Комментировать

13 Дек, 2014

«Мунчара яланах икĕ мăшăр милĕк пĕçеретпĕр»

Пирĕн сĕтел çинче паха çимĕç кăна

Унăн кил-çуртĕнче пур çĕрте тирпейпе илем хуçаланать. Картишре те, лупас айĕнче те, çуллахи кухньăра та, выльăх апачĕ хатĕрлекен вырăнта та, пĕчĕк пÿртре те... калама çук хăтлă. Куçшăн та илем, чуншăн та хĕпĕртев. Ахальтен мар вăл «Чи тирпейлĕ кил-çурт» ята тивĕçнĕ. Сăмахăм Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра пурăнакан Елена Федорова пирки. Елена Никандровнăн керменĕ, чăн та, хулари хваттертен те капăртарах. Чаплă йышши сĕтел-пукан, гарнитур, тĕрленĕ тата ахаль картинăсем илем кÿреççĕ ку киле. Ял çыннисем те паян хăтлă пурăнма вĕренсе çитрĕç.

Елена Федорова питĕ хăйне евĕр, ĕçчен те сăпай хĕрарăм. Сакăр çул каялла вăл юратнă мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Йывăр чир Игорь Аркадьевича çывăх çыннисенчен вăхăтсăр уйăрнă. Ывăлĕсем Алексейпа Андрей Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ. Наташа вара Шупашкарти коопераци институтĕнче пĕлÿ илет. Канмалли кунсенче, уявсенче ачисем тăван киле килессе чăтăмсăррăн кĕтет «вучаха» упракан хĕрарăм. Сăнÿкерчĕксен альбомне уçкаланă май Елена Никандровна пурнăç çулне аса илчĕ. Ăна, хуп-хура çÿçлĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ чиперккене, пĕр ял каччи Игорь пĕчĕкренех куç хывнă. Салтакран килсен вара хăй калашле «утма та паман», тÿрех качча илнĕ. Пĕркенчĕк айне тăнă чухне Елена вунсаккăрта кăна пулнă. Вăл шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Пĕр тапхăр вăрман хуçалăхĕн столовăйĕнче вăй хунă. Унтан лесопункта куçнă. Унта вара 2003 çулчченех тăрăшнă. Юратнă мăшăрĕ юнашар пулни хавхалантарнă, çунат хуштарнă ăна. Ăна аса илсенех куçĕсем шывланаççĕ унăн. «Питĕ килĕштернĕ эпир пĕр-пĕрне. Сĕре лайăх çынччĕ вăл, мĕн каланине йăлт итлетчĕ. Пĕрле пурăннă виçĕ теçетке çул хушшинче пĕрре те сивĕ сăмах каласа кÿрентермен... Малтанах пĕчченлĕхе ниепле те хăнăхаймастăмччĕ. Тунсăхччĕ, чунăм макăратчĕ. Çулла атя ĕçпе чуна пусараттăмччĕ. Анчах хĕле кĕресрен сехре хăпса тухатчĕ. Вăл вилнине чунăм халĕ те йышăнасшăн мар. Алăк халь-халь уçăлассăн, Игорь пырса кĕрессĕн туйăнать. Больницăна выртма кайнă пек кăна туйăнать. Юрать ачасем çитĕнсе, ура çине тăрса юлчĕç. Ывăлсем халĕ йăмăкне пулăшаççĕ. Çулла вăрмана чупатăп, çырла, кăмпа тататăп, милĕк, шăпăр хатĕрлетĕп. Вĕсене сутлăх та янтăлатăп. Вăй-хăват çитнĕ таран выльăх-чĕрлĕх усратăп. Кĕтĕве каякан çуккипе ĕне тытма пăрахрăм. Ун вырăнне - картиш тулли хур-кăвакал, чăх-чĕп, сысна. Ачасене какай кирлĕ, эпĕ лавккаран пельмень, катлет, кăлпасси пĕрре те туянмастăп. Килти какайран темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç те хатĕрлетĕп. Лавкка çимĕçне юратнăранах паян самăр çын питĕ нумай. Манăн шухăшăмпа, вĕсен йышĕ тепĕр темиçе çулран тата та хушăнать. Эпир вара таса çимене кăна ас тивме тăрăшатпăр. Хĕле валли пахча çимĕç чылай маринадлатăп, тăварлатăп. Ĕнер ав купăста йÿçĕтрĕм. Çавăн пекех эпĕ пĕчĕк пахчара çĕр çырли /виктори/ чылай туса илетĕп. Авалхи сортах пулин те, питĕ пылак вăл. Ăна хĕлле валли шăнтса хуратăп. Çулла йышпа машинăпах хура çырла татма каятпăр. Çывăхра çукрах вăл, Кучек патнех çитме тивет. Хура çырларан варени те пĕçеретĕп, компот та хупатăп. Ытлашшине сутатăп. Милĕке те аякка кайма тивет. Çу каçа хурăн, юман милĕкĕсене 100 ытла мăшăр та янтăлатăп. Халĕ те нумай-ха сутмалли. Эпĕ çынсем пек асфальт хĕрне тухмастăп, тутарсем хăйсемех киле килсе туянаççĕ. Милĕке тăпăл-тăпăл, тирпейлĕ тума тăрăшатăп. Лăпăс-лăпăса, йывăррине тиркеççĕ вĕсем. «Санăн милĕкне юрататпăр»,- теççĕ мана Шăнкăртамсем /Патăрьел районĕ/. Асăннă ялти мишер арăмĕсемпе - Фаридапа тата Гелияпа - сĕре туслă эпĕ. «Кăмпу пур-и, шăпăру пур-и.» - тесе кăна тăраççĕ хайхисем. Мана вара вĕсем Лина тесе чĕнеççĕ. Сăмах май, пĕр мăшăр милĕк паян 50 тенкĕ тăрать. Хамăр вара кашни мунчара икшер мăшăр милĕк пĕçеретпĕр. Эпĕ те, ачасем те çапăнма кăмăллатпăр. Хурăнран тунă милĕке ытларах юрататпăр. Юманран хатĕрлени вара чĕрепе чирлисемшĕн сиплĕ»,- вăрттăнлăха уçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Елена Никандровна, мĕн ачаран çут­çанталăка, тăван тăрăха, вăрмана юратса ÿснĕскер, çырла, кăмпа, сиплĕ курăк вырăнĕсене никамран лайăх тĕшмĕртет. «Вăрман пуянлăхĕ вара такама валли те çитет»,- тет. Кăмпа ытларах хырлăхра, кÿлĕ е шурлăх çывăхĕнче чылай-мĕн. «Кăçал тунката кăмпи сахалрах пулчĕ, мăнтăр кăмпа, кăрăç, хурăн кăмпи чылайччĕ. Икĕ витре сарă кăмпа татрăм. Хăш-пĕри яка кăмпана /сыроежка/ тапа-тапа иртет, эпĕ вара ăна пухатăп, пĕçерсе сивĕтмĕше хуратăп. Кайран ăшаласа çиме аван, тăварласан та тутлă вăл»,- ăс парать кăмпаçă. Елена Федорова халĕ вăхăта алĕç туса, хаçат-журнал вуласа, телевизор пăхса ирттерет. «Хулара пĕр кун та тăраймастăп, ялах килĕштеретĕп»,- чунне уçать манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм. Ачисене вара яланах кукăль пĕçерсе кĕтсе илет...

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.