Çамрăк спортсменсем паттăрăн ятне асра тытаççĕ
Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн керменне çăмăл атлетсем пухăнчĕç. Унта Совет Союзĕн Геройне Николай Дудецкие асăнса хуласен турнирĕ иртрĕ.
Маттур салтакран полковник таран
Николай Дудецкий /1911-2000/ Воронеж облаçĕнчи Калач станицийĕнче çуралса ÿснĕ. Тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн колхозра чăх-чĕп комбинатĕнче ĕçленĕ. 1933-1936 çулсенче Челябинск облаçĕнчи Магнитогорскра çар тивĕçне пурнăçланă, взвод командирĕн пулăшуçи пулнă. Служба вăхăчĕ вĕçленнĕ хыççăн маттур каччă унтах юлнă, малтан хула электростанцийĕнче, каярах металлурги комбинатĕнче вăй хунă. 1939 çулта каллех салтак аттине тăхăннă, финсемпе пулса иртнĕ çапăçусене хутшăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан çамрăк офицер Тĕп, Калинин, Украина тата Беларуç фрончĕсенче çапăçнă. 1944 çулта вăл стрелоксен 498-мĕш полкĕн командирĕ пулнă.
Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Н.Дудецкий «Совет Союзĕн Геройĕ» ята тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна Хĕрлĕ Ялав, Ленин, Александр Невский орденĕсемпе, «Ылтăн Çăлтăр» медальпе наградăланă. Вăрçă хыççăн та паттăр офицер хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарнă - 1948 çулта М.Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕнчен вĕренсе тухнă. 1961 çултанпа вăл - запасри полковник. Тивĕçлĕ канăва тухсан Николай Митрофанович Чăваш Ене куçса килнĕ, 35 çул ытла Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтĕнче преподавательте ĕçленĕ. Совет Союзĕн Паттăрĕ 2000 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче вилнĕ, ăна Карачура масарĕнче пытарнă. Шупашкарта вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми çакнă. Ăна сума суса пирĕн республикăра çулленех çăмăл атлетика ăмăртăвĕ йĕркелеççĕ.
Пурĕ - 24 медаль
Хуласен турнирĕпе çăмăл атлетсен хĕллехи сезонĕ уçăлать. Йăлана кĕнĕ тупăшăва кăçал Чăваш Енри, Чĕмпĕр, Киров, Чулхула облаçĕсенчи, Тутар тата Мари республикисенчи 600 яхăн спортсмен хутшăнчĕ. 1998-2001 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем медальсен 52 комплекчĕшĕн вăй виçрĕç. Пĕрремĕш кунхине ăмăртусем хăвăрт утакансемпе тăршшĕне сикекенсем, тĕрлĕ дистанцие чупакансемпе сăнă ывăтакансем тупăшрĕç. Ăмăртура Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин студенчĕсем уйрăмах маттур пулнине палăртмалла, вĕсем тĕрлĕ тупăшура малти вырăнсене йышăнчĕç. Акă хăвăрт утас енĕпе республика тата Раççей турнирĕсенче пĕрре мар çĕнтернĕ Патăрьел хĕрĕ Наталья Никитина 3000 метрлă дистанцире 15-16 çулсенчи хĕрсен йышĕнче пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕ. Унăн юлташĕсем - Надежда Таланова, Александр Ижендеев, Евгений Федоров - чи сумлă наградăсем çĕнсе илчĕç.
Турнирăн иккĕмĕш кунĕнче йĕтре тĕртекенсемпе чăрмавсем урлă чупакансем старта тухрĕç. Олимп резервĕсен училищинче вĕренекенсем вырсарникун та лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне 200 метр чупнă Вадим Цыгановпа Артем Афанасьев, Мария Алексеевăпа Константин Карзаков /800 м/, Татьяна Егоровăпа Катерина Кадыкова /сăнă ывăтасси/, Сергей Морозов /çÿллĕшне сикесси/ тата ыттисем кĕчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, Чăваш Ен спортсменĕсем ăмăртура 24 медаль выляса илчĕç.
Андрей МИХАЙЛОВ