Комментировать

21 Янв, 2014

Кĕтнĕ вăхăт тинех çитрĕ

Кăрлачăн 17-мĕшĕнче эрне кун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Енре Культура çулталăкĕ уçăлнă май савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Пысăк çак пулăма республика культура ĕçченĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ: театрăн иккĕмĕш хутĕнчи фойере курав экспозицийĕсем хатĕрленĕ, презентацисем йĕркеленĕ. Кунтах - ăсталăх класĕсем те, авалхи йăла-йĕркепе çыхăннă пĕр-пĕр уяв саманчĕ те. Акă, Шупашкарти ÿнер училищин вĕренекенĕсем тăмран пĕчĕк чÿлмек, ваза ăсталаççĕ. Çак ĕçпе кăсăкланакан чылай, чуна илĕртекен япаласем мĕнле «çуралнине» сывламасăр тенĕ пек сăнаса тăраççĕ. Музыка училищин студенчĕсем вара чăваш туйне чун кĕртесшĕн. Пĕркенчĕкпе витĕннĕ пике те, унăн пулас мăшăрĕ те, туй халăхĕ те - пĕтĕмпех - чăн чăвашла тăхăннă.

Архив ĕçченĕсем те пушă алăпа килмен. Электрон тата кинодокументаци архивĕ Иоаким Максимов-Кошкинский ÿкернĕ илемлĕ фильма телевизорпа кăтартрĕ. Акă экран çинче - Тани Юн. Çак самантра вăл пирĕнпе пĕрле тейĕн.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов та çак пуянлăхпа, еткерпе паллашрĕç, унтан курав залне кĕчĕç.

Сцена çинчи ятарласа хатĕрленĕ экран республикăн культура пурнăçне çутатса парать. Çак тапхăрта савăнтаракан самант чылай пулнă. Культура çулталăкĕнчен тата пысăк хăвăртлăхпа сулмаклă ĕçсем кĕтетпĕр.

Уяв ертÿçисем сцена çине Михаил Игнатьева чĕнсе хăпартрĕç.

Михаил Васильевич пухăннисене паллă пулăмпа саламланă май çак шухăша палăртрĕ: «Культура çулталăкĕ чăннипех çутлăх çулталăкĕ пуласса шанатăп. Чăваш халăхĕ авалтанпах тĕлĕнмелле пуян культурине, йăли-йĕркине куç пек упранă, ăруран-ăрăва парса пынă. Чăваш Енĕн пултаруллă çыннисен - Петр Егоровăн, Иван Яковлевăн, Константин Ивановăн, Надежда Павловăн, Геннадий Айхин тата ыттисен те - ячĕсем тĕнче культурин историйĕнче çырăнса юлнă. Çак ятсем тата çĕнĕ талантсемпе пуянланчĕç, вĕсем юратнă Чăваш Ене, Раççее чапа кăларчĕç. «Культура» ăнлав - нумай енлĕ, вăл хутшăнусен пур тытăмĕпе те çыхăннă. Çавăнпа та Культура çулталăкĕнче пирĕн искусствăн, литературăн, музыкăн, живопиçĕн чи çÿллĕ енĕсем пирки çеç мар, хутшăну культури, ĕç тата производство культури çинчен те калаçмалла».

Михаил Игнатьев çавăн пекех республикăра тĕпленсе пурăнакан 128 халăх çыннипе 8 этника ушкăнĕ хушшинче килĕшÿпе çураçу хуçаланнине, çакă Чăваш Ене, çавăн пекех Раççее те, малалла та тăнăçлă аталанма майсем туса парасса палăртрĕ.

Унтан республика Пуçлăхĕ отрасльте нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн балет артисчĕ Айдар Хисамутдинов «Чăваш халăх артисчĕ» ята тивĕçрĕ. «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята çаксене пачĕ: Михаил Дмитриева /Красноармейски районĕ/, Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин преподавательне Ирина Никитинăна, Зоя Спиридоновăна /Хĕрлĕ Чутай районĕ/, Альбина Алексеевăна /ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ/.

Михаил Васильевич çавăн пекех пултаруллă çамрăксен пысăк ушкăнне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнисене ĕнентерекен свидетельствăсем пачĕ.

2013 çулхи чÿк уйăхĕнче ЧР Культура министерстви Культура çулталăкĕн эмблемин эскизне хатĕрлес тĕлĕшпе конкурс йĕркеленĕ. Комисси Красноармейски районĕнчи ял тăрăхĕсен хушшинчи информаципе культура центрĕнчи Александр Казаков художник-оформителĕн ĕçне ырласа йышăннă. Республика ертÿçи Александр Анатольевича асăнмалăх статуэтка парнелерĕ.

Уяв концерчĕ чăннипех çÿллĕ шайра иртрĕ. Концерта «Çавал» фольклор ансамблĕ уçрĕ. Асăннă коллектив пирки, акă, мĕн палăртса хăвармалла: вăл кĕçех Сочире уçăлакан Хĕллехи XXII Олимпиадăн культура программине чăваш юрри-кĕввипе пуянлатĕ.

РФ Правительствин Патшалăх премийĕн «Раççей чунĕ» лауреачĕсем, Раççей тата Чăваш Ен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» тата «Юрай» коллективсем, çавăн пекех Анатолий Музыкантовăн «Суварпа» «Суварята» ташă ушкăнĕсем, халăх музыкин «Раштав», «Çеçпĕл» вокал ансамблĕсем чăваш, ытти халăх культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарчĕç.

Сцена çине искусство ăстисем те тухрĕç: Ж.Бизе, Ж.Оффенбах, М.Глинка произведенийĕсем те янăрарĕç.

Уява уçма хутшăннисен шухăш-кăмăлне те пĕлес килчĕ.

Любовь Константинова, Элĕк районĕнчи ял тăрăхĕсен хушшинчи культура керменĕн ертсе пыракан методисчĕ:

- Культура тытăмĕнче 40 çул ытла ĕçлетĕп. Çак саманта культура ĕçченĕсем тахçантанпах кĕтнĕ. Хăй вăхăтĕнче асăннă отрасль патшалăх шайĕпе пурнăçа кĕрекен «Вĕренÿ», «Сывлăх сыхлавĕ» тата ытти наци программи пекех тивĕçлĕ вырăн тупасса шаннăччĕ. Ун чухне ĕмĕтĕмĕр пурнăçа кĕреймерĕ. Юлашки вăхăтра республикăра ял культурине çĕклес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ: тĕслĕх клубсем йĕркелеççĕ, Çавна май вĕсен пурлăх никĕсĕ те самай пуянланать.

Лидия Филиппова, Элĕк районĕнчи ял тăрăхĕсен хушшинчи культура керменĕнчи «Валинке» халăх фольклор коллективĕн ертÿçи:

- Культура çулталăкĕнче эпир те тĕллевлĕ ĕçлĕпĕр. Çывăх вăхăтра пурнăçа кĕртмелли проектсенчен пĕри - «Пĕчĕк çеç путене» фестиваль тĕлне çăпата ташшине хатĕрлесе çитересси. Халĕ хĕрÿ ĕç пырать: аслă ăрурисем те, ачасен студине çÿрекенсем те çăпата тăватпăр.

Людмила Данькова, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинчи культура çурчĕн директорĕ:

- Ял тăрăхĕнче ирттерекен мероприятисене пĕтĕмпех Культура çулталăкне халаллăпăр. Иртнĕ çул Нарат Чаккинчи клуба газпа ăшăтма пуçланă. Кăçал унта юсав ĕçĕсем тăвасшăн. Кунти хор чăмăртаннăранпа 90 çул çитет. Ăна район шайĕпе уявлас тетпĕр.

Ман килте «Мире кĕтекен çурт» музей ĕçлет. Унта чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă авалхи япаласем упранаççĕ. Иртнĕ çул 352 çын пырса курчĕ. Наци телекуравĕ хăйĕн «Ылтăн çÿпçе» передачисене музей никĕсĕ çинче йĕркелесе пычĕ. Йăла-йĕркене кăтартма «Шăнкăрав» ушкăн пулăшрĕ.

Лариса Казначеева, Елчĕк районĕнчи Вăрăмхăвари культура çурчĕн ертÿçи:

- Вулавăшра та, клубра та пĕчченех ĕçлетĕп. Çапла 14 çул ĕнтĕ. Малтан ялта специалист çуккипе, халĕ - саманине кура.

Ял Тутарстан чиккинче, тĕрĕссипе, унăн ăшĕнче, ларать. Шкула хупрĕç, ачасем, çамрăксем çук тесе каламан пулăттăм. Халĕ кунти 30 ача районти тата Тутарстанри тăватă шкула çÿрет.

Хăй вăхăтĕнче вулавăшпа çавăн пек лару-тăру сиксе тухас хăрушлăх пурччĕ. Эпир вара тĕслĕх библиотека йĕркелесе яма, клуба районта чи малтан çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтма пуçларăмăр.

Ялта 300 яхăн çын пурăнать. Культура ĕçченĕ пĕччен çеç пулсан та чылай мероприяти ирттерме май килчĕ. Пĕлтĕр районти конкурссемпе фестивальсенче 9 диплом илнĕ. Драма кружокне çÿрекенсем /аслисем - «Çăл куçа», шкул ачисем - «Илемпие»/ уйрăмах савăнтараççĕ. Темиçе çул каялла «Илемпи» «Театр тĕнчи» республика конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ, пĕлтĕр районта палăртăмăр.

2013 çулта бюджет тулашĕнчи укçа-тенкĕпе аппаратура туянтăмăр.

Культура çулталăкĕнчи ĕмĕт-тĕллев те пысăк. Вĕсенчен пĕри - тăван яла никĕсленĕренпе 200 çул çитнине тивĕçлĕ шайра уявласси.

Надежда СМИРНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.