Комментировать

18 Дек, 2014

Светăпа Настя – «Тантăш» тусĕсем

Черетлĕ çулçÿревпе Куславкка районĕнче пултăмăр. «Тантăш» хаçатăн çамрăк корреспонденчĕпе паллашрăмăр. Епле кăмăллă-çке республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче хаçат тусĕсем пурри!

Пиллĕкмĕш класри Света Егорова «Тантăша» ачаранах юратса вуланине пĕлтерчĕ. Ытти ачасен заметкисемпе сăввисене кăсăклансах тишкернĕ вăл. Кайран вара хăй те пĕчĕк калавсем çырма хăтланнă. Чăваш чĕлхи урокĕ-сенче сочинени, изложени шăрçалама ахальтен кăмăлламасть хĕр пĕрчи. Заметкисене пĕр çĕре пухса пынă Света, нимĕнле хаçата та ярса паман. Пĕр кунхине вăл киле панă урокĕсене хатĕрлесе пĕтернĕ те шурă хутпа ручка тытнă. Часах хăйĕн çывăх юлташĕ, туслă çемйи тата тăван ялĕ пирки пĕчĕк заметкăсем çырнă. Вара амăшне кăтартнă. Çывăх çынни хĕрачин ĕçне ырланă çеç мар, кирлĕ сĕнÿ те панă:

- Çак калавсене «Тантăш» хаçата ярса пар-ха. Унта пичетленсе тухсан мĕнле лайăх пулĕччĕ! - тенĕ вăл хĕпĕртесе.

Света нумай шухăшласа тăмасăр почтăна кайса юратнă хаçата çыру çырса янă.

- «Тантăш» страницисенче хамăн заметкăсене курсан тĕлĕнтĕм те, савăнтăм та. Çавăн пек часах пичетленсе тухасса кĕтменччĕ, чăн-чăн парне пулчĕ ку маншăн. Килтисем те куншăн хĕпĕртерĕç, - кăмăллăн каласа пачĕ Света савăнăçлă пулăма аса илсе.

Юратнă кăларăмра хăйĕн хайлавĕ те кун çути курни малашне тата нумайрах çырма хавхалантарнине палăртрĕ çамрăк автор.

Хаçат-журналпа кăна мар, кĕнекепе те туслă Света. Уйрăмах юмахсем тата тĕрлĕ хурт-кăпшанкă пирки çырнă статьясене вулама кăмăллать. Халапсенчи чи килĕшекен сăнар та пур унăн. Вăл - Аленушка.

- Аленушка питĕ ырă хĕрача. Вăл пурне те пулăшать, усала хирĕç кĕрешет, - пайларĕ хăй шухăшне Света. - Манăн та ун пекех пуласчĕ.

Ыркăмăллăха мала хураканскере кĕçĕннисем те юратаççĕ. Никита шăллĕпе Лера йăмăкĕ аппăшĕнчен хăпма та пĕлмеççĕ. Вăл ăçта - вĕсем те çавăнта. Света пĕчĕкскерсене юмах вуласа парать. Ÿкерме вĕрентет. Вăл хăй те шурă хут çине мĕн килĕшнине сăнлама кăмăллать. Унсăр пуçне юрра-ташша та ăста. Шкулти пултарулăх конкурсĕсене хастаррăн хутшăнать. Акă нумай пулмасть анне кунне халалласа класĕпе илемлĕ юрă хатĕрленĕ.

Светăн тус-юлташ та нумай. Лайăх кăмăллă хĕрачапа пурин те туслашас килет-çке.

- Света питĕ ĕçчен. Сăпайлă. Вăл нихăçан та кÿренмест, - тет унăн çывăх юлташĕ Настя Тимофеева. Вĕсен иккĕшĕн те пĕр киленÿ пур иккен: хĕрачасем алĕç тума юратаççĕ. Вĕтĕ шăрçаран тĕрлĕ капăрлăх ăсталаççĕ, нуски, шарф çыхма та пултараççĕ. Настя та Света пекех «Тантăш» çырăнса илсе хаваспах вулать. Уйрăмах калавсемпе сăвăсем килĕшеççĕ ăна. Пĕр-пĕринпе тĕл пулсан вара хĕрачасем тÿрех пуçватмăшсен тупсăмĕсене тупма васкаççĕ.

Пур ĕçре те пултаруллăскерсем «Тантăш» хаçатпа малашне туслă пуласса шанатпăр.

Нина ЦАРЫГИНА.

Куславкка районĕ, Энтри Пасар шкулĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.