Комментировать

13 Дек, 2014

Пура пурарăм пушă вăхăтра

Чăвашăн пултаруллă ывăл-хĕрĕ сахал мар. Вĕсен йышне Трак тăрăхĕнчи Геннадий Гурьева та кĕртмелле.

Красноармейски районĕнчи Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче çуралнă вăл. Пилĕк ачаран чи асли шкул пĕтерсен салтак атти тăхăнать. «Байконур» космодромра ракета çарĕнче иртет хĕсмет. Вăл вăхăтра çак полигон чи сумлисенчен пĕри пулнă. Казахстан пушхирĕ салтаксене çулла - шăрăхпа, хĕлле касакан сивĕ çилпе çирĕплетнĕ.

Тăван тăрăха таврăнсан вăл стройкăна вырнаçать, ĕçленĕ вăхăтрах вĕренет. Шупашкарти трактор тăвакан завод хăпартнă ĕçре те унăн сумĕ пур - унта вăл мастерта вăй хунă. Иртнĕ ĕмĕрĕн пысăк стройки çамрăксене хавхалантарнă. Ыттисемпе пĕрлех - Геннадий Гурьевича та. Ахальтен мар пурнăçĕн çак тапхăрне вăл иккĕмĕш «Байконур» тет.

Халĕ вара çитмĕл пиллĕке çывхараканскерĕн виççĕмĕш «Байконур» тапхăрĕ пырать. Пенсие тухсан пуçланнă вăл. Çамрăклăхне хулара ирттернĕскер 2000 çулта тăван тăрăхне таврăннă. Çуралса ÿснĕ ялта пÿрт лартнă. Ара, строитель-çке! Епле-ха унсăр? Çĕр ĕçне, çутçанталăка кăмăллаканскер чунĕ ыйтнă пек пурăнма пикеннĕ. Мăшăрĕпе Галина Павловнăпа чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Арçын пахчине чавса кÿлĕ те тунă, унта пулă ĕрчетет.

Хĕллехи каçсенче вара чун киленĕçĕпе аппаланать - хăва хуллинчен çуртсем, керменсем хăпартать. Тем тĕрли те пур унта. Чăнни те, юмахри те. Чăх ури çинчи асамлă çуртпа пĕрлех - хăйĕн килĕ те... Чăн пурнăçра кирпĕчрен купаланăскерĕн йывăç макетне тунă. Ача чухне час-часах кукамăшĕ патĕнче - Çавал Çырмара - пурăннăскер Федор Лукин композитор кил-çуртне те «чĕртсе» тăратнă.

Канлĕ ватлăх çулĕсем çитсен çеç пикеннĕ вăл ку ĕçе. Пĕррехинче хĕлле Ункă хĕррипе уçăлса çÿренĕ чухне хăва хулли куçĕ тĕлне пулнă та... Ăна касса карçинкка тăвас шухăш çуралнă арçыннăн. Хуçалăхра кирлĕ япала-çке. Кукашшĕ те ăста пулнă унăн.

Йывăçран катка-пичке, савăт-сапа, кĕрепле таврашĕ, урапа кустăрми те тунă. Строитель алли вара туратсенчен çуртсем хăпартма тытăннă. Çапла пĕрин хыççăн тепри... Хут çинче мар, пуçра ÿкерĕнеççĕ пулас шедевр макечĕсем. Унтан çил арманĕсем, капмар çуртсем, керменсем майĕпен хăпарма тытăнаççĕ. Васкамасăр, асăрханса, тăрăшса, тĕплĕ тăвать вĕсене ăста. Пĕр пысăк япала капăрласах хĕл каçать темелле. Хăвăрт пулакан ĕç мар-çке.

Нумайăшĕ Геннадий Гурьевич киленĕçĕ пирки пĕлмен те. Сăпайлăскер ĕçе вăрттăн пурнăçланă. Пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсем, пĕлĕшĕсем те хăшĕ-пĕри кун пирки халĕ çеç пĕлеççĕ.

- Мухтаннă пек пулать-çке. Çавăнпах кăтартман та, - ăнлантарать Геннадий Гурьев. - Пушкин юмахĕсенче çеç миçе тĕрлĕ кермен курма пулать? Ас туса юлатăн та çавăн евĕрлине хăпартма хăтланатăн. Интереслĕ-çке. Çав вăхăтрах чăтăмлăх кирлĕ. Кашни пайпа тĕплĕ ĕçлемелле, - тет вăл.

- Психологи сехечĕ пур теççĕ. Вăт çавăнпа эпĕ хама аллăра çеç туятăп-ха, - кулать арçын хăпартланса.

Тепĕр тесен ăна çав çула çитнĕ тесе калаймăн та. Пултаруллăскер ташша тухсан та яшсенчен те ирттерет.

- Анне хитре сасăллăччĕ, еплерех шăрантаратчĕ. Атте те юлман унран. Хулăн сасăллăччĕ, - каласа кăтартать вырăнти артист. Ара, шкулта вĕреннĕ чухнех халăх умне тухнă Гурий. Концертсене хутшăннă. Спектакльсенче те вылянă. Айтар рольне калăплани те асĕнчех.

Ялта пурăнма пуçласан вара «Телей» фольклор ушкăнне çÿреме тытăннă. Юрлать, ташлать. Шÿтлеме те ăста.

Киленĕçĕпе район, республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусене явăçать пултаруллăскер.

- Кăçалхи Культура çулталăкĕ маншăн питĕ ăнăçлă, тухăçлă пулчĕ. Тĕрлĕ конкурса палăрмалла хутшăнтăм, ĕçе хакласа курав йĕркелесси патнех çитрĕм, - тет Трак енĕн маттурĕ.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.