Юррисемпе пулăшать
Культура тытăмĕнче хăйĕн ĕçне чунран парăннă çынсем çеç ĕçлеççĕ тенипе килĕшетĕп. Статистика палфрежденийĕсенчи вăтам ĕç укçи 11774 тенкĕпе танлашнă, муниципалитет шайĕнчисен - 9985 тенкĕ. Тăвай районĕнче вара, тĕслĕхрен, çак кăтарту 8561 тенкĕпе тан.
Лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе вырăна çитсе килтĕмĕр. Район пысăках мар, пурĕ те 29 ял кăна. Кунти культурăпа кану учрежденийĕсем /26/, 18 вулавăш, «халăх» ята тивĕçнĕ 2 музей тата 5 коллектив муниципалитет шайĕнчи культурăн бюджет тытса тăракан 12 учреждени тытăмĕнче тăраççĕ. Хальхи вăхăтра унта 106 çын ĕçлет, 29-шĕ - техника персоналĕ.
Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Наталья Чайкина хăй ертсе пыракан тытăмри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Тĕрĕссипе, культура ыйтăвĕпе çеç мар, спорт, çамрăксен политики енĕпе те ĕçлеме тивет асăннă пайăн. Наталья Юрьевна палăртнă тăрăх - культура ĕçченĕсене нихăçан та çăмăл пулман. Юлашки çулсенче ку енĕпе патшалăх шайĕпе витĕмлĕ ĕçлеме тытăнни, «çул-йĕр картти» туса хуни яваплăха татах пысăклатма хистенĕ. Иртнĕ çул отрасльте ĕç укçине виçĕ хутчен ÿстернĕ, вăл 6910 тенкĕрен /2012 çулта/ 8561 тенке çитнĕ. Çапах та çакă та тивĕçтермест. Йывăр лару- тăруран тухма пулать-и? Пур çĕрти пекех кунта та оптимизаци мелĕсемпе усă курнă, штатсене май килнĕ таран «кĕскетнĕ». Наталья Юрьевна шанăçа çухатмасть. Культура ĕçченĕсенчен хăйсенчен те нумай килет тет: ĕç укçине ÿстерме бюджет тулашĕнчи çăл куçпа та усă курма чармаççĕ. Мĕнле тупмалла-ха хушма тупăша? Хăйсен ĕçлесе илмелле. Çапла тăваççĕ те. Акă 2012 çулта районти культура учрежденийĕсем 213500 тенкĕ тупăш илнĕ тĕк, пĕлтĕр - 337800 тенкĕ. Тухăçлă контракт тытăмне вăя кĕртесси пирки те систерчĕ Наталья Чайкина. Мĕне пĕлтерет-ха çакă? Палăртнă тĕллевсене пурнăçламасан культура ĕçченĕ тивĕçлĕ шалăва илеймĕ.
Культура çулталăкĕнчи тĕллевсем мĕнлерех-ха Тăвайсен? Паянхи кун районта тĕслĕх шайри культура учрежденийĕсем тăваттă: Çĕнĕ Пуянкасси, Тăрмăш, Йăнтăрччă ялĕсенчи информаципе культура центрĕсем тата ял тăрăхĕсен хушшинчи культурăпа кану центрĕ. Иртнĕ çул çавăн пекех район центрĕнчи халăх музейне тĕпрен юсама май килнĕ. Кăçалхи тĕллевсем те пысăк: Мучар тата Тĕмер клубĕсене комплекслă çурт-йĕр программине хутшăнса çĕнетесшĕн тата икĕ клуба тĕслĕх шая çĕклесшĕн. Раççей Культура министерствин грантне тивĕçес тĕллевпе проект хатĕрлесшĕн. Пĕлтĕр çак майпа Енĕш Нăрвашсем 100 пин тенкĕ илнĕ. Çав укçапа халăх пултарулăх коллективĕ валли костюм çĕлеттернĕ тата сасă оборудованийĕ туяннă.
Тăвай тăрăхĕ пултаруллă çынсемпе пуян. Артистсем те, композиторсем те, ал ĕç ăстисем те пур. Малашне те çаплах пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсен тĕслĕхне ăша хывса çитĕнеççĕ паянхи ачасем. Вĕсене культура ĕçченĕсем, библиотекарьсем пулăшса пыраççĕ. Наталья Юрьевна темиçе тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Акă Уракассинчи пĕчĕк клубри Татьяна Григорьева администратор тата çур ставкăллă Валентина Григорьева библиотекарь пысăк центрсенчисемпе танах ĕçлеççĕ-мĕн. Клубра пултарулăх коллективĕ те, халăх кăмăлласа çÿрекен кружоксемпе секцисем те пур.
Эпир Енĕш Нăрвашри информаципе культура центрне çитсе килтĕмĕр, унти халăх театрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр. Зоя Васильева режиссер пирки вулавçăсене каласа кăтартмалли сахал мар. Çак ялтах кун çути курнă вăл. Юратнă ентешĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина тĕслĕхĕпе мĕн ачаран сцена çине тухма ĕмĕтленнĕ. Культурăпа çут ĕç училищинче массăллă мероприятисен режиссури енĕпе пĕлÿ илнĕ, 1990-1996 çулсенче ялти библиотека ертÿçи пулнă. Хусан патшалăх культурăпа искусство академине пĕтернĕ. Ун хыççăн культура çурчĕн пултарулăх ертÿçинче ĕçленĕ. 2008 çултанпа халăх театрне ертсе пырать.
Зоя Ивановна хăйĕн шăпине ялпа мар, хулапа çыхăнтарнă пулсан вăл, тен, тата ăнăçлăрах та килсе тухатчĕ-и? Пĕррехинче, хăй кĕвĕлесе юрлакан юрăсене Чăваш радио фончĕ валли çыртарнă чухне ăна Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне ĕçлеме те чĕннĕ. Анчах карьера мар, çемье тĕп вырăнта уншăн. Мăшăрĕ, хĕрĕпе ывăлĕ пирки шухăшланă вăл кашнийĕнчех. Сар кайăк пек саслă, хÿхĕм чечек пек илемлĕскерĕн пĕр вăхăт Мускаври стройкăра арматурщицăра та нушаланма тивнĕ. Культурăра ытла та йывăр пулнă вăхăтпа çыхăннă çак самант, ачасене ÿстерме, пĕлÿ пама вара укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ вĕт. Халĕ вĕсем ура çине тăнă ĕнтĕ, хĕрĕ качча тухса икĕ мăнук парнеленĕ. Паян Зоя Ивановна пĕтĕмпех ĕçе, пултарулăха «чăмнă». Хĕрĕх çул каялла йĕркелесе янă драма кружокĕн кун-çулĕ пирки кăсăкланса каласа кăтартрĕ. Хăй пекех хастар Николай Шутов пуçарăвĕпе чăмăртаннă иккен вăл. 1987 çулхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче «Кай, кай Ивана» спектакльпе «халăх театрĕ» ята хÿтĕленĕ. Николай Андреевич паян çак çутă тĕнчере çук ĕнтĕ, анчах вăл хывнă çул татăлман, унăн ячĕ манăçман. Енĕш Нăрваш халăх театрĕ иртнĕ çул хăйĕн сумлă ятне çĕнĕрен чыслăн хÿтĕленĕ. «Яланах театр» республика фестиваль-конкурсĕнче икĕ номинацире çĕнтернĕ. Пĕри - «Хăй çырнă чи лайăх спектакль», тепри - «Чи лайăх драматург». Мĕн тетĕр? Пьеса авторĕ те Зоя Васильева хăех. Халăх театрĕсем валли тивĕçлĕ хайлавсем çукки алла калем тытма хистенĕ ăна. Мĕн çинчен çырмалли пирки пуçа ватма кирлех мар тет вăл. Йĕри-тавра тинкерсе пăхмалла çеç. Темăсем - пирĕн хушăмăртах. «Пенси укçи мыскарин» никĕсĕнче те ялти тĕслĕхсемех. Кăçал сцена çине кăларма палăртнă «Каçар мана, аппаçăм» пьеса авторĕ те Зоя Ивановнах. 2012-2013 театр сезонĕнче çак ĕçсемпе куравçăсене савăнтарнă: «Шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ» /Н.Айзман/, «Виç хĕрарăм пĕр пасар» /А.Сухан/, «Телейлĕ кăмпа» /Л.Сарине/, «Чăх чĕппи - чемпион» /В.Николаев/. Унсăр пуçне темиçе инсценировкăпа, «Кай, кай Ивана», «Хавруç инке чирленĕ», «Хуняма», «Шăпа», «Вĕрентеççĕ арăмсем» спектакльсен сыпăкĕсемпе паллаштарнă.
Ял çыннисем куравçăсем çеç мар, артистсем те. Халăх театрне вун-вун çул çÿрекен чылай кунта. Сăмахран, Юрий тата Майя Аристовсем, Зинаида Семенова, Валентина Кошкина, Светлана Данилова, Зоя Герасимова, Галина Гаврилова, Галина Сергеева, Владимир Петров спектакльсене хутшăнассине хăйсен тивĕçĕ пек йышăнаççĕ. Çамрăксене те кăсăклантарма пултарать Зоя Васильева режиссер. Татьяна Пурш, Валентина Степанова, Вячеславпа Владимир Ефимовсем, Сергей Зобов кăмăллă хушма ĕçшĕн. Ачасем пирки те манмаççĕ. Çитĕнекен ăру валли халăх театрĕ çумĕнчи «Путене» ушкăн юмахсем, ăс паракан пĕчĕк спектакльсем хатĕрлет. Хăшĕсем аслисем лартакан ĕçсене те хутшăнаççĕ.
Зоя Ивановна информаципе культура центрĕ çумĕнчи ытти ĕçе те хастар хутшăнать. Çирĕм çул каялла хăй йĕркелесе янă «Саймал» ансамбль валли юрăсем çырать, «Пучах» агитбригадăна ертсе пырать. «Килтĕм, килтĕм хăнана» юррине районта çеç мар, республикипех шăрантараççĕ. Ку çеç-и, Мускавра та янăранă вăл. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул çĕр-шыв тĕп хулинче иртнĕ «Чунга-Чанга» Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕн финал концертĕнче Çĕмĕрлери ачасен пĕрремĕш искусство шкулĕнче вĕренекен Александра Афошина шăпах Зоя Ивановнăн асăннă юррине юрланă. Çавна май фестиваль президенчĕн Юрий Энтинăн Тав çырăвĕ Енĕш Нăрваша та çитнĕ.
Юррăмсемпе ял-йыша пулăшас, халăх кăмăлне çĕклес килет тет шăпчăк сассиллĕ юрăç.
Надежда СМИРНОВА