Ăслă технологисем... вăрлама пулăшаççĕ
Банк карточкисемпе тимлĕ пулăр
Укçан мар тÿлев инструменчĕ вырăнĕнчи банк карточкисемпе Раççейре нумаях пулмасть кăна, 2000 çулсен пуçламăшĕнче, анлăн усă курма тытăнчĕç. Тÿлевĕн çак механизмĕ меллĕ пулнипе, вăхăта перекетленипе лайăх - пластик карточкăсем çавăнпа хăвăрт сарăлчĕç ĕнтĕ. Çапах вĕсен çаврăнăшĕ вăйлă аталанни преступниксене те илĕртет. Тÿлевсен универсаллă инструменчĕ вĕт - ултавçăсемшĕн те меллĕ. Шел, финанс ĕç-хĕлĕнче усă куракан ăслă технологисем ултавçăсене те пулăшаççĕ.
Акă Алевтина Г. пенсионерка та /паллă сăлтавсене кура унăн тата статьяра асăнакан ытти çын ят-шывне улăштартăмăр/ банк карточки чăннипех лайăххине хăй курса ĕненнĕ. Чăваш Ен хĕрарăмĕ юлашки вăхăтра Мускавра хĕрĕ патĕнче пурăннă, апла пулин те пенси илес енĕпе чăрмав тухса тăман. Уйăхсерен «Maestro» пластик карточка çине 11 пин тенкĕ ытларах куçса пырать - кирек хăш хулара та кирлĕ чухлĕ илме пулать. Тепĕр тесен апат-çимĕçе хĕрĕ туяннă, хĕрарăмăн ытти тăкак пулман, çавна май карточка çинчи укçапа та сайра усă курнă - пенси унтах капланнă.
Вак-тĕвекпе банкомат патне çÿремен, хăш чухне кăна пысăк укçа илнĕ - 1 пин тенкĕрен кая мар. 2013 çулхи июльте Алевтина Михайловна Болгарие кайнă, унта икĕ эрне пулнă. Таврăнсан Мускавра хĕрĕ патĕнчех юлнă. Августра шăл сиплеме укçа кирлĕ пулнă та - банк карточки çинчен 30 пин тенкĕ илнĕ. Ун чухне карточка çинчи укçа чакнине сисмен-ха. Пĕлтĕрхи октябрьте тăван ене, Канаша, мăнукĕн çуралнă кунне килнĕ. Кун пек чухне, килĕшетĕр пуль, кучченеçпе парне кирлех. Çывăх çыннисене савăнтарас тесе хĕрарăм банкоматран 10 пин тенкĕ илнĕ. Çавăн чухне асăрханă: банк карточки çинчи укçа чакнă пек. Тен, пенсие куçарман?
Темиçе кунран вăл Шупашкарта Перекет банкĕн уйрăмне кайнă. Укçине тĕрĕслеттернĕ те - тĕлĕнсех кайнă: хăй пĕлмен-туман çĕртенех укçи темиçе хут такамăн шучĕ çине куçнă иккен. «Хамăн банк карточки çинче эпĕ яланах 70-80 пин тенкĕ тытнă. Тем пулас пур: текех çамрăк мар ĕнтĕ, сывлăх та хавшакрах, çавăнпа укçана сых ятне упраттăм. Шăпах çав укçа çухалнă...» - ăнлантарать Алевтина Михайловна.
Перекет банкĕн сервис центрĕнче унăн укçине /пĕтĕмпе 51 пин тенке яхăн/ «мобильнăй банк» мелпе куçарнине пĕлтернĕ. Унпа пенсионерка усă курма та пĕлмест. Апла тăк кам хăтланнă? Хĕрарăм полицирен пулăшу ыйтнă.
Банк технологийĕсемпе çыхăннă çакнашкал ултава шалти ĕçсен органĕсенче пуçласа курмаççĕ. Шут çинчи укçа мĕнле майпа «пăсланнине» часах тĕпчесе пĕлнĕ. УК 158 статйин 2 пайĕн «в» пункчĕпе /ют пурлăха вăрттăн, гражданина пысăк сиен кÿмелле вăрлани/ пуçарнă уголовлă ĕç тĕрĕслĕхе çиеле кăларнă.
Акă мĕн палăрнă: «Maestro» пластик карточка илнĕ чухне Алевтина Михайловнăн МТС сотовăй компанири ...894 цифрăсемпе вĕçленекен абонент номерне «мобильнăй банк» пулăшу ĕçĕпе çыхăнтарнă. Вăл банка е унăн терминалĕсене каймасăрах укçа куçарма май парать. Чăн та, ку пулăшу ĕçĕпе хĕрарăм усă курман - кăткăс япалана ăнланса пĕтереймест, тепĕр енчен, кирлех те пулман. 2011 çулхи апрельте унăн хайхи номерлĕ сим-карти ваннă. Ку номер текех çук, унпа никам та усă кураймĕ тесе шутланă май ватă çын çĕнĕ сим-карта илнĕ. Сотовăй компани - çавах, анчах абонент номерĕ - урăххи. Унпа паян кунчченех усă курать. Анчах банка çакăн çинчен пĕлтермен. Кăлăхах...
...Етĕрне районĕнчи Ачак ялĕнче пурăнакан Александр М. 2013 çулхи çуркунне пĕлĕшĕнчен Вениамин Т.-ран хăйĕн паспорчĕпе райцентртан сим-карта туянса килме ыйтнă. Лешĕ хирĕçлемен, темиçе кунран МТС компани сим-картине пĕлĕшне килне пырсах панă. Вулакан тавçăрчĕ пуль: Александра шăпах хайхи ...894 цифрăсемпе вĕçленекен номер лекнĕ. Унчченхи хуçи, Алевтина Михайловна, ун пирки шухăшлама та маннă ĕнтĕ. Анчах банкра çак номер ун çинчех шутланнă, банкран çав номер çине хăйсен клиенткине тĕрлĕ пĕлтерÿсем ярсах тăнă. Халĕ вара çав пĕлтерÿсене номерĕн çĕнĕ хуçи илме пуçланă.
Малтан Александр 900 номерпе Перекет банкĕнчен килекен смс-пĕлтерÿсем çине алă сулнă-ха. Унта вăл пĕлмен темле банк карточки çинчен укçа илнине, унта укçа куçарнине кăтартакан пĕлтерÿсем пулнă. Çамрăк çын çав смс-пĕлтерÿсем унăн номерĕ çине йăнăшпа килнине питĕ лайăх ăнланнă. Анчах вăхăт иртнĕ май ямăттипе усă курас кăмăл çĕнтернĕ-çĕнтернех. 2013 çулхи июльте Александр «телей» шыраса пăхас тенĕ: «мобильнăй банк» сервиспа усă курса телефон урлă ют банк карточки çинчен хăйĕн сим-карточки çине 300 тенкĕ куçарнă.
Пĕтĕмпех ăнăçлă пулнă. Явап тыттарманни вара преступникшăн актера алă çупса хавхалантарнă пекех. Малтан пысăк укçа куçарман, çапах каярахпа шиклĕх туйăмĕ сирĕлнĕ, «аппетит» та ÿссех пынă. 2013 çулхи сентябрьте кăна вăл «мобильнăй банкпа» çичĕ хут усă курнă. Уголовлă ĕçре пĕтĕмпе вара çакнашкал тĕслĕхсем икĕ теçеткене яхăнах. Октябрĕн 7-мĕшĕнче вăл пĕр талăкра ют укçана виçĕ хут тăкаклама ăс çитернĕ: 1000, 7000, 2000 пин тенкĕ куçарнă. Карточка хуçи çухатăва кĕç-вĕç асăрхасса туйса илĕ, унччен ют «енчĕке» ытларах пушатса юлас тĕллев тытнă тейĕн.
«Лавкка» шăпах октябрьте хупăннă - Алевтина Г. банка тата полицие кайсан. Сыщиксем укçа куçăмне йĕрленĕ те Вениамин Т. /...894 телефон номерĕ ун ячĕпе çырăннă-çке/ çине тухнă. Унăн вара ют çылăхшăн явап тытас килмест. Повестка илсен полицие вăл чăн преступникпе, хайхи сим-картăпа усă курнă Александр М.-па, пĕрле пынă. Лешĕ тунса тăман. Чăн та, 158-мĕш статьяпа тăратнă айăплава туллин йышăнмасть. Следствин вара иккĕленÿ çук: унăн айăпне ĕнентерме материал çителĕклĕ. Çавна май уголовлă ĕçе суда тишкерме панă.
Александр - маларах та судпа айăпланнăскер, ун тĕлĕшпе административлă надзор мелĕпе усă курнă. Апла тăк - тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ туман, тÿрĕ çул çине тăрас темен, каллех пĕлсе тăрса преступлени тунă. Çавна май хальхинче яваплăх та çирĕпрех пулнинчен тĕлĕнмĕпĕр. Уголовлă кодексăн асăннă статйипе 5 çуллăхах ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Тата, паллах, Александрăн пенсионеркăна вăрланă укçана тавăрса пама тивет.
Николай ДМИТРИЕВ