Комментировать

13 Дек, 2014

Эсир тÿлев карттипе çул çÿретĕр-и?

Правительство çуртĕнче профтехучилищĕре, шкулта вĕренекенсем, студентсем республикăри автомобиль тата хуласенчи электричество транспорчĕсемпе çÿренĕ чухне кондуктора е водителе укçа алăран памасăр тÿлевпе татăлмалли карттăпа усă курассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе яврĕç.

ЧР Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин талккăшĕнче пассажирсен пĕрлехи транспорчĕпе çÿренĕшĕн тÿлевпе укçасăр татăлмалли карттă çинчен» йышăнăвне пурнăçласа Чăваш Енре пурăнакансене, çав шутра асăннă заведенисенче вĕренекенсемпе студентсене çав карттăна «Транспортăн пĕрлехи картти» общество туса парать. Терминалпа укçа йышăнса ăна вăя кĕртессине те вăлах йĕркелет.

ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх - тÿлевсĕрех карттă хатĕрлесе паракан тата терминалпа укçа йышăнса çав хатĕр вăйне çирĕплетекен пункт Шупашкарта - 14, Çĕнĕ Шупашкарта - 5, Канашра - 2, Çĕмĕрлере, Улатăрта, Етĕрнере, Сĕнтĕрвăррире, Çĕрпÿре, Патăрьелте, Куславккара - 1-ер. Укçа хурса транспорт карттин вăйне кĕртмелли терминала Раççей Перекет банкĕн уйрăмĕсенче те вырнаçтараççĕ. Хальĕхе вăл Çĕнĕ Шупашкарта - 7, Канашра, Çĕмĕрлере, Çĕрпÿре, Етĕрнере - 1-ер, ытти - Шупашкарта.

«2015 çул вĕçлениччен 200 ытла лартма палăртрăмăр», - терĕ банкăн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Артем Пищик. Министерство секторĕн ертÿçи Артем Пилкин кăçалхи сентябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне шкулта вĕренекенсем валли - 7 пин, студентсем валли 10 пин карттă хатĕрленине, малтанах унпа яш-хĕре вĕренÿ заведенийĕсен администрацийĕсем тăрăшнипе тивĕçтернине пĕлтерчĕ. Ÿлĕм ăна илме общество пунктне çамрăксен хăйсен кайма тивет. Асăрхаттаратпăр: хăвăрпа пĕрле эсир вĕренекен пулнине çирĕплетме администрацирен справка е студент билечĕ илме ан манăр. Карттă вăйне кĕртме кашни уйăхăн 20-мĕшĕнчен пуçласа çитес уйăхăн 5-мĕшĕччен çулçÿрев билечĕн хакĕ чухлĕ укçа хывмалла. Терминала нухрат хурас умĕн документ кăтартмалла мар.

Общество директорĕ Артем Горбунов терминала укçа хывакансем час-часах тăвакан йăнăшсем çинчен асăнчĕ. Пĕрисем укçа тÿлеме хунă купюрăна терминал туртса илессе тата касса чекĕ тухасса кĕтмесĕрех карттăна кăларса илеççĕ - тÿлев хăйĕн йĕркипе вĕçленеймест, укçа вырăна çитмест. Иккĕмĕшсем укçа çулçÿрев билечĕн хакĕнчен е нумайрах, е сахалрах хывса, виççĕмĕшсем укçа тытакан счетран общество счечĕ çине нухрат куçарса çулçÿревшĕн тÿлеймеççĕ. Хальлĕхе техника сăлтавне пула карттăпа терминал çыхăнăвне йĕркелемен. Ку ыйтăва килес çул татса парасса шантараççĕ.

Карттăна типтерлĕ упрамалла. Çухатсан çĕннине тутарма обществăн Шупашкарти тĕп офисне кайса черете тăмалла. Хатĕрлесе париччен темиçе эрне кĕтме тивет. Çавăнпа шанчăклă вырăна чиксе çÿремелле. Республикăра транспорт карттине илмен çын чылай-ха. Министерство пассажирсенчен ку ыйтăва тăсса ямасăр татса пама ыйтать.

Юрий МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.