Комментировать

21 Янв, 2014

«Кашниншĕн чунĕ ыратать»

Валерий Александровича И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ÿнерпе музыка факультечĕн иккĕмĕш корпусĕнче тĕл пултăм. Вăл яланхи пекех студентсен хушшинче, вĕсене диплом ĕçĕ хатĕрлеме пулăшать. Çамрăксем ăна тĕрĕслĕхе тĕпе хурса çирĕп ыйтнăшăн хисеплеççĕ. «Унăн кашниншĕн чунĕ ыратать», - теççĕ студентсем.

Валерий Чеботкина тахçанах пĕлетĕп. Унăн пултарулăхĕпе куравсенче темиçе хутчен те паллашнă, кĕнекисене те вуланă. Чăннипех те талантлă художник, пултаруллă педагог, пысăк чунлă çын. Живопиç хайлавĕ-и, ăслăлăх ĕçĕ-и, вĕренÿ пособийĕ-и - мĕн пур ĕçе вăл пĕлĕвне, ăс-хакăлне, кăмăл-туйăмне шеллемесĕр пурнăçлать. Раççей Художниксен союзĕн членĕ, А.В.Григорьев ячĕллĕ Мари патшалăх премийĕн лауреачĕ, Мари Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Раççей ÿнер академийĕн дипломне тивĕçнĕ... Типĕ çак йĕркесен хыçĕнче искусствăна парăннă çыннăн пуян кун-çулĕ пытаннă.

Валерий Йошкар-Олара пултарулăх çыннисен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ «Мари Эл» ансамбльте ĕçленĕ. Хăй каланă тăрăх - балета, халăх ташшисене юратма вăл ашшĕнчен вĕреннĕ, музыка, опера искусстви енне амăшĕ хыççăн туртăнма пуçланă. Ача чухнех Валерий пурнăç тыткăчи ăсталăх пулассине ăнланса илнĕ. Йошкар-Олари ÿнер училищине пĕтернĕ хыççăн Ленинградри И.Е.Репин ячĕллĕ живопиç, скульптура тата архитектура институтне вĕренме кĕнĕ. «Декабристсен мăшăрĕсене халалланă» диплом ĕçĕшĕн ăна СССР Культура министерствин ылтăн медалĕпе чысланă.

Валерий пурнăçĕнчи курăмлă тепĕр тапхăр - Раççей ÿнер академийĕн живопиç мастерскойĕнче СССР халăх художникĕ Х.Якупов патĕнче ăсталăхне туптанă çулсем. Хыççăн Йошкар-Олари ÿнер училищинче преподавательте, директорта ĕçленĕ. Республикăн культура тата ÿнер пурнăçне хастар хутшăннă.

Валерий Чеботкин тĕрлĕ жанрпа - натюрморт, пейзаж, портрет... - ĕçлет. Раççей, тĕнче шайĕнчи вун-вун курава хутшăннă. «Декабристсем», «Ирина Алферова актриса», «Иеромонах портречĕ» тата ытти картинине Нью-Йоркра, Прагăра, Хусанта, Чул хулара, Саранскра, Волгоградра, Самарта, Мускавра, Краснодарта, Парижра, Стамбулта аван пĕлеççĕ. Ĕçĕсем Раççейри, АПШри, Францири, Польшăри, Алжирти, Китайри музейсенче, уйрăм çынсем патĕнче упранаççĕ. левитра купить

Валерий Александрович 2005 çултанпа Шупашкарта педуниверситетра вĕрентет. Вăл - живопиç кафедрин доценчĕ, лекцисем вулать, аслă курс студенчĕсемпе практика занятийĕсем ирттерет. Вĕсене хăйсем суйласа илнĕ профессие юратма хăнăхтарать, çамрăксен ăс-хакăлне пуянлатма, тавра курăмне анлăлатма пулăшать. Ÿнер педагогикин ыйтăвĕсемпе ăслăлăх статйисем, кĕнекесем çырать.

Людмила КУТЬИНА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.