Комментировать

13 Дек, 2014

Çичĕ ют таварĕ хухтăр, хамăрăн хушăнтăр

Ĕнер Михаил Игнатьев республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика тата Инвестици илĕртÿлĕхне вăйлатассипе çыхăннă ĕç канашĕсен пĕрлехи ларăвне ирттерчĕ.

Вăл тата Япони компанийĕн йĕркелÿçи Ичиро Камада господин "Автомобильсем валли кабель жгучĕсен производствине Шупашкарта йĕркелесси" проекта пурнăçа кĕртес тĕллевпе ЧР Министрсен Кабинечĕпе "Фуджикура Аутомотив РУС Чебоксары" общество хушшинчи пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пусрĕç.

М.Игнатьев ют çĕршывсенчен турттаракан тавар калăпăшне пĕчĕклетес, çавăн йышши продукциех вырăнта туса кăларас тĕлĕшпе "ЧЭАЗ", "Элара", "Электроприбор" /Улатăр/, "Эра", "ВНИИР", "ВНИИР-Прогресс", "БРЕСЛЕР", "Акконд" обществăсем лайăх ĕçленине, ытти предприятишĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Çĕнĕ Шупашкарти хĕвел модулĕсем хатĕрлекен заводра 306 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерессине, продукци кăларма пуçланине, пурăнмалли çурт-йĕр тума федерацин 16,3 гектар çĕрне /Шупашкартан тухсан Етĕрне çулĕ хĕрринче/ тĕп хулана парас ыйтăва татса панине пĕлтерчĕ.

ЧР экономика министрĕ Владимир Аврелькин республикăра тавар ытларах туса кăларса чикĕ леш енчен кÿрекен продукци калăпăшне пĕчĕклетессишĕн, Чăваш Енре хатĕрлекеннине ÿстерессишĕн тăвакан ĕç еплерех пыни çинчен каласа пачĕ. Юлашки çулсенче çĕршыври вун-вун предприяти паха продукци хатĕрленипе палăрчĕ. Анчах вĕсен йышĕ çав-çавах нумай мар. Халăха паха таварпа тивĕçтерекенсен хисепне палăрмаллах ÿстермелле. Хальхи вăхăтра çĕршыври мĕнпур тавар çаврăнăшĕнче чикĕ леш енчен кÿни 79% йышăнать. Раççей Правительстви унăн калăпăшне çывăх çулсенче 29% чакарма тĕллев лартнă. Вăл икĕ тапхăртан тăрать. Пĕрремĕшĕ производствăна модернизацилесе çĕнĕ те паха тавар туса кăларассине йĕркелеме хыснаран укçа уйăрассипе çыхăннă. Сăмахран, кăçал республикăри промышленноç предприятийĕсем 650 млн тенкĕ илнĕ.

Министр Елчĕкри сыр хатĕрлекен завода килес çулхи пĕрремĕш кварталта хута яма шантарнине, çĕнĕ оборудовани туяннине пĕлтерчĕ. "Сăмаха çилпе вĕçтермĕç-ши? - ыйтрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. - Унта ĕç мĕнле пынипе кăсăклансах тăрăр. Туризма аталантарассипе çыхăннă икĕ проект Муркаш районĕпе Шупашкарта хăçан пурнăçа кĕрĕç?"

Пĕрремĕшĕнче инфратытăм хываççĕ. Иккĕмĕшĕнче ăна епле пурнăçа кĕртесси çинчен тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтерчĕ. Пĕтĕмлетсе каласан - Шупашкарта та туристсене хальхинчен ытларах йышăнма палăртнă. Министр докладне сÿтсе явма "Экра", "В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ", "ДМ-Сервис", "Ольдеевская" АФ", "Электроавтомат" обществăсен ертÿçисем О.Саевич, М.Резников, И.Анисимов, Е.Беликова, Е.Валидов хутшăнчĕç.

Ларура "Турбоком" общество директорĕ В.Овчаренко промышленноçра, агропромра усă куракан автомобильпе трактор двигателĕсем валли Шупашкарта туса кăларма палăртнă турбокомпрессор производствин проекчĕпе паллаштарчĕ.

ЧР строительство министрĕ Олег Марков федерацин пурăнмалли çурт-йĕр тума пулăшакан фончĕпе аллă-аллăн тытăнса ĕçлесе кăçал республикăра пурăнмалли вырăн мĕн чухлĕ хута ярассипе, ку енĕпе пурнăçа кĕртме палăртнă тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Банксен ĕç-хĕлĕпе, доллар хакланса, тенкĕ йÿнелсе пынипе çыхăннă ыйту çинче ЧР Наци банкĕн тата Раççей Тĕп банкĕн Атăл-Вятка тĕп управленийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи А.Логвинов чарăнса тăчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.