«Эсир тĕрĕс çулпа пыракансем»
Пичет кунĕ хаçат-журнал, кĕнеке кăларакансемпе полиграфистсен уявĕ çеç мар. Вăл - радиоитлевçĕсен, телекуравçăсен, хаçат вулавçисен, штатра тăман авторсен праçникĕ те. Эпир - пĕр пысăк çемье, пысăк пĕр ĕç тăватпăр: хамăрăн историе çырса пыратпăр. Чăваш журналисчĕсен мăнаçланмалли те, хăпартланмалли те пур. Кăрлачăн 18-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă савăнăçлă мероприятие 350 ытла хăна пухăнчĕ. Журналистсемпе полиграфистсене, пичет ĕçĕн ветеранĕсене професси уявĕпе республика ертÿлĕхĕ, Чăваш Ен министерстви-ведомстви, предприятисен ертÿçисем саламларĕç.
Театр фойинче массăлла информаци хатĕрĕсенче, издательствăсемпе телекоммуникаци предприятийĕсенче вăй хуракансем хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштаракан курав йĕркеленĕ. «Тивĕçлĕ, аван выставка»,- терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев унпа паллашнă май. Чăваш наци телекуравĕн стенчĕ патĕнче Михаил Васильевич калемçăсене уяв ячĕпе тÿрĕ эфирта саламларĕ. Кунтах кăмăл тăвакансене хаçатсен çĕнĕ номерĕсемпе, хăнасене сăн ÿкерттерсе çийĕнчех пичетленĕ кăларăмсемпе тивĕçтерчĕç. Кураврах Олимп çулăмĕпе сăн ÿкерĕнме те, çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма та, цифрăллă телекурав çинчен пĕлме те май пулчĕ.
ЧР информаци политикин министрĕ Валентина Андреева 2013 çулта тунă ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Пĕлтĕрхи çул МИХ ĕçченĕсемшĕн ăнăçлă пулнине палăртрĕ вăл. «Советская Чувашия» хаçат, «Грани» Издательство çурчĕ тата Чăваш кĕнеке издательстви Федерацин пичет тата массăллă коммуникацисен агентствин гранчĕсене илнĕ. Чăваш Енри республика, район тата хула хаçачĕсем /пурĕ вуннăн/ «Прессăн ылтăн фончĕ» палла тивĕçнĕ. 2013 çулхи тепĕр çитĕнÿ - раштавăн 17-мĕшĕнче «Тăван радио» эфира тухни. Пысăк тепĕр пулăм - «Хыпар» Издательство çурчĕн никĕсĕ çинче медиахолдинг йĕркеленни. Унăн çемйинче халĕ 16 чăваш кăларăмĕ. «Эсир - вулакан, куракан, итлекен кăмăлне витĕм кÿме пултаракан çынсем. Эсирех çитменлĕхсене палăртса хăюллă утăм тăвакансем. Аналитиксем те. Хавшак енсене асăнатăр çеç мар, тĕрĕс çул-йĕре те кăтартатăр. Сире пурсăра та професси шайĕ пысăк пулнăшăн, ĕçе парăнса, юратса пурнăçланăшăн тав тăватăп. Пултарулăхра çĕнĕ çитĕнÿсем, телей, çирĕп сывлăх сунатăп», - терĕ Валентина Владимировна.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - журналист - хăйне евĕр, çав вăхăтрах çăмăл мар професси. Эсир хăвăрăн тивĕçе туллин пурнăçлатăр. Республика пурнăçне туллин, тĕрĕс çутататăр. Тăван çĕре юратнăшăн, вышкайсăр ĕçĕршĕн, сывă пурнăç йĕркине сарассишĕн çине тăрса ĕçленĕшĕн тав тăватăп. Кирлĕ чухне критиклĕр. Тĕрĕс, тивĕçлĕ критика кăлтăксене пĕтерме, ÿсме пулăшать. Пресс-конференцисенче, интервью панă чухне эпĕ журналистсен пур ыйтăвне те хуравлатăп. Тавтапуç сире тÿрĕлĕхшĕн тата тĕрĕслĕхшĕн», - терĕ Михаил Васильевич.
Уявра чи пултаруллисемпе пуçаруллисем патшалăх наградисене тивĕçрĕç. «Ĕç ялавĕ» хаçатăн /Етĕрне районĕ/ реклама менеджерне Фаина Михайловăна Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе чысларĕç. «Грани» Издательство çурчĕн информаци пайĕн редакторне Алексей Мигунова, Чăваш наци телерадиокомпани директорĕн çумне Юлия Стройковăна, «Чăваш Ен» телерадиокомпанин информаци программисен службин пуçлăхĕн çумне Лидия Петрейкинăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕç. Чăваш наци телекуравĕн информаци программисен редакцийĕн пай ертÿçине Елена Гальперинăна вара республика Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе тата алла çыхмалли сехетпе чысларĕç. Отрасльти ветерансене те манмарĕç. Журналистикăра 70 çул вăй хунă, Раççей Журналисчĕсен союзĕнче çур ĕмĕр тăракан Петр Гурьевич Кольцова Михаил Игнатьев Тав çырăвĕ пачĕ, аллине сехет çыхса ячĕ.
Уява пухăннисене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков саламларĕç.
Чăваш Ен Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров 2013 çулта пултарулăх конкурсĕнче çĕнтернĕ журналистсене саламларĕ. Елена Зайцевăпа /«Советская Чувашия»/ Ольга Туркай /«Чăваш Ен» патшалăх телекуравпа радиохыпарлав компанийĕ/ - Çемен Элкер премийĕн 2013 çулхи лауреачĕсем. Л.Ильин ячĕллĕ премие вара Юрий Михайловпа /«Хыпар»/ Лилия Петрова /Етĕрне район администрацийĕн тĕп специалисчĕ/ тивĕçрĕç.
Пичет тата вăрçă ветеранне, СССР Журналисчĕсен союзĕн членне, «Каçал ен» тата «Хыпар» хаçатсен общество корреспондентне Ревокат Моисеева - «Халăх корреспонденчĕ», «Порецкие вести» /Пăрачкав районĕ/ хаçата - «Пысăк тиражлă хаçат», «Вперед» /Çĕмĕрле районĕ/ хаçата - «Электронлă çырăнтару», «Грани» хаçата /Çĕнĕ Шупашкар/ - «Социаллă карттă», «Советская Чувашия» хаçата - «Аталану стратегийĕ - ĕçлĕ çул-йĕр», И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенткине Сильвия Петровăна «Чăваш мулкачĕ» Дипломсемпе чысларĕç. Уява республикăри пултарулăхăн паллă ушкăнсен юрри-ташши пуянлатрĕ. Эх, мăнтарăн журналисчĕ, чылай чухне унăн кану, уяв кунĕсенче те ĕçлеме тивет. Республикăри телекурав ĕçченĕсем ав уяв репортажĕ хатĕрлерĕç, мана вара материал çырма тÿр килчĕ. Çапла пĕтĕмлетес килет: журналистикăра ăнсăртран лекнĕ çын çук. Эпир пулас профессие ачаранах суйланă, мĕн пур пулăма, хыпара чун витĕр кăларатпăр, уççăн, тÿррĕн çыратпăр. Юлашкинчен ĕçтешĕмсене - РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ Лидия Шумова калăплавçа, Альбина Волкова оператора, ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвне илнĕ Дмитрий Моисеева /«Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ/ чун-чĕререн саламлатпăр, ĕçре тата та пысăк çитĕнÿсем сунатпăр.
Роза ВЛАСОВА.
Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕсем