«Чирлеттерекенни» сахаллантăр
Пĕр çыннăн - пĕр шухăш, çĕр çыннăн - çĕр шухăш. Кашнин шухăшне пĕлме, хăйĕннипе танлаштарса хак пама кирлех-ши ял тăрăхĕн пуçлăхне? "Кирлĕ. Маншăн çакă пĕлтерĕшлĕ", - çирĕплетет Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ял тăрăхне ертсе пыракан Анатолий Аркадьевич Мясников.
Нумаях пулмасть унăн пуçарăвĕпе районта дискусси клубĕ йĕркеленнĕ. Унта хăй вăхăтĕнче ял администрацийĕн ертÿçинче, район Канашĕн депутатĕнче е профсоюз тытăмĕнче ĕçлесе паха опыт пухнă çынсем пуçтарăнаççĕ. Халăх шанса суйланă çынсем. Пĕр çул кăна тăрăшман вĕсем вырăнта пурăнакансемшĕн. Апла паянхи ыйтусене сÿтсе явма мĕншĕн вĕсене хутшăнтарас мар? Вĕсен пĕлĕвĕпе, шухăшлавĕпе пурнăçри çитменлĕхсене тепĕр чухне чăнахах та çĕнĕлле хаклатăн, малаллахи çул-йĕре уççăн куратăн.
- Анатолий Аркадьевич, унашкал çынсене дискуссие явăçтарма мĕншĕн-ха уйрăм клуб йĕркелеме тивнĕ? Район шайĕнче иртекен мероприятисем, вырăнти влаç халăх умĕнче отчет туни Сĕнтĕрвăррисемшĕн çителĕксĕр-им?
- Калăр-ха, район администрацийĕнче иртекен канашлусене ахаль çын хутшăнма пултарать-и? Сайра-хутра халăхпа тĕлпулусем иртеççĕ, анчах унта кăткăс ыйтусене ирĕклĕн тишкерме е вăхăт çитмест, е ытти сăлтав чăрмантарать.Пирĕн клуб вăл - кулленхи çивĕч ыйтусене сÿтсе явмалли вырăн. Аслă тата ăслă çынсен шухăшĕсене итлени, пур енлĕн тишкерни кирек епле ертÿçĕшĕн те ытлашши пулас çук. Мана çакă, тĕслĕхрен, ĕçре пулăшать. Хам пек шухăшламан çынран вĕренмелли те пур иккен. Шута, ăса илмелли вара пайтах. Тавлашура чăнлăх çуралать тесе ытахальтен каламан.
- Районти йывăрлăхсене, мĕнле тусан мĕнле аванрах пулмаллине тишкеретĕр апла. Юлашки хут сирĕн клуба çÿрекенсене мĕн канăçсăрлантарчĕ-ха?
- Тавлашу клубĕ нумаях пулмасть йĕркеленнĕрен хамăрăн Устава пăхса тухрăмăр, йыша çĕнĕ çынсем хутшăнчĕç. Халĕ ĕнтĕ эпир çирĕме яхăн.
Тăван района пулăшмалла, çавăнпа кулленхи пурнăçа "чирлеттерекен" ыйтусене сÿтсе явма эпир иртнинче "Единая Россия" тата ытти парти çыннисене те йыхравларăмăр. Малашне пирĕн клубпа кăсăкланакансем ытларах пуласса шанатпăр. Малалла пăхса ĕçлес тесен халăхăн шухăшлавне пĕлсе, туйса тăмалла-çке.
- Çакă Октябрьски ял тăрăхĕнче мĕнле "çимĕç" парать-ха? Çулталăк вĕçленсе пырать. Халăхпа вырăнти влаç хĕрсех сумлă ĕçсем тăваççĕ-и?
- Халĕ патшалăхпа уйрăм харпăрлăхлă çын е организаци хушшинчи ĕç майĕ çинчен нумай калаçаççĕ. Кăçал çак майпа çул сарассипе ăнăçлă тăрăшрăмăр. Октябрьскинчи "Полевая" урама тимĕр-бетон плита сарма тытăнтăмăр. Ял тăрăхĕ уйăракан укçа ĕçе вĕçлеме яланах çитмест. Урамра 29 кил хуçалăхĕ. Унта пурăнакансем кирлĕ укçан çуррине хăйсемех пуçтарса 100 метр çула сарса пĕтерес терĕç.Тепĕр çул унăн тăршшĕ тата çавăн чухлĕ тăсăлĕ. Виççĕмĕш çул çапла тăрăшсан пĕрлехи вăйпа урам вĕçне те çитĕпĕр.
Пĕрне кура тепри вăранать. Аниев урамĕнче пурăнакансем те ял тăрăхĕ уйăрнă укçапа кăна çырлахас темерĕç. Сÿтме ирĕк панă кивĕ ферма хуралтине ватса çул çине кирпĕч хучĕç, якатрĕç, 365 метр çула йĕркене кĕртрĕç.
"Учительская" урам çыннисем те хускалчĕç. 800 метра яхăн çула вак чул сарчĕç. Çакна кура вĕсене хушма укçапа хавхалантарас терĕмĕр, тавралăха илемлетчĕр.
Акшик ялĕнче вырăнти бюджет шучĕпе лавкка патне çитиччен çула 500 метр сартăмăр та ял çыннисем ăна малалла тăсма хирĕç пулмарĕç. Каллех хăйсем пуçарулăх кăтартрĕç.
Кивĕ Тукайри, Малти Пукаш дамби çинчи, Октябрьски çăви патне каймалли çулсене те йĕркене кĕртрĕмĕр. Пуçаруллă, хастар ял çыннисене чунтан тав тăватăп. Ĕлĕкрех çынсем хăнăхнă йăлапа вырăнти администраци туса парасса кĕтсе ларатчĕç, халĕ хăйсем те активлă. Кун пеккисене администраци яланах пулăшма хатĕр.
- Халăх лайăх пурăнасшăн апла. Укçа-тенкĕ енчен те хĕсĕк мар, ахăртнех. Килти хушма хуçалăха аталантарса е укçаллă ĕçре тăрăшса пурнăç тытса пырать-и?
- Пирĕн территорире предприятисем, Турра шĕкĕр, чипер, йĕркеллĕ ĕçлеççĕ. Усăсăр выртакан, сухаланман çĕрсем те çук. Михаил Тагеев фермер хуçалăхĕ аталанса пыни савăнтарать.
- Каçарăр та, Октябрьскинче пурăнакансем унта ĕçе вырнаçасшăнах мар. Фермăри дояркăсене те вăл урăх тăрăхри ялсенчен турттарать.
- Лайăх пурăнма хăнăхнă çын, паллах, шалу укçине пăхать. Ялхуçалăхĕнче вăл пысăках мар. Шухăшлăр-ха, промышленноç таварĕ паян темĕн пек хакланма пултарать, хресчен туса илекенни апла мар. Ăçтан пысăк укçа тÿлеме пултартăр-ха кун пек чухне хуçалăх?
Килте выльăх-чĕрлĕх усраса та усламлă пулаймăн, ытларах тăкакланатăн. Пирĕн енчи çынсем хула майлă темелле. Кунта эпĕ япăххине курмастăп. Выльăхпа ытла нушаланман чухне çыннăн алли пушанать. Кил-картишре чăх-чĕп кăна пултăр, ăна пăхма та вăхăт кирлĕ вĕт. Пушă вăхăт пур чухне ял çынни театра, унта-кунта тухса çÿреме пултарать. Çавăнпа нумайăшĕ ĕçе хулана çÿрет. Хам та 6 çул унта вăй хунă. Çăмăл машинăллисем нумай. 4-5-ĕн пĕр машинăна пуçтарăнса çăмăллăнах хулана çÿреме пулать. Капла çул укçи те йÿне ларать.
- Килĕшмелле. Пурнăçа кашни хăй пĕлнĕ пек тытса пырать. Сирĕн тăрăхра пурăнакансем культура мероприятийĕсене инçете е вырăнта иртекеннисене çÿреме кăмăллаççĕ-ши тетĕп. Нумаях пулмасть пĕр хаçатра Малти Пукашра çĕнĕ клуб хута кайни çинчен пĕлтерни куç тĕлне лекнĕччĕ. Чăннипе вара паянхи кун унăн тăрри те çук.
- Хам та тĕлĕннĕччĕ унашкал пĕлтерÿ пирки. Хыпар ăçтан тухнине пĕлместĕп, анчах пирĕнтен мар. Клубпа çыхăннă лару-тăрăва пĕлсе тăрсах суйма пултараймастăп ĕнтĕ. Ăна нимелле тăвас тесе пуçăннă. Ун чухне укçапа пулăшас кăмăллă спонсорсем те йышлăччĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ улшăнсан вĕсен пысăк йышĕ е çухалчĕ, е пулăшушăн укçа ыйтма тытăнчĕç. Ял тăрăхĕ халĕ вĕсемпе татăлать. Пулăшакансем пур, анчах çакăнпа кăна мала кайма йывăр. Пĕлтĕр клуб валли хамăрăн бюджетран 300 пин тенкĕ уйăрнă, кăçал - 350 пин тенкĕ. Купаланă çуртăн тăррине туса витсе хăварас килет. Май килĕ-и е çук-и - хальлĕхе татса калама кăткăс. Çитес çултан ялти культура учрежденийĕсем пĕр тапхăрти пек каллех районти культура çуртне пăхăнĕç. Çавăнпа Малти Пукаш клуб шăпи чăннипех нушаллă.
Ирина Павлова калаçнă.