Комментировать

21 Янв, 2014

«Çĕр улми» уява йыхравлать

Нарăс уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарти Николаев космонавт урамĕнчи суту-илÿ комплексĕнче регионсен хушшинчи «Çĕр улми-2014» курав иртет. Кăçал унăн программи пуян та анлă. Хутшăнакансемшĕн çеç мар, курма пыракансемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ вăл. Экспозицисенче çынсем чикĕ леш енчи тата хамăр çĕр-шыври селекционерсем туса кăларнă çĕр улмин вун-вун сорчĕпе, вĕсен уйрăмлăхĕсемпе çывăхрах паллашаççĕ.

Уявра ăслăлăх-практика конференцийĕ иртет, «çавра сĕтелсем» ĕçлеççĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» туса илес вăрттăнлăха вĕсенче пĕр-пĕрин хушшинче анлăрах сарнă май, хăнасем ку чухнехи сортсем, çĕнĕ технологи тата селекци çитĕнĕвĕ çинчен пуян информаци илеççĕ.

Йĕркелÿ комитечĕн членĕсем Раççей ВТОна кĕнĕ пирки специалистсем отрасль малашне епле аталанассипе çивĕчрех кăсăкланасса шанаççĕ. Продукцие вырнаçтарас енĕпе йывăрлăхсем пулмĕç-ши - чи малтанах акă мĕн интереслентерет вĕсене.

Вăрлăха çухатусăр хĕл каçарас ыйту та канăç памасть. Экспертсемпе тĕпчевçĕсем ăна уçăмлатаççех. Дискуссисене «иккĕмĕш çăкăр» çинчен лайăх пĕлекен профессионалсемпе пĕрле журналистсем те хутшăнаççĕ.

Шупашкара курава килесси çинчен хальлĕхе Раççейĕн 13 регионĕнчен 40 ытла предприяти пĕлтернĕ. Вĕсем - Мускавпа Санкт-Петербург хулисем, Липецк, Мускав, Чул хула, Самар, Свердловск облаçĕсем, Тутар республики, ытти регион та. Предприятисенчен - «Август» фирма», «Сингента», «Агротрейд» компанийĕ» ОООсем, «Колнаг» АХО, ăслăлăх-тĕпчев институчĕсем, ыттисем те.

Курав кунĕсенче йăлана кĕнĕ тăрăх çĕр улмирен хатĕрленĕ вун-вун тĕрлĕ çимĕçе тутанма - ас тивме май пур. Халăх çулленхи пекех паха сортлă вăрлăха хаваспах туянĕ.

Кунтах ачасен чи лайăх ÿкерчĕкĕсемпе алă ĕçĕсен «Эпĕ çĕр улмине юрататăп» конкурсне пĕтĕмлетĕç.

Ăслăлăх-практика конференцийĕн материалĕсен пуххине тата хутшăнакансен каталогне пичетлесе кăларма палăртнă.

В.ГРИГОРЬЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.