Анатолий Моисеев: Тăван яла юратмаллах!
Пуçарулăхĕпе, малашлăха курма пĕлнипе, сăмаха тытнипе палăрать вăл. Çав вăхăтрах çынсене пур енĕпе те тĕслĕх кăтартать. Çакнашкал ырă сăмахсем каласа паллаштарас килет манăн хамăр вулакансене Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Анатолий Моисеевпа. Маларах вăл «Красная поляна» хуçалăха, «Агрохимия» предприятие ертсе пынă.
- Çак пукан çинче хăвăра хăтлă туятăр-и? Килĕшет-и?
- Тĕрĕссипе, сĕре килĕшет, мĕншĕн тесен питĕ йывăр. Эпĕ йывăрлăхпа кĕрешме юрататăп. 1983 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕрсен спортпа туслашрăм. Вăл вара пурнăçра самай пулăшать. Спортра акă еплерех: кĕрешме йывăр, кĕрешÿçĕсем хăватлă, кавир çине пĕрре тухнипех çĕнтерейместĕн, тренировкăсене çÿремелле, çав йывăрлăхсене тÿссе ирттермелле. Çапла пире тренерсем пурнăçра усăллă пулма вĕрентрĕç пулĕ тетĕп. Халăха хÿтĕлекен çыннăн чăннипех вăйлă пулмалла. Çав вăхăтрах ăс-тăн енĕпе те, тавракурăмпа та. «Ку çынна шанма пулать!» - тесе пĕтĕмлетĕ вара халăх. Тĕрĕссипе, кăмăла килсен кашни сферăрах ĕçлеме интереслĕ.
- Иртсе пыракан 2014 çул сирĕншĕн мĕнпе асра юлчĕ?
- Лаша çулĕнче çуралнă пулин те маншăн та ку çулта йывăрлăх нумай пулчĕ. Политикăн та витĕмĕ самаях пулчĕ пулас. Кунашкал лару-тăрăва эпĕ салтак пурнăçĕпе танлаштаратăп. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, авă, Ленинград çыннисем икĕ çул блокадăра пулнă. Пурăннă вĕт-ха çынсем, парăнман. Пĕр енчен эпĕ савăнатăп: политика кăларса тăратакан йывăрлăхсем çынна ĕçлеме вĕрентсе пыраççĕ. Тĕрĕсмарлăха сирсе, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма тивет. Çавăнпа халĕ çав «блокадăран» тухрăмăр тесшĕн.
2014 çулта эпир культурăпа кану паркĕнче чылай ĕç турăмăр. Ăна хăтлама ятарлă конкурс ирттертĕмĕр. Сăрă ăстисем чылайăн хутшăнчĕç унта. Çĕнтерÿçисем вара калама çук чаплă палăк лартса пачĕç. Халĕ унашкалли ытти район центрĕнче те çукрах-ха. Тротуарсем сартăмăр, сцена майлаштартăмăр, саксем вырнаçтартăмăр, лăсăллă йывăçсем лартрăмăр. Парка эпир çитес çул октябрь уйăхĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртатпăр. Çавăн пекех çамрăк çемьесемпе, çурт-йĕрпе çыхăннă мĕнпур программăна хутшăнатпăр. Енчен те районта Федераци, республика шайĕнчи 12 программа ĕçлет-тĕк - эпир пĕринчен те айккинче юлмастпăр. Район центрĕ тирпейлĕ, илемлĕ пултăр тетпĕр. Çав тĕллевпе муниципалитетăн унитари предприятине йĕркелерĕмĕр. Çулсеренех ятарлă техника туянатпăр. Пирĕн халĕ çулсене тасатаканни те, çÿп-çап пуçтараканни те, тиекенни те, йывăç-тĕм тикĕслекенни те пур. Тротуарсем хĕлле те - çап-çутă, тап-таса.
- Район центрĕн сăн-сăпачĕ улшăнсах пырать. Хăнасене кăтартмалли, чи хитре вырăнсем...
- Эпĕ Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулса курнă. Куçа тÿрех мĕн курăнать? Паллах, илем! Кашни ялăн хăйĕн сăнĕ. Пирĕн район центрĕнче кашни кĕтес илемлĕ тесе шутлатăп. Эпир хамăр ял тăрăхĕнче ача-пăча площадки çулсеренех икшер уçма палăртнă. Пĕрне нумай хутлă çуртсем патĕнче, теприне уйрăм çынсем пурăнакан урамсенче хăтлатпăр. Хăш урамра е картишре - депутатсемпе канашласа палăртатпăр. Çак ĕçе депутатсем хастар хутшăнни савăнтарать. Крепков тата Ленин урамĕсенче кăçал уçăлнă çĕнĕ площадкăсенче ача-пăча хĕвĕшет кăна. Нумай хутлă çуртсенче пурăнакан ача амăшĕсем хăйсем те питĕ пуçаруллă пулчĕç. Пĕлтĕр 12 метр çÿллĕш автовышка туянтăмăр. Халĕ кашни урамрах юпасем çинче çутă пур. Маларах Канаш урамĕ тĕттĕм вырăн пулнă тăк - халĕ унта та çап-çутă. Ленин урамĕнче, ав, энерги перекетлекен лампăсем вырнаçтартăмăр.
- Çĕнĕ çула хатĕрленес ĕç-хĕл епле пырать?
- Пирĕн район шайĕнче «Çутă пултăр яланах!» /«Да будет свет!»/ конкурс иртет. Эпир унта та хастар хутшăнатпăр. Хальлĕхе Патăрьелте 2-3 çĕрте кăна чăрăша капăрлатнăччĕ-ха, çитес вăхăтра вĕсем ытларах пулĕç.
- Халĕ кашни район центрĕнчех спорт комплексĕ пур. Калăр-ха, сирĕн халăх унта çÿрет-и?
- Хам эпĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕн хăйĕн пур енĕпе те тĕслĕх кăтартмаллине шута илсе ирхине зарядка тăватăп, ĕçе çуран çÿретĕп. Спортзала çитсе килме те вăхăт тупатăп. Унта эпир ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе икĕ ушкăн /аслисемпе кĕçĕннисен/ йĕркелерĕмĕр. Футболла та вылятпăр, кĕрешетпĕр те. Бассейна та, ытти çĕре те халăх чăннипех питĕ йышлă çÿрет. 2011 çулта эпир урамсен хушшинче мини-футболла выляс енĕпе ăмăртусем йĕркелеме тытăнтăмăр. Кашни касшăн, урамшăн депутатсем яваплă. Волейболла выляс енĕпе те вăй виçетпĕр. Сăмах май, Патăрьел ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем /пурĕ 9 çын/ пурте физкультура комплексне çÿреççĕ. Вĕсем ăмăртусенче те яланах малтисен йышĕнче.
- Анатолий Федорович, яла юлнăшăн кулянмастăр-и? Тен, хулара пысăкрах çитĕнÿ кĕтетчĕ сире?
- Хăй вăхăтĕнче эпĕ хулана кайса вырнаçнăччĕ ĕнтĕ. Маларах аслă шкулта вĕреннĕ, унтан ШĔМ тытăмĕнче ĕçленĕ. Пирĕн атте 46 çулта чухнех пурнăçран уйрăлчĕ, унтан аннене те юлашки çула ăсатма тиврĕ. Йăмăксемпе шăллăмсем пĕчĕкчĕ. Чунăм кил еннелле туртăнма тытăнчĕ. Çапла, шăпам тăван тăрăхах илсе çитерчĕ. Уншăн халĕ нимĕн чухлĕ те ÿкĕнместĕп. Тăван яла юратмаллах, мĕншĕн тесен тăван ял та сана савать, сансăр тунсăхлать.
- 2015 çултан мĕн кĕтетĕр?
- Паллах, ыррине çеç. Качака çулĕ Лаша çулталăкĕнчен лайăхрах пулассăн туйăнать. 2015 çул валли палăртни чылай, йăлтах пурнăçа кĕртесчĕ.
Роза Власова.
Автор сăнÿкерчĕкĕ