Комментировать

11 Дек, 2014

Вĕри шыв хакланать. Мĕншĕн тата мĕн чухлĕ?

Теми, хваттерсенчи вĕри шывпа, унăн хакĕпе çыхăннăскер, чăннипех кăткăс, уншăн тÿлемелли виçе хакланасси куçкĕрет, эппин, халăх кăмăлсăрланасси те часах. Çавăнпах-тăр ытларикун ку ыйтушăн яваплă темиçе ведомство представителĕсем журналистсемпе ятарласа курнăçрĕç, лару-тăрăва уçăмлатрĕç.

Конкуренци политикипе тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçин заместителĕ Марина Кадилова палăртнă тăрăх - халĕччен республикăра вĕри шыв тарифне 1 кубла метршăн шутласа палăртнă. Унăн тытăмне 1 м3 сивĕ шыв /е теплоноситель/ тата ăна ăшăтма кирлĕ энерги хакĕсем кĕнĕ. Вăйра тăракан норма акчĕсем тарифсене çак икĕ компонента уйăрса палăртма хистеççĕ. Çурта вĕри шывпа тивĕçтермелли хупă система чухне тариф сивĕ шывпа ăшă энергийĕн компоненчĕсенчен тăрать, уçă системăра - теплоносительпе ăшă энергийĕн компоненчĕсенчен.

Çавăнпа кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен пĕр компонентлă /вĕри шывăн кубла метрĕшĕн/ тытăма икĕ компонентлипе улăштарнă. Анчах чăрмав пур: тарифне çирĕплетнĕ, халăха тивĕçтерекен вĕри шыв хакне шутласа палăртмалли методикăна вара йышăнман. Вăл халĕ те проектра кăна.

Çавна май, Стройминăн пай пуçлăхĕ Татьяна Черменинова каланă тăрăх, право вакуумне пĕтерес тĕллевпе шыва ăшăтмалли вăхăтлăх нормативсемпе усă курма сĕннĕ. Юрĕ, вулакана арифметика вăрттăнлăхĕсемпе йăлăхтарар мар, чи кирли пирки каласа хăварни вырăнлă. Ку цифрăсемпе Çурт-йĕр инспекцийĕн пай пуçлăхĕ Галина Кошелева паллаштарчĕ. Хайхи икĕ компонента тĕпе хуракан çĕнĕ методикăпа килĕшÿллĕн Шупашкарта «Коммуналлă технологисем» ООО потребительсене уçă системăна паракан вĕри шывăн 1м3 хакĕ 120,46 тенкĕпе танлашать. Декабрĕн 1-мĕшĕччен 102,23 тенкĕ пулнă. Хупă системăра та ÿсĕм курăмлă: 88,26 вырăнне 106,49 тенкĕ пулать. ТГК-5 тивĕçтерекен вĕри шыв та çав хурăмах хакланать.

Ÿсĕм ăçтан тупăнать-ха? Унччен вĕри шывăн 1м3 хакĕ çирĕплетнĕскер пулнă, ăна ăшăтма каякан ăшă энергийĕн чăннинчен пĕчĕкрех нормативĕпе усă курнă. Ку хупă системăна пырса тивнĕ. Сăмах май, хупă системăра хăш-пĕр хваттерте алшăлли типĕтмелли стандартлă пăрăхсем мар, пысăккисене лартни, урайсене хайхи вĕри шыв шучĕпе ăшăтни, çавăн йышши ытти сăлтав та хаксене пушшех пысăклатаççĕ. Уçă системăра вара хайхи «ытлашши» хак çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тÿлевсен шутне кĕрсе кайнипе курăнман. Çавна май кунашкал системăллă çуртсенче вĕри шывшăн тÿлев хакланĕ, çав вăхăтрах ăшăшăн тÿлекен виçе пĕчĕкленĕ, çавăнпа кунта хваттершĕн хывакан пĕтĕмĕшле тÿлев ÿсесси иккĕленÿллĕ.

Квитанцисенчи цифрăсем çынсене кăмăлсăрлантарма пултарассине тĕп хулан ЖКХ управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Павел Порфирьев та палăртрĕ. Кунта вĕри шыв хакланни кăна та мар-çке. Халĕччен çурт-йĕре хутса ăшăтнăшăн çулталăк тăршшĕпех вăтам виçепе тÿлесе пынă, малашне вара батарейăсем вĕри чухнехи уйăхсенче çеç тÿлетпĕр. Эппин, укçана курттăмăн кăларса пама тивĕ. Калăпăр, декабрьте шартлама сивĕ пулчĕ тĕк - квитанцире те ăшăшăн тÿлемелли виçе пысăк пуласси иккĕленÿсĕр. Çурт-йĕре хутса ăшăтнă чухнехи уйăхсенче квитанцири пĕтĕм виçен 70% шăпах ăшăшăн хывмалли тÿлев пулма пултарать.

Çийĕнчен халăх çурт-йĕрĕн капиталлă юсавĕшĕн тÿлеме пуçлать - хваттерĕн кашни тăваткал метрĕшĕн 5,2 тенкĕ /январьтен - 5,5 тенкĕ/. Каллех - тÿлевсен ÿсĕмĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ управляющи компанисенчен пĕрин ертÿçи, журналистсемпе тĕл пулма чĕннĕскер, пытармарĕ: лаптăкĕпе стандартлă шутланакан икĕ пÿлĕмлĕ хваттершĕн хуçисен малашне 4,2 пин тенке яхăн тÿлемелле пулать. Çавна май брифинга килнĕ яваплă чиновниксем те çынсене хваттер тÿлевĕ тĕлĕшпе субсиди илмелли мелпе усă курма сĕнчĕç. Субсидие маларах та нумайăн илнĕ-ха, малашне вара ăна ыйтакансен, çак правăпа усă курмалли право пуррисен шучĕ самай пысăкланасси куçкĕрет.

Журналистсем ресурссен тарифĕсен çитес çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕртме хатĕрленекен ÿсĕмĕпе те кăсăкланчĕç. Марина Кадилова пулас тарифсене палăртас енĕпе ĕçлеме тытăннине çирĕплетрĕ. Хальлĕхе прогноз çапларах: ăшă тата электричество энергийĕн хакĕсем 8,8% ÿсĕç, шыв - 12,2, газ 7,5% хакланĕç. Тÿлевсен чи пысăк пĕтĕмĕшле ÿсĕмĕ 11,2% ытла пулмалла мар. Чăн та, уйрăм муниципалитетсем инвестици йышши проектсене пурнăçламаллипе сăлтавласа çав чи пысăк виçе картинчен тухмашкăн ыйтма та пултараççĕ иккен. Кунашкал ыйтусем тариф службине Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Лапсар ял тăрăхĕн администрацийĕсенчен килнĕ. Патăрьелсемпе Çĕмĕрлесен те çавнашкал кăмăл пур-мĕн, анчах, Марина Витальевна каланă тăрăх, «вĕсенчен пирĕн пата тивĕçлĕ ыйтусем килмен-ха».

Николай КОНОВАЛОВ

В.КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.