Шăнкăртам - ял аталанăвĕн тĕкĕрĕ
Ку тăрăхра килĕшÿпе татулăх хуçаланать
«Сутуçăсен патшалăхĕ», «Иккĕмĕш Рублевка» - мĕнле кăна хак памарĕç Патăрьел районĕнчи Шăнкăртама! Çакăнта пĕрремĕш хут пулнă çын хÿхĕм çуртсене курса тĕлĕнет.
Çичĕ мечĕтлĕ ял Раççейĕпе те çук теççĕ. Килсерен - çăмăл машина, ытти техника хатĕрĕ, икĕ шкул, пĕр ача сачĕ, хăна çурчĕсемпе ресторансем, культурăпа кану центрĕ. Пилĕк пине яхăн çынлă «пĕчĕк хулара» пурăнма хăтлă тăвассишĕн пысăк ĕç пурнăçланă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Марат Айзатуллов кăçал пуçланă çĕнĕ стройкăна кăтартса çÿрерĕ. Ялта 1237 кил, хĕвеланăç енче çĕнĕ микрорайон çĕкленет. Пĕтĕм ĕçе шыв, канализаци пăрăхĕсем хунинчен пуçланă, асфальт сараççĕ. Çĕнĕ урамсенче 37 капмар çурт хăпартса лартнă ĕнтĕ, тепĕр 30-че паян та ĕçлеççĕ. Аталанать Шăнкăртам. Кунта çемьесем çирĕппине /уйрăлакан мăшăр çукпа пĕрех/, çуралакансен йышĕ вилекенсенчен икĕ хут пысăккине пĕлтĕмĕр.
Регионсенчи ял тăрăхĕсен экономика форумĕ пуçланас умĕн район пуçлăхĕпе Николай Глуховпа калаçса илес терĕмĕр.
- Ĕçлеме ÿркенмен патвар çынсене нимĕнле кризис та хăратмасть, - терĕ Николай Иванович. - Патăрьелсен çивĕчлĕхĕпе тавçăрулăхĕ çинчен мĕнле калаççĕ-ха? Ыттисем вырăн çинчен тăман - Патăрьелсем килсе çитнĕ те, çынсем çывăрма хатĕрленеççĕ - Патăрьелсем çул çинче-ха. Пирĕн халăхăн хастарлăхĕпе хăватне çак сăмахсем аван уçса параççĕ. Шăнкăртам çыннисенчен суту-илÿ тума вĕренĕр. Хусана какайпа тивĕçтерекеннисем - шăпах вĕсем. Выльăх-чĕрлĕхне чăваш ÿстерсе парать. Кăçал кунта туслăх аллейи уçрĕç. Вырăсĕ, чăвашĕ, тутарĕ - пĕр çемье эпир. Районти пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра вăй питти çынсен 48 проценчĕ тăрăшать, вĕсем тĕш тыррăн 80-85%, пахча çимĕçĕн 55-58% хатĕрлесе параççĕ. Фарид Чабатов фермер хуçалăхне çитсе килĕпĕр. Унăн 423 гектар çĕр, кашни гектартан тыр-пул тухăçĕ 32 центнерпа танлашрĕ. Унччен тăватă çын ĕçлетчĕ ун патĕнче, халĕ - вуннăн. Тырă туса илнипе пĕрлех выльăх ĕрчетеççĕ. Чабатовăн тырă управне, выльăх пусса тирпейлемелли уйрăма тата ытти çуртсене кĕрсе курмасан нумай çухататпăр. Тирпейлĕ те çирĕп хуçа алли тÿрех сисĕнет. Пурнăçа ăнăçтаракансене çул уçса паратпăр эпир. Вырăнти инфратытăма йĕркелессине бизнес хăйĕн тÿпине хывать. Мухтанса каламастăп. Ялтан тухнă ăсчахсен йышĕпе Патăрьелсене çитекенни çук.
Ял тăрăхĕсен аталанăвĕн экономика форумне пуçарса яраканĕ тата йĕркелекенĕ - Мускавпа Раççей тĕп регионĕсен тата Чăваш Ен мăсăльманĕсен муфтийĕ Альберт Крганов. Чи малтанах вăл калаçрĕ.
- Ял шăпишĕн пăшăрханакансене, хăй тĕллĕн ĕç пуçарнисене, влаç тытăмĕнче ĕçлекенсене, тĕн ертÿçисене политикăпа общество деятелĕсене тăваттăмĕш хут пуçтарчĕ Патăрьел çĕрĕ, - терĕ муфти. - Сумлă хăнасем Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен çеç мар, Иранпа Турцирен, Китайран килни пирĕн тĕлпулу шайне тата ÿстерет. Шăнкăртамри калаçăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Тутарстан Президенчĕн канашçи Линар Якупов, Тутар халăхĕсен пĕтĕм тĕнчери конгресĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Ринат Закиров хутшăнни - пирĕншĕн пысăк чыс. Çĕршыв хăвачĕшĕн, халăх ырлăхĕшĕн тăвакан пархатарлă ĕçĕрте çÿлти Турă сире пулăшсах пытăр.
Альберт Крганов - РФ Общество палатин членĕ. Шăнкăртамра çуралса ÿснĕскер тăван кĕтес илемĕшĕн пĕтĕм чун хавалне парса тăрăшать. Ислам тĕнĕпе влаç хутшăнăвĕсем пирки тĕплĕ каларĕ, тутарсем ытти тĕн çыннисемпе çураçуллă пурăннине палăртрĕ.
Республика тата район влаçĕсем ял тăрăхĕн социаллă сăн-сăпатне çĕнетме укçа нумай уйăраççĕ. Юлашки çулсенче кăна Шăнкăртамри культурăпа социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çĕклеме 500 млн тенкĕ хывнă. Пурăнмалли çуртсен «Хĕвеланăç» микрорайонне тума пурĕ 214,6 млн тенкĕ парасшăн. Николай Глухов каланă тăрăх - ял çĕкленĕвĕнче пĕчĕк бизнес тÿпи калама çук пысăк, вăл Раççей аталанăвĕн тĕревĕ пулса тăчĕ. Çĕр ĕçĕпе пурăнакан çынсен ывăл-хĕрĕ юта кайса тар тăкмасть. Çуллен 70 çемье чăмăртанать, 100 ача çут тĕнчене килет. Çитĕнекен ăрăва пĕлÿ панисĕр пуçне ĕçе юратма, укçа ĕçлесе илме хăнăхтармалла. Хамăр тумасан пире никам та килсе пулăшмĕ. Ăс-хакăла пуянлатма, бизнесра çул тупма хальхи пек майсем нихăçан та пулман.
- Паянхи калаçу пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе уйрăлми çыхăннă, - терĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. - Раççей Конституцийĕ пурне те пĕр тан правасем пачĕ. Предпринимательствăра кашнин ăнăçлă килсе тухмасан та малаллах талпăнни, ыррине шанни паха. Тĕрлĕ чăрмава пăхмасăрах сирĕн пайтаçăсемпе сутуçăсем сатурлăх кăтартаççĕ. Хамăр тăрăхра хамăрăн тавар çаврăнăшне йĕркелемелли, тупăш илмелли майсем пуррине çирĕплетрĕç. Сирĕнтен вĕренмелли пур. Нумай ача çуратакан, килĕшÿпе татулăхра пурăнакан тутар çемйисем те - ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Тухса калаçнисем питĕ кирлĕ ыйтăва хускатрĕç. Вăл - çемье умĕнчи яваплăх, ачасене ытлă-çитлĕ пурнăç туса парассишĕн ăнтăлни. Ĕç - пурнăç тыткăчи. Çавна ачаран вĕрентесчĕ пирĕн. Эпир социаллă пĕр проекта та чарса лартман. Пĕчĕккисене ача сачĕпе тивĕçтермелли программа пурнăçланать. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçлисене, çамрăк çемьесене пулăшмалли хушма майсем хатĕрлерĕмĕр. Чăваш Енре 4,5 пин çынна ĕçсĕррисен шутне кĕртнĕ. Республикипе 18 пин ваканси! Çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ. Нумай пулмасть Красноармейскинчи кирпĕч заводĕнче пулма тÿр килчĕ. Ку чухнехи предприяти проектпа пăхнă хăвата /çуллен 260 млн штук кирпĕч/ пурнăçа кĕртмешкĕн ăнтăлать.
Тутарсен пĕтĕм тĕнчери конгресĕн ĕç тăвакан комитечĕн пуçлăхĕ Ринат Закиров çакна палăртрĕ:
- Пирĕн тытăма Раççейĕн 64 регионĕнчи тата 37 çĕршыври 468 организаци кĕрет. Чăваш хутлăхĕнче пурăнакансене чи çывăх, чи шанчăклă кÿршĕ вырăнне хуратпăр. Шăнкăртамсем Хусан халăхне тăрантараççĕ тенинче ÿстерсе калани çук. Экономика хутшăнăвĕсем тахçанах çирĕпленнĕ. Раççейри ял тăрăхĕсенчи тутарсен пысăк форумне Хусанта çуллен йĕркелетпĕр. Тутарстан Президенчĕ ăна пысăка хурать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çитес çул ăна Патăрьел çĕрĕ çинче ирттерме сĕннине ырлатпăр. Çак форум шайĕ татах ÿсесси иккĕлентермест. Ан тив, Анăç пире такăнтарма хăтланса хăйĕн шăлне хуçĕ. Вырăсăн ăсĕ, чăвашăн ÿркенменлĕхĕ, тутарăн çаврăнăçулăхĕ - Раççей пĕрлĕхĕн пуянлăхĕ. Çак шухăш-кăмăлпа килтĕмĕр чăваш тăрăхне.
Чăваш Енри православи тĕнĕн училищин ректорĕ Михаил атте сăмахне те тимлĕн итлерĕç:
- Крганов та, Игнатьев та - çĕр сĕткенĕпе ÿснĕ çынсем. Вĕсем пирĕн сĕтел çинчи çăкăр-тăвар ырми-канми ĕçленипе пулнине лайăх пĕлеççĕ. Турă вĕсене халăхшăн ĕçлеме пил панă.
Тутарсем патĕнче йĕркелĕх хуçаланнине курса ĕнентĕмĕр. Çĕршывĕпех килĕшÿпе тăнăçлăх хуçалансан утăмсем сулмаклăрах пулĕç. Паянхи ял сăнне Шăнкăртам лайăх кăтартса парать. Хальхи пурнăçăн тĕкĕрĕ тейĕттĕм ăна. Кăна Турцин Хусанти консулĕн заместителĕ Осман Гектюри, Иран консулĕ Расул Шаян тата Китай предпринимателĕ Фуат Булат, Еврази пĕрлĕхĕн правленийĕн председателĕ Руслан Махмутов ырласа палăртрĕç.
Форум çак кунсенче пухăнни пысăк тепĕр пулăмпа пĕр килчĕ. Мăсăльмансен Чăваш Енри ертÿлĕхне туса хунăранпа 20 çул çитрĕ. Çак ятпа Альберт Крганова, унпа пĕрлех пур мăсăльмана та чĕререн саламларĕç.
Шăнкăртамри тĕлпулусен ăс-хакăлпа культура программи анлă. Тĕрĕсех каларĕ ЧР Общество палатин членĕ Алексей Судленков: «Кунашкал çирĕп те мал ĕмĕтлĕ ял курман».
Шăнкăр-шăнкăр Шăнкăртам,
Çавăнпа тутар пуян мултан, - çакнашкал йĕркесем шăрçаланчĕç Патăрьел тăрăхĕнчи тĕлпулусем хыççăн.
Вячеслав ГРИГОРЬЕВ
саp.ru cайчĕн сăнÿкерчĕкĕ