Комментировать

11 Дек, 2014

Мэр çухатнă» миллионсем

Улатăр администрацийĕн  пуçлăхĕ суд умне тăрать

Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Марискин тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Вăл пĕччен явап тытмасть, пĕрлех унăн заместителĕ Олег Добрынкин тата вырăнти ЖКХ управленийĕн экс-директорĕ Елена Басюк та суд умне тăрĕç.

Марискин тĕлĕшпе должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн, саккунлă предприниматель ĕç-хĕлне чăрмантарнăшăн айăплав тăратнă. Добрынкинăн должноç полномочийĕсен картинчен тухнисĕр пуçне свидетель пулнă май пĕлсе тăрсах суя кăтартусем панăшăн та явап тытма тивет. Басюк вара вĕсене саккуна пăсма пулăшнă, хăй те коммерци организацийĕнчи полномочисемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнă.

СК пресс-служби следстви версине пĕлтерчĕ. Унпа килĕшÿллĕн 2008-2009 çулсенче Марискин Басюка Улатăрта çурт-йĕр хуçисен юлташлăхĕсене /ТСЖ/ туса хуни, вĕсем ĕçлени çинчен суя документсем хатĕрлеме хушнă. Çав юлташлăхсем хулари нумай хваттерлĕ çуртсен 5% кая мар пайне пĕрлештернĕ имĕш. Çакă - ЖКХна реформăлама пулăшмалли фондран тата республика бюджетĕнчен çуртсене юсама укçа илмешкĕн кирлĕ услови. Суя документсене республикăн Строительство министерствине ЖКХна реформăлама пулăшмалли фонда ямашкăн панă. Вĕсене тĕпе хурса Улатăр хулин бюджетне укçа куçарнă.

Ун хыççăн Басюк подряд организацийĕсем нумай хваттерлĕ 44 çурта тĕпрен юсанипе çыхăннă ĕçсене йышăннине ĕнентерекен актсем хатĕрленĕ. Пĕтĕмпе 83,5 млн ытла тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă имĕш. Чăннипе вара ĕç калăпăшĕ 48,7 млн ытларах тенкĕлĕх çеç пулнă.

Асăннă документсене Добрынкина панă, вăл подрядчиксем хăйсен обязательствисене пурнăçланине тĕплĕ тĕрĕслемесĕрех хутсене алă пуснă, саккасçă ячĕпе - ЖКХ управленине - укçа тÿлемешкĕн ярса панă. Управлени вара подряд организацийĕсене хайхи пурнăçламан ĕçсемшĕн 34,8 млн тенкĕ тÿленĕ. Çапла майпа Улатăр хулин бюджетне асăннă виçелĕх сиен кÿнĕ.

Ĕç-пуç çакăнпа кăна вĕçленмест. Асăннă тапхăртах Марискин çуртсене тĕпрен юсама явăçтарнă 11 предприяти ертÿçисене асăннă çуртсенчи пÿлĕмсен хуçисем тÿлемелли тÿпене хăйсен шучĕпе тивĕçтерме хушнă. Çав тÿпе республика программипе килĕшÿллĕн 5% кая мар пулмалла. Директорсем хăйсен предприятийĕсем пурнăçланă ĕçсене йышăнас, укçа илес тĕлĕшпе /хула мэрĕнчен тем те кĕтме пулать вĕт!/ чăрмавсем сиксе тухасран шикленнипе саккунсăр çак хушăва пурнăçлама тивнĕ - саккасçă кассине 7 млн тенке яхăн хывнă.

2011 çулхи август-сентябрь уйăхĕсенче Марискин вырăнти тата икĕ предприяти ертÿçи тĕлĕшпе влаçпа усă курнă: тивĕçлĕ килĕшÿсем çырмасăрах хăйне ятарлă техникăпа пулăшма, хăйĕн çуртне çĕклемешкĕн тимĕр-бетон изделисемпе пулăшма ыйтнă. Лешсем хирĕçлеймен - çак «пулăшу» вĕсемшĕн 220 пин ытла тенке ларнă. Укçине мэр пĕлтĕрхи февральте кăна, следовательсем хăйĕн пирки тĕрĕслев ирттерессине пĕлсен, тÿленĕ.

2011 çулхи çулла тата кĕркунне Марискин аукцион, аренда правин рынок хакне палăртмалли ытти мероприяти ирттермесĕрех хăйĕн пĕлĕшĕсене, çав шутра администрацин тĕп бухгалтерне Улатăрти çĕр лаптăкĕсене /пĕтĕмпе 4 пин тăваткал метра яхăн/ уйрăм çурт строительстви валли арендăна панă. Çав çĕрсене илес текенсем татах пулнă - вĕсене айккине сирнĕ. Çийĕнчен аренда тÿлевне те пĕчĕк, 14-30 тенкĕ шайĕнче кăна, палăртнă - аренда тÿлевĕн пуçламăш виçинчен 100-200 хут сахалрах! Çавна май лаптăксен çĕнĕ хуçисем вĕсене туянмалли право илнĕ, хула мэрĕн йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн вĕсем кĕçех çак правăпа усă курнă. Çапла вара муниципалитет хăйĕн çĕр лаптăкĕсене рынокринчен чылай пĕчĕкрех хакпа уйрăм çынсен харпăрлăхне панă. Çак ултав хулана 1 млн ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Уголовлă ĕç материалĕсенче Марискин «тăрăшнипе» муниципалитет пысăк çухату тÿснин тепĕр тĕслĕхĕ те сăнланнă. Вăл муниципалитет харпăрлăхĕнчи земснаряда пăхса тăма шаннă коммерци организацийĕн директорне хăйĕн ячĕпе çав техникăна тепĕр предприятие арендăна памашкăн килĕшÿсем тутарнă. Аренда тÿлевне пĕчĕклетсе кăтартнă - 500 пин тенкĕ. Рынокри çак хак 2 млн тенке яхăнах пулнă. Арендăшăн хывнă тÿлев муниципалитет хыснине кĕмен, çавна май бюджет ку тĕслĕхре 3,8 млн тенкĕлĕх сиен тÿснĕ.

Çÿлерех асăннă самантсăр пуçне Добрынкин судра хăйне пăхăнса тăракан /каярахпа ăна Улатăр хулинчи çĕр лаптăкĕсемпе усă курнă чухнехи ултавшăнах айăпланă/ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе суя кăтартусем панăшăн та явап тытать.

Следстви пысăк ĕç пурнăçлани куçкĕрет. Уголовлă ĕç материалĕсем кăна - 30 томлăх, вĕсенчен 5-шĕ - айăплав пĕтĕмлетĕвĕ. Çак ĕçпе 13 çын - шар курнисем. Допрос тунă свидетельсен йышĕ те пысăк - 300 çын ытла. Строительствăпа техникăн 44, суд хаклавĕн 5 экспертизине ирттерме тивнĕ. Следователь ыйтнипе суд Марискин тĕлĕшпе килти арест мелĕпе усă курнă, çавăн пекех унăн пурлăхне /гараж тата УАЗ автомобиль/, банкри виçĕ шутне арестленĕ. Тата - Басюкăн «Рено» автомобильне, банкри шучĕсене.

Следстви иккĕленмест: мэрпа унăн «пулăшуçисен» айăпне ĕнентермешкĕн материал çителĕклĕ. Уголовлă ĕçе суда пăхса тухмашкăн панă ĕнтĕ. Муниципалитет чиновникĕсен правăна хирĕçле ĕçĕсене СК следователĕсем Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн, ЧР ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен управленийĕн районсен пĕрлехи пайĕн тата Çĕмĕрле полицийĕн коррупципе кĕрешекен пайĕн сотрудникĕсем пĕрле тăрăшнипе тăрă шыв çине кăларнине пайăррăн палăртаççĕ.

Дмитрий НИКОЛАЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.