Комментировать

11 Дек, 2014

«Чĕлĕм туртнин мĕн усси пур?..»

(Н.В.Шупуççыннин «Чĕлĕм» сăвви тăрăх)

Николай Васильевич Шупуççынни (Васильев) XX ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш литератури историйĕнче палăрнă поэт. Вăл ку тапхăрти чăваш поэзине «Хитре Чĕкеç» сăвăлла юмах, «Янтрак янравĕ», «Пĕтелмей», «Вĕри çĕлен» поэмăсем тата ытти хайлавсем çырса кĕнĕ.

Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренни, литература кружокне çÿрени, К.В.Ивановпа пĕрле вĕренсе тата ĕçлесе пурăнни Шупуççыннине тĕрлĕ енлĕ аталанма май панă. Çыравçă хăйĕн хайлавĕсенче, уйрăмах «Тăлăх» сăввинче, «Пĕтелмей» поэминче, «Чăпта çапакансен юрринче», социаллă пурнăçăн тÿн- тер енĕсене, чăваш халăхĕн нушине, хуйхи-суйхине тарăн уçса кăтартать.

Н.В.Шупуççынни поэзи хайлавĕсенче тĕрлĕ тема хускатать. Вĕсенчен пĕри - сывлăхшăн чи сиенлĕ хăнăху-йăла - чĕлĕм (пирус) туртни. Çав усал йăлана питлес, çынсене чĕлĕм туртма пăрахтарас шухăш çыравçа тахçанах кăсăклантарнă ĕнтĕ. Çавăнпа вăл хăйĕн сăввисене 1911 çулта Хусанта «Эрех ĕçме пăрахăр...» ятпа уйрăм кĕнекен пичетлет. Унта сăвăçăн «Пĕтелмей» поэми тата «Чĕлĕм» сăвви те кĕнĕ. Автор кĕнекере ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнине тата чĕлĕм тĕтĕмĕпе пуçа минретнине сивлет. «Эрех ĕçме пăрахăр. Эрех этеме пĕтерет. Чĕлĕм туртма пăрахăр. Чĕлĕм туртни мĕн усси пур?» - тет Шупуççынни.

Çак кĕнекере «Чĕлĕм» ятлă сăвă пирки Шупуççынни хăй каланине шута илсен ăна Шупашкар çывăхĕнче пулса иртнĕ вăйлă пушар хыççăн 1910 çулта çырнă пек пулса тухать. Автор сăвва çапла пуçласа ярать:

Тĕтĕм ашшĕ,
Ырă чĕлĕм,
Мухтав сана,
Кукăр пуç.
Тутан ашĕ,
Çăвар тути,
Чĕрен çăвĕ,
Тавтапуç!

Çак йĕркесемпе паллашсанах лирика геройĕ чĕлĕме мухтанă пек туйăнать, ăна вăл «тĕтĕм ашшĕ» тесе тÿрех сăнарлă сăмахсемпе, танлаштарусемпе тата куçăмлă пĕлтерĕшлĕ ытарлăн шахвăртса калать. Поэт чĕлĕме тутлă апат çинĕ хыççăн епле хатĕрленине, ырă табак (махорка) тултарнине, чунтан, пур кăмăлтан савса чĕртнине, тута тăсса пылаккăн ĕмнине сăнарлăн ÿкерсе кăтартать. Унсăрăн пурăнма та çук иккен:

Тĕнче сана
Туман пулсан
Эпир хальччен
Пĕтетпĕр:
Шухăшлă çын
Çăварĕнче,
Ăсĕнче те
Пахарах,
Хуйхăллисен
Тутисенче
Хуйхинчен те
Маларах.

Чĕлĕме мухтанă май вăл инкек çинчен те систерет:

Хăш чух санран
Вут-хĕм тухса
Ялĕпеле
Çунаççĕ.

Хайхи малтан мухтани çаврăнса хирĕçле пĕлтерĕш туянать. Чĕлĕм нушапа тата инкекпе юнашарах çÿрет иккен.

Хуйхă тесе
Çынсем вара
Каллех сана
Тытаççĕ:
Чĕлĕм лайăх,
Табак хаяр -
Туртас тесе
Пуплеççĕ.

Çапла вара, чĕлĕм нуша пекех, пĕр иленсен этем çумĕнчен хăпасшăн мар. Пĕр хăнăхсан туртма пăрахма йывăр иккен.

Н.В.Шупуççынни сăвва «Эй, чĕлĕм, ĕмĕр сыв пул, сана пурте мухтаççĕ» сăмахсемпе вĕçлет. Çак йĕркесемпе автор сывă пурнăç йĕркине нимĕн те çитменнине палăртать.

Чĕлĕм (пирус) туртасси хальхи вăхăт-ра та çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. «Пуçа чиксех тутисемпе пăккин-паккин ĕмеççĕ», - тет автор. Чăнах та, халĕ çамрăкки те, ватти те, арçынпа танах хĕрарăмĕ те çăвара пирус хыпать. Аслисене кура ачисем те, хĕрсем те «чĕлĕм чури» пулса тăчĕç.

Паян Раççей правительстви чĕлĕм туртнипе кĕрешме ятарлă хушу кăларнă. Халăх йышлă вырăнсенче, вокзалсемпе аэропортсенче, поездсенче, шкулсен çывăхĕсенче тата ытти çĕрте пирус туртма чарнă. Табак туртакансемпе кĕрешни питĕ пĕлтерĕшлĕ. 2010 çулта, халăхран ыйтса пĕлнĕ тăрăх, çĕршывра аслисенчен 40 процент туртакансем пулнă иккен. Табак туртассипе тивĕçлĕ йышăнусем тунă хыççăн чĕлĕмпе туслисен йышĕ юлашки çулсенче чакни паллă.

Пирĕн республикăра «Раççей - спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ иртрĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин тата ыттисем те Чăваш Республики спорта аталантарас тĕлĕшпе лайăх ĕçленине палăртрĕç. Сывлăха упрас тата ăна сыхлас ĕçре спорт пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă. Спортпа мĕн чухлĕ çын ытларах туслашать, çавăн чухлĕ туртакансен йышĕ те сахалланать. Ку тĕлĕшпе республика Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев та пысăк форум хыççăн иртнĕ пресс-конференцире палăртса хăварчĕ.

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.