Комментировать

17 Дек, 2014

Хаклă пурлăх тупрăм

Теччĕри чăваш наци культура центрĕн председателĕ Владимир Вериялов хирĕçре пурăнакан Лизук аппа чăваш юррисене юрлани çинчен каласа панăччĕ. Анчах та эпĕ унпа кăçалччен тĕл пулса калаçаймарăм.

Çуллахи канмалли кун Теччĕне пырсан Владимир Григорьевичсен тĕлĕнче чарăнтăм. Вĕсем килĕнче çукран хирĕç пÿрт умĕнче сак çинче ларакан хуçипе калаçса кайрăмăр. Хĕрарăм кÿршисем Кивьяла хĕрĕ патне кайнине пĕлтерчĕ. Вăхăт пуррипе усă курса Лизук аппаран Хупкĕпер юррисене ыйтса пĕлме шутларăм. Вăл манпа тарават калаçни чуна тыткăнларĕ.

Эпĕ ăна Çĕньялăн пĕр юррине аса илтертĕм. Вăл ăна вĕçне çитичченех юрласа чуна çĕклерĕ. Çак юрра пирĕн ялти хĕрарăмсем кашни уяврах шăрантараççĕ. Анчах та ăна самаях кĕскетсе юрлаççĕ. Сăмахĕсене пирĕн ял çынни, вăрçăра пуç хунă Михайлов Иванĕ çырнă. Кĕвви те унăнах пулас...

Эп те кĕтĕм колхоза
Кĕтÿç Мишка, патрак Кришка,
Чухăн Ванькка, среднĕк
Панькка
Кĕчĕç колхоза,
Кĕчĕç колхоза.
 
Ĕнисене, лашисене,
Уй-хирсене, çарансене
Пачĕç колхоза,
Пачĕç колхоза.
 
Пурте пĕрле ĕçлес терĕç,
Кунне-çĕрне уйăрмарĕç
Ĕç вăхăтĕнче,
Ĕç вăхăтĕнче.
/.../

- Малтан колхоза чухăн çынсем анчах кĕнĕ вĕт. Пуянраххисем кĕресшĕн пулман. Вĕсене те влаç тĕрлĕ майпа унта хăваланă: кама ялтан тухса каймалла тунă, хирĕç тăракансене - тĕрмене лартнă, хăшне-пĕрне какай, çăмарта, сĕт, турăх, сурăх çăмĕ ахаль çынсенчен икĕ хут ытла партарнă. Налукпа татăлайманнисене хупнă. Акă Михаил Степанович Янышев арăмне, Мария Артемьевăна, тĕрмене лартрĕç... Вăл çавăнтах вилчĕ, - каласа кăтартрĕ Лизук аппа.

Лизук аппа, Елизавета Степановна Курмышкина, Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнчи Хупкĕпер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Степан Тихонович, вăрçă вăхăтĕнче арманта ĕçленĕ. Тырă вырнăшăн панă «карницан» 29 килограмĕ тухманшăн ăна вунă çула тĕрмене ăсатнă, каялла таврăнайман вăл. Амăшĕ, Елена Кузьминична, Ăнăран, Кăрсаксен йăхĕнчен, ялтах пурăнса кун-çулне ирттернĕ.

1951 çулта Лизук аппа Теччĕре пурăнакан Пухтель ачине Спиридонов Ваççука качча кайнă. Йывăр çын чухне вĕсем уйрăлнă. Яла таврăнсан малтан Ваççук тăванĕ патĕнче пурăннă, ывăлĕ çуралсан хваттере уйрăлса тухнă. Уйрăм пурăнас тесе Çĕньялти Альтук аппăшĕнчен пÿрт илнĕ. Анчах вăл çĕрĕк пулнă. Лизукпа çĕрле /кăнтăрла лаша паман/ вăрмана кая-кая йывăç илсе килнĕ, пÿртне те, хуралтине те йĕркене кĕртнĕ. Ывăлĕ сатур ÿснĕ. Вăл салтакран килессе кĕтсе ун валли колхоз çĕнĕ трактор-машина тытса тăнă. Анчах та çамрăк ялта юлас темен. Теччĕ хулинче çÿллĕ çуртсем тунă çĕрте 15 çул кран çинче ĕçленĕ. «Çакăнти 2-4 хутлă çуртсене веçех вăл çĕклерĕ», - аллипе сулса кăтартрĕ Лизук аппа.

Ывăлне авлантарас тесе вăл Дон çинчи Ростов хулине çĕрулми сутма кайса килнĕ. Кинĕ - Кушкуй хĕрĕ. Вĕсен ывăлпа хĕр, мăнуксем пур. Лизук аппа мăнукĕсене те хăех пăхса ÿстернĕ. Ачисемпе мăнукĕсем Теччĕрех пурăнаççĕ. Кил хуçи пысăк та тирпейлĕ пÿртре пĕчченех кун кунлать, юрласа чунне йăпатать. «Çывăрма выртсан та, урамра хапха çумĕнче ларнă чух та ĕлĕкхи юрăсене шăрантаратăп», - тет.

Акă хурлăхлă юрă пуçларĕ:
Юрланă хăмăш хурлăн:
- Ан тив, ан тив мана,
Япар чĕлхеллĕ пурнăç
Ан хурлантар чуна!
/.../ Хăйне савма вăл ыйтрĕ, -
Савмарăм эп ăна*
Мана укçа вăл сĕнчĕ, -
Илмерĕм укçине.
Çиленчĕ, çĕçĕ лартрĕ
Вăл ман кăкăрăма,
Ман ÿтĕме пытарчĕ
Çак чăнкă çырана. /.../

Хушса хучĕ: «Пĕччен пурăнма çăмăл мар. Анчах мĕн тăвăн? Анне те 33 çулта тăлăха юлчĕ. Аннене йывăр пурнăç çак юрра юрлаттарнă пулмалла. Ача чухнех сахал мар илтнĕ. Чунĕ тăвăлса çитсен хăйне йĕрсе йăпататчĕ. Анне çак юрра нихçан та вĕçне çити юрлаймастчĕ, кăшт лăплансан вĕçне юрлатчĕ. Пире чыссăр ĕç пулса иртнине кăтартса хăратас темен-ши анне?»

Хăна юррисене Лизук аппа хаваспах юрларĕ:

Шур Атăлпа ишсе пынă чух
Шур хăваран тытса чарăнтăм.
Урампала иртсе пынă чух
Хам тăвансене курма
чарăнтăм.

 

Шур юр çăваканччĕ те
каяканччĕ*
Кăçал çунă шурă юр, ай,
каймарĕ.
Хуйхă пулаканччĕ те
иртекенччĕ*
Кăçал пулнă хуйхăсем, ай,
иртмеççĕ.

2010 çулта эпĕ кÿршĕри Хупкĕпер ялĕн уявĕнче пулнăччĕ. Кинемейсем тăватшарăн тăрса Çимĕк кунĕнче карталанса юрланă юрăсене аса илчĕç. Ача чухне илтнĕ çак юрăсене. Çав вăхăтсемшĕн тунсăхланине пĕлтерсен Лизук аппа хаваспах вĕсене юрласа пачĕ:

Аякран шурă курăнакан,
Аякран шурă курăнакан
Хуратул чечекĕ мар,
мар-ши çав,
Хуратул чечекĕ те мар,
мар-ши çав?
 
Кĕвве те ăста юрлакан та,
Кĕвве те ăста юрлакан та
Хупкĕпер хĕрсен мар,
мар-ши çав,
Хупкĕпер хĕрсен мар,
мар-ши çав?
/.../
Лизук аппа такмаксемпе туй, салтак юррисене те нумай пĕлет. Акă пĕри:
Ан çиленĕр-ха, тăвансем,
Эп такмака такăнтăм.
Эпĕ такмак хутаççине
Киле манса хăвартăм.
 
Апла марччĕ-çке эпир,
Капла марччĕ-çке эпир.
Сар кайăксем юрланă чух
Юрлаканччĕ-çке эпир.
 
Анне тунă-ши мана,
Атте пăхнă-ши мана?
Тĕнчери ырлăха курма
Турă хушнă-ши мана?
/.../

Лизук аппа юрăсене аса илнĕ май çырса хума шантарчĕ. Чăнах та, халĕччен хамăр таврара çакăн чухлĕ юрă пĕлекен çынна тĕл пулманччĕ. Тавах сана, Лизук аппа, хăвăн ытармалла мар хаклă пурлăхна тăван халăхна парнеленĕшĕн.

Николай РОЗОВ.

Теччĕ хули

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.