Комментировать

13 Дек, 2014

Ентешсен парнисемшĕн

Красноармейскинчи физкультурăпа сиплев комплексĕнче «Трак ен» ентешлĕх членĕн, «Сенкер» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕн Виктор Николаевăн парнисене çĕнсе илессишĕн сĕтелçи теннисла выляссипе турнир иртрĕ. Виктор Степанович хăй шучĕпе районти 11 вăтам шкула сĕтелçи теннис комплекчĕсене 200 пин тенкĕлĕх парнеленĕ.

- Çамрăк спортсменсем ку хутĕнче командăпа район шайĕнче мала тухассишĕн тупăшаççĕ. 17 команда вăй виçет. Тĕрлĕ шкултан 50 ытла теннисист хутшăнма кăмăл тунă. Малти вырăнсене çĕнсе илнисем дипломсемпе медальсене, парнесене тивĕçĕç. Турнир кăтартăвĕсемпе спортăн ку енĕпе районăн пĕрлештернĕ командине йĕркелетпĕр. Вăл вара декабрь уйăхĕнче республика чемпионатне хутшăнĕ, - пĕлтерчĕ Виктор Степанович.

Вăйă хĕрÿ иртрĕ. 9-мĕш класченхисем - 11 команда - икĕ ушкăнра вăй виçрĕç. Финалта пĕрремĕш вырăна Трак вăтам шкул команди йышăнчĕ. Иккĕмĕшĕнче - Алманчсем, виççĕмĕшĕнче - Мăн Шетмĕсем.

10-11 классенче вĕренекенсен 6 командинчен каллех Трак вăтам шкул теннисисчĕсем палăрчĕç, ылтăн медале тивĕçрĕç. «Кĕмĕл» - Пикшиксенче, «бронза» - Алманчсенче.

Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче пĕртăван Львовсен çемйи волейбол турнирне хăйсен ашшĕне Леонтий Дмитриевича, «Мичурин» совхоз директорне, халалласа ирттернĕ.

Çĕнтерÿçĕ командăсене «Трак ен» ентешлĕхĕн куçса çÿрекен кубокĕсемпе чысларĕç. Призер-командăсене турнирсен тĕп спонсорĕсем Виктор Николаевпа Алексей Львов хаклă парнесемпе чысларĕç.

Виктор ДАНИЛОВ.

Красноармейски районĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.