Комментировать

13 Дек, 2014

"Çĕрулми - 2015" курав каллех хăнасене пухĕ

"Агро-Инновацисем" хысна унитари предприятийĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов ертсе пынипе регионсен хушшинчи "Çĕрулми - 2015" курава ирттерекен комитет ларăвĕ пулнă. "Аграрисемшĕн вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ, - тенĕ министр. - Çитес çул çиччĕмĕш хут иртĕ. Çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтерессе шанатпăр".

"Агро-Инновацисем" ХУП директорĕ, куравăн ĕç тăвакан ушкăнĕн ертÿçи Николай Васильев пĕлтернĕ тăрăх - йăлана кĕнĕ уяв Раççейри тата унăн тулашĕнчи АПК предприятийĕсене ĕçлĕ тĕлпулусене анлăрах явăçтарма, экспозицисем тăратма, реклама йĕркелеме май парĕ.

Куравра ăслăлăхпа-практика конференцийĕ те пулĕ. Ăна епле хатĕрленнипе Раççей Ялхуçалăх академийĕн А.Г.Лорх ячĕллĕ çĕрулми хуçалăхĕн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн директорĕн заместителĕ Борис Анисимов паллаштарчĕ.

"Çĕрулмин ку чухнехи промышленноç никĕсĕ çинчи инноваци аталанăвĕн лару-тăрăвĕпе малашлăхĕ" конференци программипе килĕшÿллĕн хăнасем пĕрлехи ларăва тата "çавра сĕтелсене" хутшăнĕç. Вĕсен программи анлă: "Çĕнĕ сортсем тата вируссăр вăрлăх ĕрчетес ĕçри инноваци технологийĕ. Раççейри лару-тăру тата пĕтĕм тĕнчери опыт", "Раççейĕн апат-çимĕç рынокĕнчи çĕрулмипе унран хатĕрлекен çимĕç маркетингĕ: пахалăх, техника регламенчĕ, чĕркев", "Çĕрулми тухăçĕпе пахалăхне ÿстермелли удобрени витĕмлĕ тытăмĕ", "2015 çулта çĕрулми чирĕсемпе сăтăрçисем епле сарăлассине шута илсе вĕсенчен тата çумкурăкран хÿтĕлемелли майсем", "Çĕрулмине инноваци технологийĕпе туса илме техникăпа тивĕçтересси".

Курав кунĕсенче "иккĕмĕш çăкăртан" хатĕрленĕ тĕрлĕ çимĕçе тутанса пăхăпăр, паха вăрлăх туянма пулĕ. Экспозицире ăслăлăхри, селекцири тата производствăри ку чухнехи çитĕнÿсемпе, чире, шăрăха тÿсĕмлĕ сортсемпе, паха вăрлăх çитĕнтерекен предприятисен опычĕпе паллашма пулать.

"Çĕрулми-2015" курав çитес çул Шупашкарăн Николаев космонавт урамĕнчи ялхуçалăх ярмăрккинче февралĕн 19-20-мĕшĕсенче иртет. Ăна çÿллĕ шайра ирттермешкĕн хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.