сăмахлăхĕ, юрри-ташши мĕн тери иксĕлми! Кунта пурăнакансем вĕсене ламран-лама куçарса пыраççĕ, аслисем çамрăксене халăх йăли-йĕркине вĕрентеççĕ, пăхăнса пыма хăнăхтараççĕ. Çаксене пурне те пĕлчĕç, курса тĕлĕнчĕç. Акă, сăмахран, Çурçĕр Уралти чи илемлĕ те асамлă вырăна ку тăрăхра пурăнакансем мĕнле кăна ят паман-ши? Мань-Пупу-Нер, Мань-Пупыг-Нер, Болвано-Из, манси йĕрĕхĕсем... Туристсем ытларах чухне «Пупы» тенипех çырлахаççĕ. Манси чĕлхинчен куçарсан «Мань-Пупу-Нер» «Турăшсен, йĕрĕхсен пĕчĕк сăрчĕ» тенине пĕлтерет. Пурĕ вĕсем çиччĕ. Улттăшĕ тÿрем вырăнта пĕр рете вырнаçнă, пĕри вара айккинче мăнаçлăн курăнать. Вĕсен çÿллĕшĕ те самаях пысăк - вăтăр метртан пуçласа 42 метр таран тÿпене кармашаççĕ. Кашни мĕлке хăйне уйрăм эрешлĕ. Мĕн авалтан манссем çак тăрăха таса вырăнсенчен пĕри тесе шухăшланă. Унта ют çынсене пырса çÿреме чарнă. Çакна тата ытти паллă вырăна курса тĕлĕнни пирки Темтепĕлейкин ятарласа уйрăм сыпăк та çырса класс ачисен умĕнче презентаци ирттерме палăртрĕ. Эпир пурте туслă пулнине, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине савăнса тата хăпартлануллăн калама мĕн тери аван!

Çармăсĕ те, тутарĕ те, пушкăрчĕ те... сăнланĕç дневникре

Пирĕнпе кÿршĕллĕ Мари çĕршывĕ пирки те каласа памалли темĕн чухлех. Темтепелейкина уйрăмах республикăри Тинĕс куçĕ (Мушыл) кÿлĕ тыткăнланă иккен. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те çак илемлĕ те асамлă вырăнтан туристсем татăлма пĕлмеççĕ. Тинĕс куçĕ Атăл тăрăхĕнчи тата финн-угр тĕнчинчи чи илемлĕ вырăнсене палăртакан конкурса хутшăннă! Кÿлĕ Шарибоксад ял çывăхĕнче вырнаçнă, вулкан кратерĕ майлăрах курăнса выртать. Тăрă кÿлĕ тарăнăшĕ вăтăр пилĕк метра çитет. Кÿлĕрен çеккунтра вунă литр чухлĕ шыв юхса тухать те пĕчĕк юханшыв пулса хăйĕн çулне малалла тăсать. Вырăнти халăх çак кÿлĕ шывне ĕçсе пурăнать. Унăн пахалăхĕ те аван. Республикăн тĕп хулинчен икçĕр километрта вырнаçнă Юрино поселокенчи Шереметьев замокĕн-че курса çÿрени пирки Тăрăшар хăйĕн тусĕсене ача садне кайсанах каласа пама шантарчĕ. Тата тем те пĕр курнине халь виçĕ паттăр сĕтел хушшине ларнă та сăнÿкерчĕксенче, алçырăвĕсенче курса-вуласа аса илеççĕ, диктофон çине çырса итлеççĕ те киленеççĕ...

«Асаттене тав...»

Мĕн тери пуян иккен пирĕн Атăлпа Урал хушшинчи тăрăхсем. Темĕн те пĕр курса тĕлĕннине, темĕн те илтсе ăс-хакăлăма пуянлатнине вĕсем нихăçан та манас çук. Пуян, асăмран тухмалла мар интереслĕ çулçÿ- ревшĕн Темтепĕлейкинпа Тăрăшар хăйсем чĕререн хисеплекен Шурсухала тав туса та пĕтерес çуккине систерсе шурă хут çине илемлĕ почеркпа çапла çырса хучĕç: «Асатте, эпир сана юрататпăр. Эсĕ пурри пире нумай çăмăллăх пачĕ. Темĕн те курса савăнтăмăр, тавракурăма та анлă- латрăмăр. Тавах!».

Шурсухал çак ăшă сăмахсене темиçе хутчен те васкамасăр вуласа тухрĕ Куçĕсем шывланчĕç. «Тĕнче курса çÿрени харама каймарĕ апла... Эпĕ хам та çаплах шухăшланăччĕ çав. Ырă вăрлăх аксан тырпул та ăнса пулать тенешкел, лайăх ту-йăмсемпе асра юлĕ пирĕн экскурси. Çакăншăн питех те савăнатăп».

Çулçÿрев... Мĕн тери пуян та илĕртÿллĕ пулчĕ вăл. Тăван çĕршывăмăр лаптăкĕ тем пысăкăш. Унта курмаллин те, пĕлмеллин те вĕçĕ- хĕрри çук. «Ăçта ан çит, тăван çĕре асра тыт», - тенĕ ваттисем. Хăв çуралса ÿснĕ тăрăхран хакли нимĕн те çук. Унăн историне, унăн йăли- йĕркине пирĕн кашни пĕлсен лайăх пулмалла.

Таçта та çитрĕç, темĕн те курчĕç çулçÿревçĕсем. «Интереслĕ экскурси çакăнпа кăна вĕçленместех, - теççĕ маттурсем. - Эпир Раççейĕн ытти тăрăхне те кайса курасшăн, çĕршывăмăрпа паллашасшăн».

Мал ĕмĕтпе пурăнакансем телей- лĕ. Вĕсен тĕллев пур.

Пушкăрт Республикин гербĕ.

Мордва Республикин гербĕ.

Коми Республикин гербĕ.

Удмурт Республикин гербĕ.

Тутар Республикин гербĕ.

Мари Республикин гербĕ.

"Атăлпа Урал хушшинче" проект Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.