Комментировать

11 Дек, 2014

Тăванран та хаклăрах

"Атăлпа Урал хушшинче" проект Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

– Ну, мăнукăмсем, питех те вăрăм çул сире ывăнтармаллипех ывăнтарчĕ пуль? – шеллесе те пуçĕсенчен ачашласа илчĕ Шурсухал лара-тăра пĕлмен Темтепĕлейкинпа Тăрăшара.

– Çук, асатте, çук... Пĕрре те ывăнман. Çак çулçÿрев чăннипех те асра юлĕ. – хуравларĕç пĕр харăсах икĕ шăпăрлан. – Ак, куратăн-и, асатте, пирĕн çул дневникĕ кăна мар, сăн- ÿкерчĕксен альбомĕ те самаях хулăнланчĕ...

– Ак, тĕлĕнтермĕш! Эсир мана чăннипех те савăнтартăр, – йăл кулчĕ Шурсухал. Кĕçĕннисем хăш самантра-тăр йĕркелеме ĕлкĕрнĕ альбома алла илчĕ те ун-кун çавăркаларĕ. – Кунашкал пысăк ĕç тăвасса эпĕ кĕтменччĕ сирĕнтен. Унтан кăшт шухăша путса тăчĕ те савăнăç куççульне шурă татăкпа шăлса илсе: «Маттурсем, чăннипех те маттурсем. Иртнĕ кун-çула ыранхи ăру валли хăварма пултаракансем пекех туйăнтăр мана...»

– Ку çеç мар, асатте, эпĕ шкулта пĕрле вĕренекенсене хамăн ĕçсенчен хатĕрленĕ презентаципе те паллаштарас ĕмĕтлĕ-ха. Ку тĕлĕшпе мана истори вĕрентекен пулăшасса, ырă сĕнÿсем парасса питех шанатăп. Ыттисем те курса савăнччăр манăн çулçÿрев епле пуян та интереслĕ пулнине, – хăйĕн вăрттăн шухăшне пĕлтермесĕр чăтаймарĕ Темтепĕлейкин.

– Эпĕ те пиччене çак ĕçре пулăшма шантаратăп. Сăнÿкерчĕксене йĕркелесе вырнаçтарнă çĕрте те тăрăшăп, хампа пĕрле ача садне çÿрекенсене пичче вĕренекен шкула пырса курма калас шухăшăм та пур-ха... – пĕр чарăнми чĕвĕлтетрĕ сăмах-юмах çăмхине сÿтме юратакан Тăрăшар.

– Шухăшăрсене питех те ырламалла, – терĕ ачасен аслашшĕ. – Хам та пулăшатăпах ĕнтĕ сире. Унсăрăн епле-ха. Эсĕ, Темтепĕлейкин мăнукăм, мана чĕнетĕн пулĕ-ха шкула?

– Паллах, асатте, паллах. Тусăмсене хамăрăн ĕçсемпе паллаштарнисĕр пуçне çулçÿрев вăхăтĕнче тупнă юлташсен адресĕсене те парăпăр. Ан тив, вĕсем те пĕр-пĕ- рин патне çыру çырччăр, хăйсен пурнăçĕ пирки каласа паччăр. Çапла вĕт? – пысăк çын пекех шухăшласа илчĕ аслă мăнукĕ.

– Чăнах та, чăнах та... Çапла тăвăпăр, – ачасен кăмăлне татас темерĕ пулас Шурсухал. – Паян кăшт канса илер те çитес кунсенчех çулçÿревĕн юлашки маршручĕпе кайса килер. Вăл пире чи малтанах хамăр республикăн Йĕпреç тăрăхне илсе çитерĕ. Унтан Улатăр районне кĕрсе кÿршĕ Мордва Республикине каçса килĕпĕр. Питех те интереслĕ çул пулмалла.

– Мĕншĕн вара тавраран çаврăнмалла тет? – калаçăва татрĕ калаçма юратакан Тăрăшар. – Кĕске çул çук-и вара унта çитме?

– Чим, мăнукăмсем, кашни япалан хăйĕн йĕрки пур. Кăшт чăтăмлăрах пулсамăр çеç. Йăлтах йĕркеллĕ пулĕ. Ыран ирпе чи малтан Канаш хулине çитĕпĕр, унтан Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ялне çул тытăпăр, – терĕ Шурсухал.

– Мĕншĕн вара унта, шăпах çав яла? – канăçне çухатрĕ Темтепĕлейкин.

– Вăт ку, мăнукăм, хальлĕхе вăрттăнлăх пулса юлтăр. Юрать?

Аслашшĕн сăмахĕнчен пĕр шит те иртме пултарайманскерсем тата ăна яланах итлеме хăнăхнăскерсем автобус чÿречинчен куç илмесĕр пăхса пычĕç. Тăван Чăваш ен илемĕ тыткăнларĕ вĕсене. Çырми-çатри, улăхĕ, çаранĕ, юханшывĕ... Кашни хăйне май илемлĕ те чипер. Куç тулли ялсем хăйсен капăр çурчĕсемпе илĕртеççĕ, яка та тÿрĕ асфальт çулсем çип пек тăсăлса выртаççĕ... Кĕçех вăрман тăрăхĕсем пуçланчĕç. Çурта пек тÿрĕ ÿсекен, тÿ-пенелле кармашакан хыр, чăрăш йывăççисене пăхнă чух пуç тÿпинчи çĕлĕк хывăнса ÿкмелле тейĕн. Çăра вăрман каш-кашлать.

 

Пирĕн ентеш – çырулăха йĕркелекен

Умра – Ирçе Çармăс ялĕ. Акă шкул та хăйĕн вырăнĕн-чех. Çак ялта 1875 çулхи сентябрĕн пĕрремĕшĕнче Илья Николаевич Ульянов тăрăшнипе икĕ класлă министерство училищи уçаççĕ. Унта икĕ çул вĕренмелле пулнă. 1931 çулта шкула çичĕ çул вĕренмелли туса хураççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче вара шкулăн пысăк улшăнусем çине-çинех тенĕ пек пулса иртеççĕ. Çичĕ çул вĕренмелли шкултан 1961 çулта сакăр çул вĕренмелли йĕркелеççĕ. Тепĕр çул вара ăна вăтам шкул статусне параççĕ. Вăтăр тăватă çул каялла «Новая сила» колхоз пулăшнипе Ирçе Çармăсра икĕ хутлă вăтам шкул тăваççĕ. Вăл ачасене хăйĕн ытамне илет.

– Асатте, ак çак палăка кама хисеплесе лартнă вара? – ыйтрĕç пĕр харăсах Темтепĕлейкинпа Тăрăшар аслашшĕн куçĕсенчен пăхса.

– Вăт шăпах çакăнтан пуçланать те пирĕн паянхи çулçÿрев. Çак палăка питĕ сумлă та хисеплĕ тĕпчевçе, халăха çутта кăларакана, мăкшă çырулăхне йĕркелекенсенчен пĕрне, паллă чĕлхеçе, фольклориста, этнографа, историке тата профессора халалласа лартнă. Вăл – Макар Евсевьевич Евсевьев. Макар Евсевьевич çак ялта 150 çул каялла, 1864 çулхи январĕн 18-мĕшĕнче çуралнă, – паллаштарма тытăнчĕ Шурсухал мăнукĕсене.

Шăпăрлансене паллă çын çинчен нумай каласа пачĕ. Н. И. Ильминскийпе И. Я. Яковлев ун ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ çине пысăк витĕм кÿнине те пĕлчĕç ачасем. Ара, Тăрăшарпа Темтепĕлейкин Иван Яковлевич Яковлевăн юмахĕсемпе пĕчĕк калавĕсене пĕрре çеç мар юратса вуланă. «Мĕн тери интереслĕ юмахсем!» – тесе савăннине халĕ те астăваççĕ.

Çулçÿревçĕсене кÿршĕ респуб-лика халăхĕшĕн çак паллă çын мĕнле пысăк ĕçсем туни çинчен шкул вĕрентекенĕ тĕплĕн каласа пачĕ.

– Макар Евсевьевич, – терĕ вăл. – 1883-98 çулсенче пуçламăш шкулта арифметика тата вырăс чĕлхи вĕрентнĕ. Вăл мордва (мăкшă тата ирçе) букварĕ, вырăс чĕлхи учебникĕсем йĕркеленĕ. Хусан хĕвелтухăç педагогика институтĕнче мордва чĕлхипе, историйĕпе, этнографипе лекцисем вуланă. Мускавра тата Атăл тăрăхĕнче йышлă пурăнакан мордва халăхне вĕрентекенсен курсĕсене йĕркеленĕ. Вăлах çак халăх валли пуçласа тухнă «Красная звезда» хаçатăн пĕрремĕш номерне редакциленĕ. Унăн ашшĕ те, амăшĕ те хутла пĕлмен. Анчах халăх юррисене, ламран-лама куçакан юмахсене, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене питех те аван пĕлнĕ. Пирĕн ентеш хăйĕн «Мордва туйĕ» чи пысăк ĕçĕсенчен пĕрне шăпах амăшĕ каласа панă пуян материалсенчен пухса хатĕрленĕ. Çак ĕç 1892 çулта «Живая старина» журналта пичетленет. Хĕр çураçнине, туя хатĕр-леннине тĕплĕн çырса кăтартать. Хĕр хÿхлевĕн сăмахĕсене мордва чĕлхипе (вырăсла куçарса тата нотăсемпе) пичетлет. Тепĕр çултан, февралĕн 19-мĕшĕнче, Вырăс географи обществин вице-председателĕ П. П. Семенов-Тянь-Шанский пуян та паха материал çырса хатĕрленишĕн общество кĕмĕл медальпе чыслассине пĕлтерет. Чăваш, тутар, вырăс, калмăк тата ытти халăхсем пурăнакан Атăл тăрăхĕнчи нумай вырăнта пулса питех те пуян, кирлĕ материалсем пухать. А. А. Шахматов академик патне янă пĕр çырура вăл çак çулçÿревсенче мордва-вырăс словарĕ валли пуян ĕçсем пухма май килнине пĕлтерет. Халăх йăли-йĕркине вăл вăхăтра сăнÿкерчĕксенче сăнлама питех те йывăр пулнă. Апла пулин те Евсевьева икçĕр аллă сăнÿкерчĕк тума май килнĕ.

Тĕпчевçĕ çур ĕмĕре яхăн нумай яла çитме пултарнă. Хăйĕн сăнавĕсене çул кĕнекине çырса пынă, фонотека, фототека йĕркеленĕ, калама çук хаклă этнографи экспоначĕсем пухнă. Халь вĕсем Хусан, Санкт-Петербург, Хельсинки, Саранск, Гамбург, Берлин, Тарту тата ытти нумай хулара упранаççĕ. Авалхи тумсемпе йăла-йĕрке, халăх сăмахлăхĕн палăкĕсем ерипен те пулин асран тухса пынине курса вăл «чĕрĕ аваллăха» май килнĕ таран упраса хăварма тăрăшнă. «Кашни кун мордва пурнăçĕн- чи чи хаклине çухататпăр!» – пăшăрханса та кулянса каланă Евсевьев.

Унăн шухăшĕсем, унăн ăслăлăх ĕçĕсем паян та халăхшăн хаклă, наукăшăн виçесĕр тупра вырăнĕнчех.

Вĕрентекен сăмахĕсене шыв сыпнă пек итлерĕç çамрăксемпе ватă. Чăвашран тухнă çакăн пек пултаруллă та паллă çын пурришĕн савăнчĕç те мăнаçланчĕç. Яланах шÿте ăнланакан Темтепĕлейкин ниçта кайса кĕрейми хĕпĕртерĕ, çунат сарнăн вĕçсе каяссăнах туйрĕ хăйне.

Ирçе Çармăс шкулĕн вĕрентекенне чĕререн тав туса йыш Улатăр урлă Саранск еннелле çул хыврĕ.

 

Саранск – илемлĕ хула

Мордва Республикин тĕп хули Саранск чăваш çулçÿ-ревçисене ăшпиллĕн кĕтсе илчĕ. Кунта та вĕсем халăх пуянлăхĕн чи паллă вырăнĕсемпе паллашма тĕллев тытрĕç. Экскурсие Федор Ушаков адмирал ячĕпе уçнă кафедра соборне курма тытăннинчен пуçлас терĕç. Саранск хулине илемлетекен архитектура палăкĕсенчен пĕри шутланать вăл. Çак храм çÿллĕшĕ 54 метр, шалти лаптăкĕ тăхăрçĕр тăваткал метр. Пĕр харăсах икĕ пине яхăн çынна йышăнма пултарать. Атăл тăрăхĕнчи хуласенчи чи пысăк чиркÿсенчен пĕри шутланать.

Степан Эрзья ячĕллĕ ÿнер искусствисен музейĕ питех те паллă произведенисен тĕнчери чи пысăк управçи шутланать. Мордва халăхĕн ывăлĕ хăйĕн хушма ятĕнче тăван çĕршывĕн ятне ĕмĕрлĕхе упраса хăварма пултарнă.

«Звезда Тысячелетия» фонтана мордвасем Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешнĕренпе пин çул çитнине халалласа лартнă. Унашкал фонтан урăх ниçта та тупаймăн. Тĕрлĕ техника хăвачĕпе çутă вылять, кĕвĕ янăрать. Дубай е Лас-Вегасри «юрлакан фонтансемпе» танлаштарма та пулать ăна.

Мордовири чи авалхи Темников хулапа та паллашма кăмăллă. Кунта Федор Ушаков адмиралăн вилтăприйĕ пур. Çак ялтан инçех мар Дивеево ялĕ вырнаçнă. Унта Серафим Саровский çветтуйăн ÿчĕ упранать. Темников хула - çăра вăрман варринче. Çак вăрмана патшалăх сыхлать. П. Г. Смидович ячĕллĕ заповедникра туристсем юманлăхпа паллашма пултараççĕ, тĕлĕнмелле вăрман кÿллисенче канма та май пур.

Мордвасен этнокультура центрĕ Старая Теризморга ятлă ялта вырнаçнă. Кунта çичĕ çул каялла Раççей, Финлянди Президенчĕсем тата Венгри Премьер-министрĕ тĕл пулнă. Кунта курма килекен хăнасене яланах авалхи мордва юрри-кĕввипе кĕтсе илеççĕ, тĕлĕнмелле авалхи тĕрĕсемпе паллаштараççĕ. Тин çеç алĕçне хăнăхакан тĕрĕçĕсем хăйсен ăсталăхне кăтартаççĕ.

Степан Эрзья ĕçне паян çамрăксем малалла тăсаççĕ. Йывăçран тĕрлĕ кĕлетке касса кăларма е эрешсем тума Вăрманхĕрри Тавла шкулĕнче вĕренекенсем ăста. Вĕсен ĕçĕсемпе çĕршыв тата чикĕ леш енче ирттернĕ куравсенче паллашма май килнĕ.

Мордва Республикин культури пуян. Паллă та чаплă библиотекăсем, историпе краеведени музейĕсем кунта темиçе те. Леонид Иванович Воинов композитор ячĕллĕ урамсем Саранскра тата Темников хулисенче пур. Ун ятне вырăс халăх инструменчĕсен оркестрне панă. Мордва халăх юмахĕсене патшалăх пукане театрĕнче курса савăнма пулать.

 

Ачасем алĕçне пĕчĕкренех хăнăхаççĕ

Саранск – пур енлĕн аталанса пыракан хула. Кунта 2018 çулта футболла выляса тĕнче Чемпионачĕ иртмелле. Ăна пур енлĕн хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ. Матчсем ирттерме çĕнĕ «Юбилейный» стадион тума тытăннă. Унта пĕр харăсах 45 пин çын футбол вăййине курма пултарать. Вăл стадион кăна пулмĕ, унта спортпа культура центрĕ те йĕркелеме палăртаççĕ. Лавккасем, супермаркетсем, ресторансем, теннис корчĕсем, баскетбол тата волейбол площадкисем хăйсен вырăнĕсене тупĕç...

– Асатте, мĕн тери хитре хула Саранск! Эпир ытти çĕрте пулса курнă чухне унти тĕрлĕ халăх апат-çимĕçĕпе те паллашнăччĕ, тутанса та курнăччĕ, – терĕç ачасем.

 

«Пирĕн шÿрпе. Вĕсен вара мĕн?»

– Унсăрăн мĕнле? Эпир те ак паллашăпăр тата астивсе те пăхăпăр, – шăпăрлансен кăмăлне хуçмарĕ Шурсухал. – Акă, мордва халăх кухнин ресторанĕ. Кĕрсе апатланар.

Официант меню килсе пачĕ. Мĕнле кăна апат ячĕ çук кунта! Цебярь шурьба (ырă пулă шюрпи), пъяньти, тувонь сывель максо марто (сысна ашĕпе пĕрле ăшаланă пĕвер), селянка, поза (сĕткен), арям (пылак шыв) тата тем те пĕр. Нумайăшне илсе çисе пăхрĕç. Питех те килĕшрĕ кухня.

Çулçÿрев вĕçленсе те пырать. Нумай çĕннипе, курманнипе паллашрĕç Темтепĕлейкинпа Шурсухал тата Тăрăшар. Сăнÿкерчĕк те темĕн чухлех турĕç. Çамрăксем мăн аслашшĕне пуян та интереслĕ экскурсишĕн чĕререн тав турĕç. Кĕçех вĕсем тăван Шупашкара автобуса ларса каялла çула тухрĕç.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.