Комментировать

16 Дек, 2014

Волонтер - ирĕклĕ çынсен ялĕ

90 çул каялла чăмăртаннăскер мĕншĕн сăнне çухатать?   Пысăк мероприятисене йĕркелеме пулăшать, ватă çынсемпе тăлăх ачасене хÿтте илет, спорт ăмăртăвĕсене ирттернĕ чухне вĕсен ĕçĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ... Сăмах - обществăри чи хастар та ăшă кăмăллă çын çинчен. Ку - волонтер. Çак ăнлавпа палăртатпăр эпир паян хăй ирĕкĕпе тĕрлĕ ĕçе хутшăнакан çынна. Ĕлĕк те пулнă вĕсем. Çавсемех иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Вăрнар районĕнче Волонтер ялне пуçарса янă. Мĕнпе палăрнă-ха республикăри чи çамрăк ялсенчен пĕри? Мĕнле ĕмĕт-шухăшпа пурăнаççĕ "ирĕклĕ çынсем" ку тăрăхра паян?

Нуши сахал мар

Анчах ял сăнĕ чуна çÿçентерчĕ: килсерен кивелнĕ çуртсем, çĕрĕшсе тайăлнă хапхасемпе картасем, хыт-хурапа тĕмсем пусса илнĕ хуралтăсем, хăрса хуçăлнă йывăçсем... Çуртсем умĕнче те тирпейсĕрлĕх хуçаланать. Акă пĕр пÿрт çине пысăк саспаллисемпе çапларах çырса хунă: "Кунта хисеплĕ колхозник Кузьма Ефремов пурăннă". Юхăнса ларакан çурта тахçантанпах çын алли пырса тĕкĕнмен, ахăртнех. Аякрах мар тепĕр колхозницăн Анна Козловăн çурчĕ курăнать. Унта та киревсĕр ÿкерчĕк. Ят-сум çĕнсе илнĕ тăрăшуллă çынсен килĕ-çурчĕ çакнашкал "хисепе" тивĕç-ши вара? Юрать, урам варрипе асфальт çул сарнă. Темиçе çул каялла пĕчĕк ялсене çулпа тивĕçтерес тĕллевпе пуçарнă ятарлă программăпа тунăскер. Кăшт маларах вара яла çутçанталăк газĕ те çитнĕ.

Ялпа çапла паллашнă май Галина Андреевăна тĕл пултăм. Волонтерта кун çути курнăскер 3 ача çуратса ÿстернĕ, упăшки вăрманçă пулнă. Шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, хальхи вăхăтра мăнукĕпе йăпанать. Галина Николаевна пĕлтернĕ тăрăх - 60 киллĕ ялта 50 яхăн çын пурăнать. Икĕ урам - Коммунарсен тата Первомайски. "Коммуна ĕçченĕсем çĕкленĕ çуртсем кивелеççĕ. Чылайăшĕн еткерçисем - ачисемпе мăнукĕсем - пур пулин те çĕнетме васкамаççĕ. Ял халăхĕ çулсерен чакать: ваттисем ăсанаççĕ, çамрăксем туха-туха каяççĕ, - хурланса пĕлтерчĕ хĕрарăм.

- Унччен çын нумайччĕ. Пурте туслă пурăнаттăмăр, утă çулма шурă кĕпепе тухаттăмăр. Ун чухне ĕçлеме те хаваслăччĕ, уявсенче те савăнаттăмăр. Халĕ акă шкула та 4 ача кăна çÿрет. Салтак юрри те темиçе çул каяллах илтĕнмест, - пирĕн калаçăва хутшăнчĕ вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ Валентина Гордеева.

Пĕчĕк ялăн нуши сахал мар. Ку тăрăха темиçе çул автобус çÿремест иккен. Вăрнара каяс тесен малтан Пăртаса утмалла. Ял халăхĕ ку ыйтăва темиçе хут та хускатнă, ял тăрăхĕн тата район администрацийĕсене те çырупа тухнă, анчах нимĕн усси те пулман. Ваттисене уйрăмах çăмăл мар: юнашар яла машинăсăр çитсе килеймĕн, тăватă кустăрмаллине те тупмашкăн йывăр. Лару-тăрупа никам та интересленмест, ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем те килсе курманнине палăртрĕ ял-йыш. Медпункт та, лавкка та çук - темиçе çул каяллах хупăннă. Юрать, тĕрлĕ таварпа усламçă тивĕçтерет: эрнере 2-3 хут килсе каять.

 

Культура вучахĕ хĕмленмест

Ялти пĕртен-пĕр учреждени вăл - клуб. Пысăках мар çуртра хăтлă та илемлĕ, таса та тирпейлĕ. Ял кун-çулĕпе, унăн мухтавлă çыннисемпе паллаштаракан стендсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Культура вучахне нумай çул Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Леонтьева хĕмлентерсе тăнă. Клубра тирпейлÿçĕре вăй хуракан Любовь Спиридонова каланă тăрăх - Валентина Васильевна питĕ пултаруллă та ĕçчен пулнă. Вăл халăх культурине упрас тата аталантарас енĕпе чылай ĕç тунă: ĕлĕкхи япаласене пухнă, ял историйĕпе çыхăннă материалсем хатĕрленĕ, мероприятисем ирттернĕ, алĕç ăстисен кружокне ертсе пынă, кĕнеке вулама юратакансем валли ятарлă пÿлĕм уçнă. Вăл тунă ĕç, чăн та, паянхи ăрушăн пысăк пуянлăх, ăна сыхласа хăвармалла ĕнтĕ. Анчах ĕçлекен çуккине пула клуба хупма шухăшланине пĕлтерчĕç.

Çур ĕмĕр каялла клуб çуртĕнче ача сасси кĕрленĕ. Коммуна йĕркеленнĕ хыççăнах уçăлнă садике 30-35 шăпăрлан çÿренĕ. Кун çинчен мана 81-ри Воля Капитонова пĕлтерчĕ. 30 çул ытла почтăра тăрăшнăскер 1939 çулта калăпланă сăнÿкерчĕкпе паллаштарчĕ. Унта садикре ĕçленĕ воспитательсем /вĕсем иккĕн - Ефросиния Капитонова, Пелагея Смирнова/, ачасем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ сăнланнă. Воля Никитична та садике çÿренĕ, вăхăт çитсен ялти пуçламăш шкула утнă. Анчах вĕренÿ учрежденийĕн шăпи те ыттисенни пекех телейсĕр: чылай çул каяллах хупăннă. Ача сачĕн кун-çулĕ те вăрăм пулман.

 

Французсем кăсăкланнă

"Волонтер" коммуна 1922 çулта 160 гектар çĕрпе йĕркеленнĕ. Сергей Порфирьевич Капитонов - унăн пĕрремĕш председателĕ. Коммуна канашне Н.Ильин, П.Крючков, Н.Андреев, Е.Павлова, К.Ефремов, В.Андреев, А.Павлов, В.Архипов кĕнĕ. Хуçалăх çултан-çул çирĕпленсе пынă, унта çу завочĕ, клуб, апатланмăш /столовăй/, ача-пăча çурчĕ туса лартнă. Ачасене пăхаканни А.Павлова комсомолка пулнă, шкулта М.Зайков учитель ĕçленĕ. 1928 çулта çĕрулми кăлармалли машина, молотилка, 1929 çулта трактор туянаççĕ. Ăна туянмашкăн коммунăри хĕрарăмсем хăйсен шÿлкемисене, хушпăвĕсене, тухйисене тата ытти кĕмĕлне сутнă. Çапла пурĕ 825 тенкĕ пухнă. "Волонтер" çинчен ытти çĕршывра та илтнĕ. Вăл уйрăмах французсене интереслентернĕ, сăмахĕ вĕсен чĕлхинчен тухнă-çке. 1932 çулта кунта Англипе Франци рабочийĕсем курма килсе кайнă. 1934 çулта коммунăран колхоз туса хунă... Çапла кĕскен паллаштарать ял кун-çулĕпе клубри стенд.

Сергей Капитонов Вăрнар тăрăхĕнчи Малти Ишек çынни пулнă. Вăл тĕнчен пĕрремĕш вăрçине тата Аслă Октябрь революцине хутшăннă. Маттур салтак хăйпе пĕр шухăшлă çынсемпе пĕрле ялхуçалăх артелĕ йĕркелет. Етĕрне уесĕн çĕр управленийĕ пирĕн республикăри пĕрремĕш коммуна хастарĕсене Çарăклă уйĕнче пысăк лаптăк çĕр уйăрса панă. Ку тăрăха Нурăс вулăсне кĕнĕ Малти Кăкшăм, Кăкшăм, Аçăмçырми тата ытти ялтан куçса килме тытăннă. Вырăссем те пурăннă иккен кунта, тăлăхсем валли те вырăн тупăннă. Хăй вăхăтĕнче Волонтер ура çинче çирĕппĕн тăракан хуçалăх шутланнă: лаша витисем, ферма... Уйра вун-вун гектар тырпул кашланă, вăрман хуçалăхĕ те пуяннисенчен пĕри пулнă. Утар та пысăк тухăç панă. Ялта халĕ те вĕлле хурчĕсем тытакан пур.

 

Хаçат-журнала - машинăпа

Волонтерта машина йышши техникăна сайра-хутра тĕл пулăн. Çав вăхăтрах автомобильпе çÿрекен хĕрарăм та пур. Вăл - ялти почтальонка Ольга Владимирова. "Тăватă кустăрмаллă тусăм - манăн тĕрек. Автобус çуккине пула 4 яла çÿреме йывăр, çуран утма - 35 çухрăм", - терĕ руль умне 2010 çултах ларнăскер. Ольга Семеновна çак ялтах çуралса ÿснĕ, Вăрнар поселокĕнчи çăкăр пĕçерекен комбинатра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Амăшĕ вилсен çурта пушă лартас темен - тăван ене таврăннă. Виççĕмĕш çул кашни кун "Пăртас - Волонтер - Пинер - Айкăш - Шăхаль" маршрутпа çÿрет. Вăл пĕлтернĕ тăрăх тепĕр виçĕ ялĕнче те çын сахал. 15-17 килте кăна пурăнаççĕ, ыттисем пушă. Вĕсенче 3-4 çемье кăна, ытларахăшĕ - карчăк-кĕрчĕк. "Юлашки çулсенче хаçат-журнал вулакансен йышĕ пĕчĕкленсех пырать, уйрăмах хаксем ÿснĕ хыççăн сахалланчĕ. Йÿнĕреххисене илсе тăраççĕ. Хаçат-журнал валеçмелли нумай мар, пенси укçи салатнисĕр пуçне тĕрлĕ тавар сутассипе ĕçлеме тивет", - нимĕн пытармасăр калаçрĕ манпа почтальонка.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.