Комментировать

18 Дек, 2014

Хресчене пулăшать

Кăшлакан чĕрчунпа, çĕлен-калтапа тăранакан кайăксенчен республикăра анлăн, пĕрешкелрех сарăлни тата чи йышли - ахаль шаланкă /канюк/. Ăна курман-пĕлмен çын çук. Уй-хирте, çул çинче тÿпенелле пăхсан "сунара" тухнăскере часах асăрхатăн.

Çав е ку районта шучĕ пĕрешкел мар. Вăтам тата пĕчĕк юханшывсен хĕрринчи улăх-çаранра вăл хура хĕренрен /коршун черный/ сахалрах. Ула куракран виççĕмĕш пайĕ чухлĕ пысăкрах. Çуркунне-çулла тÿпере куллен явăнать. Хăш-пĕр чух çуначĕсене сарать те пĕрре те сулламасть, сывлăш хумĕ çинче тавралăха пăхса çаврăнать, шăшие курсан çĕре чул пек анать, шĕвĕр чĕрнисемпе каплаттарса хĕстерет те вĕçсе хăпарать. Йăвинче йĕкехÿре урисене те тупнă. Хресчене кăшлакан чĕрчунпа кĕрешме самаях пулăшать.

Аялтан çÿлелле пăхсан çуначĕ вĕçĕнчи тĕкĕсем вăрăмраххине, пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнине кура шаланкă 5-шер хăмăр "пÿрнеллине" асăрхатăн, урисенчен пуçласа кукăр сăмси таранах, пăчăр çунаттисен пысăкрах пайĕ - сăрă-сарă-хăмăр. Лаптак хÿри, çунаттисен хĕрринчи, çурăмĕ çинчи тĕкĕсем тĕксĕм хăмăр-хĕрлĕ.

Пирĕн патра 1,5-2 пин мăшăр çу каçать. Амипе аçине пăхса пĕр-пĕринчен уйăраймастăн. Апат çителĕклĕ вырăна - ытларах, вăл сайра тупăнакан талккăша - сахалрах, вăрмана, унăн уй-хир, шыв-шур, улăх-çаран еннелле тăсăлакан тăрăхĕсене /вĕсенче йăва çавăраççĕ/ нумайрах йышăнаççĕ. Чăтлăх-вĕтлĕхре апат шырамаççĕ. Сарлака çунатлăскере вĕçсе анса хăпарма уçă вырăн кирлĕ.

Ăшă енчен март-апрель уйăхĕсенче вĕçсе килеççĕ. Кашни мăшăр хăйне килĕшекен лаптăка суйласа илет, уçланкăллă, прачаклă вăрманта, уй-хиртен çывăхра, катара, юханшыв хĕрринчи ешĕллĕхре йăва тăвать е киввине юсать. 2-3 чĕп çитĕнтерет. Çăхан, ула курак йăвине те аслăлаткалаççĕ. Хăйсен тăрăхне ют шаланкăсене кĕртес мар тесе шăвик-шăвик! шăхăрса хÿтереççĕ. Ытларах - 10-15, сахалрах 4-6 метр çÿллĕшĕнчи виçĕ юпăллă турат çине йăва çавăраççĕ.

Чĕпсем июнь уйăхĕн пĕрремĕш çурринче çăмартаран тухаççĕ. Вĕсем июль уйăхĕн иккĕмĕш çурриччен йăварах лараççĕ. Ытларахăшĕ август пуçламăшĕччен вĕçме пуçлать. Унăн пĕрремĕш çурринче пурте йăваран каяççĕ. Вĕçме хăнăхакансем тĕсĕпе ашшĕ-амăшĕнчен чăпартараххипе çеç уйрăлса тăраççĕ. Чĕпсене вĕçтерсен çу каçнă вырăна, йăвана хăварса апат шырама пĕр çĕртен теприне куçаççĕ. Лаптăк йышăнассишĕн вăрçмаççĕ. Август уйăхĕн вĕçĕнче сентябрь пуçламăшĕнче хĕл каçма ăшă çĕре çул тытаççĕ.

"Çумăр умĕн шаланкă кăшкăрать", - тенĕ ĕлĕк чăвашсем /Н.И.Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки, XVII том/. Пирĕн тăрăхра уншăн тăшман çукпа пĕрех. Çапах та пĕр пайне кĕлеткеçĕсем, чĕрчун ăш-чикне кăларса кÿлепе туса сутакансем, пĕтереççĕ. Пралук çине ларсан электричество çапнипе çуллен 170-180-шĕ вилет.

 

Владимир ЯКОВЛЕВ,

орнитолог

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.