Минăсем сирпĕнеççĕ... П.БЕРЕЗНЯК
- Анне, уç-ха алăка. Эпĕ ку, - илтĕнчĕ ача сасси чÿрече айĕнчен.
Алăк чĕриклетрĕ те пысăках мар, имшеркке арçын ача пÿрте кĕрсе тăчĕ.
Сĕм çĕрле. Пăч тĕттĕм. Çапах та кил хуçисем çутă çутмарĕç. Арçын ача шăппăн сывлăх сунчĕ. Хăйне сыхă тытрĕ вăл, урисем ывăннă пулин те ларма хăяймарĕ. Темĕнле выртса канас килсен те хăйне лĕнчĕрленме памарĕ. Кĕске калаçу хыççăн пÿртрен тухрĕ.
- Ну, юрĕ, ан кулянăр...
Темиçе минутран вăл анкартинче пусма тупса аслăк çине хăпарса выртрĕ, хăйĕнпе юнашар гранатисемпе наганне хучĕ. Çав арçын ача - Алеша Антонюк.
Аслисемпе пĕр тан
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Алеша Антонюк Черни ялĕнчи шкултан 5-мĕш класран вĕренсе тухнăччĕ. Çав çулах вăл пионера та кĕнĕччĕ. Шкулта вунă çул вĕреннĕ хыççăн института кĕме ĕмĕтленетчĕ. Анчах вăрçă ĕмĕте пурнăçлама памарĕ. Тăван Черни ялне кĕтмен çичĕ ют вирхĕнсе кĕчĕ - фашистсем. Вĕсем выçă кашкăрсем пек кĕрсе пÿртсене çаратнине, айăпсăр çынсене нушалантарнине, вĕсене Германие вăйпа хăваланине асăрхарĕ Алеша.
Арçын ача чĕринче курайманлăх çуралчĕ. Çав туйăм кунсерен ÿссе, вĕресе тăчĕ. Фашиста хирĕç аслисемпе тан çапăçма тĕллев лартрĕ вăл, ирсĕрсене тăван çĕр çинчен хăвăртрах хăваласа ярасшăн пулчĕ, телейлĕ ачалăхне тавăрма ĕмĕтленчĕ.
Алеша партизансен Чернок ячĕллĕ отрядĕнче икĕ çула яхăн çыхăнуçă пулчĕ. Эмелсемпе хĕç-пăшал тупас тата нимĕçсемпе полицайсем ăçта вырнаçнине пĕлтерес ĕçе пурнăçларĕ вăл. Пур хыпара та хăйĕн партизан-мучирен пĕлтерсе тăчĕ.
1943 çулхи çуркунне Алешăн ашшĕ-амăшĕпе тăван килне хăварса тухса кайма тиврĕ. Ку ĕç çапла пулчĕ. Пĕррехинче Антонюксен килне фашистсене пăхăнса пурăнакан Антон Карпук кĕчĕ, Алешăпа пиччĕшне Сергее Германие ĕçлеме кайма ÿкĕтлерĕ.
- Унта сире пурăнма аван пулĕ. Нумай укçа ĕçлесе илсен аçăр-аннĕ- ре ярса парăр.
Антонюксен çемйи - ашшĕ Василий Григорьевич, амăшĕ Мария Калениковна тата тăватă ывăлĕ - шăпăртах. Сăн-пичĕсем тĕксĕм, çиллес.
«Хуть те мĕн кала, çапах пирĕнтен нихăшĕ те фашистшăн ĕçлес çук», - шухăшларĕ кашниех. Анчах çакна пĕри те сасăпа каламарĕ.
Сасартăк кĕтмен çĕртен Алешăн тарăхнă сасси янăрарĕ:
- Германири пурнăç çав тери аван пулсан унта хăвăн пĕртăванун ывăлĕ-сене ăсат. Эпир вара тарçă пулас çук!
«Агитатор» ним каламасăр тухса кайрĕ. Тепĕр кунне вара Алешăн сăмахĕсем çинчен полицайсем те пĕлчĕç. Вĕсем Антонюксен çуртне темиçе те пырса кĕчĕç, анчах тĕрĕс сăмахсене пĕр хăрамасăр калакана тĕл пулаймарĕç.
Пĕррехинче Алеша аслăк çинче çĕр каçма шут тытрĕ. Типĕтнĕ утă çине хăпарса выртрĕ кăна, сасартăк такам сассисем илтĕнчĕç. Электрохунарсен çутисем мĕлтлетрĕç. Кусем - полицайсем.
«Пусмапа хăпарсан, - шухăшларĕ Алеша, - вĕсене урапа хыттăн тапса антарăп, унтан пĕр-ик граната ывăтăп та уй-хире чупса тарăп».
Телее, нимĕн хăрушши те сиксе тухмарĕ. Полицайсем унта-кунта çутаткаласа, пăхкаласа çÿрерĕç те ятлаçса тухса кайрĕç. Темиçе кунтан вара Алеша партизан отрядне лекрĕ.
Тĕрĕслеве тÿссе ирттерчĕ
...1943 çулхи май уйăхĕнче нимĕçсем партизан отрячĕ ăçта вырнаçнине тупса палăртнă. Тан мар çапăçу кунĕпе те вĕçленмерĕ. Партизансене парăнтарма çăмăл пулмарĕ. Çак тамăкла çапăçăва отрядăн чи çамрăк партизанĕ Алĕша Антонюк та хутшăнчĕ. Унăн автомачĕ гитлеровецсене самаях тĕп турĕ.
Тăшман çичĕ хутчен атакăна тухрĕ. Тăватă хутчен каялла чакрĕ. Кивьял вăрманĕнчи çапăçу Алешăна çар ĕçне кĕртсе ячĕ. Арçын ача тăшмана хирĕç аслисем пекех кĕрешме пултарнине кăтартса пачĕ. Часах ăна диверси ушкăнне кĕртрĕç.
Сĕм çĕрле
Инçе çÿресси, засадăсем, «рельс вăрçи», нимĕçсем йышăннă вырăнсене тата полицайсене кĕтмен çĕртен тапăнни, тăшман тылĕнчи разведка - çакна йăлтах имшеркке курăнакан пĕчĕк Алеша пурнăçлама вăй çитерчĕ.
Пĕррехинче унăн диверси ушкăнĕ фашист офицерне тыткăна илме палăртрĕ. Брестпа Жлобинка хушшинчи Косичи ялĕнче нимĕç гарнизонĕ вырнаçнă. Вăл кунĕн-çĕрĕн чугун çула сыхлать. Çыхăнуçăсем партизансене гарнизон пуçлăхĕ хресчен патĕнче пурăннине, унăн çурчĕ гарнизонтан вăтăр утăмра пулнине пĕлтерчĕç. Вĕсемпе пĕрле куçаруçă та пур.
Ку, паллах, çăмăл ĕç мар. Ăна питĕ пĕлсе, асăрханса тата ытлашши сасă кăлармасăр пурнăçламалла. Кăшт йăнăшсанах пĕтĕм гарнизон çĕкленĕ.
Çак йывăр ĕçшĕн тăватă харсăр партизан яваплăх илчĕç: Александр Беляев, Николай Смаль, Алешăпа пиччĕшĕ Сергей. Палăртнă тăрăх, ял старостине те пĕрле чĕнмелле. Унăн вара хуçана сас памалла. Хуçа алăк уçĕ те партизансем пÿрте вирхĕнсе кĕрĕç, ыйхăллă офицерпа куçаруçине тыткăна илĕç.
Анчах шухăшланă пек пулмарĕ. Ял старости партизансемпе пыма килĕш-мерĕ. Ăна пусахласа илсе кайма тиврĕ. Çурт патне пырсан виçĕ партизан ăна хупăрласа илчĕ. Алеша старостăпа пĕрле пÿрте кĕме хатĕрленчĕ. Анчах шăп алăк патне çитсен лешĕ хуçана хирĕç чĕнмессе пĕлтерчĕ. Алеша старостăна пуçĕнчен пистолетпа тĕллерĕ, тепĕр аллипе вара алăкран шаккарĕ. Кăшт вăхăт иртсен çенĕкре хуçа сасси илтĕнчĕ.
- Кам унта?
Староста шăпăртах. Алеша çухалса каймарĕ, староста сассине евĕрлерĕ:
- Хамăрăннисем, староста, уç...
Каçĕ тĕттĕм-тĕттĕм, йĕппе чиксен те куç курмасть. Хуçа чÿречерен пăхрĕ, анчах нимĕн те кураймарĕ, вара çенĕ-ке утрĕ. Алăк сасси пулчĕ. Алеша старостăна пистолечĕпе малалла тĕртрĕ те хăй ун хыççăн утрĕ. Вĕсем кухньăна кĕчĕç. Староста шăпăртах.
Çак самантра хăйĕн пÿртне партизан ури ярса пуснине хуçа тĕшмĕртме те пултараймарĕ. Юнашарах - нимĕç гарнизонĕ, пÿртри чи лайăх кравать çинче фашист офицерĕ çывăрать. Хуçа шăрпăк чĕртрĕ те çак кĕске çутăпа усă курса Алеша офицер ăçта çывăрнине асăрхаса юлчĕ. Автомачĕ-пе пистолетне çывăхах хунă. Сасартăк фашист вăранчĕ те ыйхă витĕр хуçапа старостăна ятлама тытăнчĕ, çывăрма чăрмантараççĕ имĕш. Кĕтмен çĕртен электрохунар çути ялкăшса илчĕ. Алеша самантрах офицер кравачĕ çине ыткăнчĕ:
- Хендэ хох! - терĕ хуплам сасăпа.
Нимĕç аллине хĕç-пăшал енне тăсрĕ, анчах кая юлчĕ. Икĕ партизан чупса кĕчĕ. Тыткăна лекнисене картише илсе тухрĕç. Старостăпа хуçана пÿртре питĕрчĕç те ниçта та тухма хушмарĕç. Мĕскĕнсем çапла чĕтре- чĕтре тул çутăличченех ларчĕç вара.
Тыткăна лекнисене çав каçхинех партизан штабне çитерчĕç.
(Вĕçĕ çитес номерте.)
Вырăсларан Лариса ПЕТРОВА куçарнă.